Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кайран, колхоз правленинчи телефон патӗнче хурал тӑнӑ чух, правленинчен пушар сарайне, унтан ял тулашне, уйрӑм тӑракан хуралҫӑсем патне, е унтан та инҫерех, хирте пурнакансен станне чупса ҫӳренӗ чух, Сергее яланах хӑй ашшӗпе юнашар пулнӑ пек, ашшӗ вӑйлӑ аллисемпе хӑйне пуҫран лӑпканӑ пек туйӑнса тӑчӗ.
8 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Тулӑ пуссинчен инҫерех тӑччӑр.
6 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Ҫакна пула вӑл ывӑтакан вутсыппи те инҫерех те инҫерех кайса ӳкет.
«Шурӑ патак» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Ҫӗре чи малтан кисрентерсе яракан вырӑнтан, ун вучаххинчен сейсмограф станцийӗ мӗн чухлӗ инҫерех пулать, ҫӗр кисреннин хумӗсем те ҫӗрӗн тарӑнрах сийӗсем витӗр тухса, ҫавӑн чухлӗ вӑйсӑрланаҫҫӗ.
Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.
Ҫӗре кисрентерекен тӗп вырӑн (гипоцентр мӗн чухлӗ инҫерех, ҫӗр чӗтресси те ҫавӑн чухлӗ вӑйсӑртарах пулать.
Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.
Хӗвел анӑҫӗ енче, инҫетре ҫурма ункӑ евӗрлӗ ҫыран хӗррисем курӑнаҫҫӗ, хӑш-пӗр тӗлте, картина ҫинчи пек илемлӗ тусем карталанса лараҫҫӗ; ытти инҫерех курӑнакан ҫыран хӗррисенче сахӑр пуҫӗ евӗрлӗ питех те пысӑк конус курӑнса тӑрать, ун тӑрринчен юпа пек тӗтӗм тухать.
XLIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Эпир тӗмӗн пысӑкӑш тӗксӗм чулсем ҫинче утса пыратпӑр: вӑл чулсем сивӗнсе хытнӑ чухне ултӑ кӗтеслӗ призма пек пулса ларнӑ, инҫерех темӗн чухлӗ касса татнӑ конуссем евӗрлӗ, ӗлӗк тахҫанах вут ҫирпӗтсе кӑларса тӑнӑ вулкан пырӗсем пулнӑ тусем курӑнса тӑраҫҫӗ.
XV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Кунта лашасене ҫитерсен, эпир ҫыран хӗрринчи ансӑр ҫулпа, сӑртсен хӗррипе тинӗс хушшинчи хӗсӗк ҫулпа пырса пӗр чарӑнмасӑрах Бронтеркри «мӑн чиркӳ» патне ҫитрӗмӗр; унтан тата тепӗр миль инҫерех тӑракан Гвальфиордӑн кӑнтӑр енчи ҫыранӗ хӗрринчи 3аурбеертир кивӗ чиркӗве ҫитрӗмӗр.
XII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Вӗсем ӑна хӑйсен шанчӑкне тӳрре кӑларнӑшӑн, вӗсем суйланӑскер, вӑл вӗсенчен малта пынишӗн, хӑйсен ӗҫлес килмен чухне вӑл вӗсене ирӗк паманнишӗн, хӑшпӗрисенчен вӑйлӑрах пулнишӗн тата инҫерех курнишӗн, вӗсен пурнӑҫне лайӑхлатассишӗн вӗсене хирӗҫ кӗрешӗве тухса тӑрӑшнӑшӑн тав тӑваҫҫӗ пек туйӑнать.
4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫынсенчен те эпӗ пирвайхи кунсенчинчен инҫерех тӑратӑп пулас.
7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ӑна нихҫан та пӗтме пӗлмен, ватӑ ҫынсемсӗр пуҫне урӑх никама та савӑнтарман пӗр-пӗччен ӗҫлемелли ӗҫ тертлентерчӗ, анчах Василий унран татах та татах инҫерех пӑрӑнса кайни пуринчен те ытларах тарӑхтарчӗ.
4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӗсене хула тулашне ӑҫта та пулин инҫерех илсе кайӑр.
Улттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Анчах вӑл пӗтмест, хӑйне тапӑнакансенчен инҫерех тӑрать кӑна.Однако он не исчезает, а лишь удаляется от тех, кто идет на его штурм.
Леонид аттемӗр ҫылӑх каҫарттарать // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ҫак хӑй тӗллӗн килсе тухакан туйӑм хӗлле хускалсан, вӑл театрта юнашарах 2 — 3 ложа илме хушнӑ, унтан, хӑйӗн пӗлӗшӗсене пуҫтарса, театра е тата маскарада кайнӑ; ҫулла — вӑл хула тулашне, ӑҫта та пулин инҫерех кайнӑ.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ку вырӑнтан инҫерех вырӑн ҫут тӗнчере урӑх нумай та мар юлнӑ пӳлӗ.И он подумал, что, наