Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирттерни (тĕпĕ: ирттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗрлӗ районсемпе туслӑ ҫыхӑнусем тытса ӗҫлӗ канашлусем ирттерни, паллӑ вырӑнсене экскурсипе тухса ҫӳрени, уяв каҫӗсенче хутшӑнни, палах, кӑмӑл-туйӑма хӑпартлантарать, ӗҫре вӑй-хал кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе ячӗпе ирттернӗ семинар // А.В.Лукина, Л.Н.Тарасова. http://www.sheraut-komsml.edu21.cap.ru/? ... ews=462675

Юлашки 5-7 ҫулта командӑсен хушшинче конкуренци ӳсни, ӑмӑртусене ҫӳллӗ шайра йӗркелесе ирттерни лайӑх курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Спорт кулленхи ӗҫре вӑй парать // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫарпа патриотизм воспитанийӗн «Синева» лагерӗ ӗҫлени, ачасем валли туризм экскурсийӗсем ирттерни ҫинчен пӗлтерсен республика Пуҫлӑхӗ промышленноҫ туризмне аталантармаллине аса илтерчӗ.

Когда глава администрации города Чебоксар Алексей Ладыков рассказал о работе военно-патриотического лагеря "Синева", о туристических экскурсиях для детей, глава республики напомнил о развитии промышленного туризма.

Ҫӗр ҫыннин ырлӑхӗшӗнех пӗлтерӗшлӗ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

— И.Яковлевпа Н.Никольские сума суса чупу ирттерни пысӑк хисепе тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сухаллӑ ҫыннӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм, сывлӑхӗ ҫирӗп // А.ПЕТРОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Ҫакӑн евӗр конкурссем ирттерни пултаруллӑ ачасене тупса палӑртма, вӗсене малалла аталанма пулӑшать.

Проведение такого рода конкурсов дает возможность открыть талантливых детей, способствует их дальнейшему развитию.

Тӑхӑрьял шӑпчӑкӗ // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Пурте кунта вырӑсла ӑнлансан та лекцие чӑвашла ирттерни пирӗншӗн пӗлтерӗшлӗ — эпир хӑнасене те чӑвашла интереслӗ темӑсемпе калаҫма хӑнӑхтаратпӑр (хӑйсен специальноҫӗсемпе калаҫма), ҫав вӑхӑтрах эпир хамӑра та ҫӗнӗ терминологине хӑнӑхтаратпӑр.

Даже если все понимают на русском языке, нам очень важно проведение лекций на чувашском — мы приручаем наших гостей разговаривать на чувашском на разные интересные темы (говорит по своей специальности), в тоже время мы и сами привыкаем к новой терминологии.

Александр Блинов: «Эпир хупӑ мар, пирӗн площадка уҫӑ» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2817.html

Вӑл ачасене сывӑ пурнӑҫ йӗркине хӑнӑхтарас, ӳнер шкулӗ, культура учрежденийӗсем урлӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме явӑҫтарас енӗпе нумай ӗҫ ирттерни пирки каларӗ-ха, анчах та район прокурорӗн ҫумӗ Рафил Ахмадуллин поселокра наркоманипе чирлӗ миҫе ҫын шутра тӑни пирки ыйтсан аса илеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ту Магомед патне каять // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Армспортпа, шашкӑпа, дартспа, стритболпа тата ытти спорт тӗсӗпе ӑмӑртусем ирттерни ҫамрӑксен уявне тата та пуянлатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑклӑхран хакли ҫук // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Ку йӑлана ислам тӗнне йышӑннӑ пӑлхарсем те ирттерни паллӑ (Хусан тутарӗсен вӑл джиен ятпа ҫирӗпленсе юлнӑ).

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Ҫакнашкал ятарлӑ уявсем йӗркелесе ирттерни те вырӑнлӑ кун пек чухне.

В этом случае проведение таких специальных мероприятий очень даже к месту.

Чӑваш тумӗ — халӑх мулӗ, сумӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

«Ял хуҫалӑх таварӗ туса кӑларакансем Чӑвашстата отчет тӑтӑшах панӑ тата аграри секторӗнчи лару-тӑру пирки материалсем пичетленнӗ чухне ҫырав ирттерни ытлашши пулнӑн туйӑнмасть-ши?» — теме пӑхӗ вулакансенчен хӑшӗ-пӗри.

Куҫарса пулӑш

Пуласлӑхшӑн хамӑр яваплӑ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Владимир Матвеевич кун пек уявсем йӗркелесе ирттерни ял ҫыннисемшӗн ҫеҫ мар‚ ҫитӗнекен ӑрушӑн та питӗ пӗлтерӗшлӗ те паха пулнине пӗлтерчӗ‚ праҫнике йыхравланӑшӑн тав турӗ.

Владимир Матвеевич отметил, что такие праздники значимы и важны не только для сельских жителей, но и для подрастающего поколения, поблагодарил за приглашение.

Ярмулай ялне — 250 ҫул // Рудольф ПАВЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

«Тӑвай районӗпе Тӑвай ялӗн хаклӑ ҫыннисем! Сире чӑваш наци уявӗпе - Акатуйпа пӗтӗм чун-чӗререн саламлатӑп. Тӑвай районӗнче Акатуя ҫуллен ирттерни - наци йӑли-йӗркине упракан уҫӑмлӑ тӗслӗхлӗ ку праҫник пур ӳсӗмри тата пур професси ҫыннисене творчествӑлла ӗҫе, искусствӑна, спорта явӑҫтарса пӗрлештерет», - тесе ырӑ суннӑ «АККОНД» обществӑн генеральнӑй директорне Валерий Иванова пулӑшакан Сергей Николаевич Майраслов.

Куҫарса пулӑш

Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

«Халӗ хӑнӑхрӑм ӗнтӗ, йывӑррине туймастӑп», — палӑртрӗ Мария Андреева, ачапа пӗр чӗлхе мӗнле тупни, пурӑнмалли вырӑна улӑштарнине хӗрача епле чӑтса ирттерни пирки шарламарӗ.

"Теперь привыкла уж, трудности не чувствую", - отметила Мария Андреевна, как с ребенком находила общий язык, как девочка терпела изменение места жительства, не говорила.

Ашшӗ сусӑр ачине интерната паман // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Семинарсем, ӑсталӑх класӗсем ирттерни кино ӗҫне малалла аталанма майсем туса парӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чӑваш киновӗ камит енне сулӑнчӗ // Владимир КАРСАКОВ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Халӑха диспансеризаци ирттерни шӑпах ҫав тӗллеве пурнӑҫлать.

На это направлена и диспансеризация населения.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Районсене тухса хаҫата килрен киле салатса ҫӳрени, пысӑк мероприятисем ирттерни, Акатуйсенче ентешсене кӑларӑма валеҫсе пани, ӑна ҫырӑнтарас тесе колхозсемпе совхозсенче агитаци ӗҫӗсем йӗркелени куҫ умӗнчех.

Куҫарса пулӑш

Ӑнӑҫу сана, хаҫатӑм! // Вера САВЕЛЬЕВА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Унсӑр пуҫне Пӗрлехи информаци кунӗсенче ялта пурӑнакансемпе тӗлпулусем йӗркелени, Ленин ячӗллӗ ялхуҫалӑх производство кооперативӗн пухӑвӗсене хутшӑнни тата ытти мероприятисем ирттерни те ҫынсен кӑмӑл-шухӑшне пӗлмелли майсем.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмпех - ҫынсемшӗн // Г.АДЮКОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

«Шупашкар хулинче 2000 ытла хӑна пулчӗ. Ӑмӑртусем ирттерни регионӑн инвестици илӗртӳлӗхне ӳстерме май парать», - терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Продукцие пирӗн ют ҫӗршывсене те сутмалла // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

- Вырӑна тухса лару ирттерни пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫӗр лаптӑкӗ усӑ кӳтӗр // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех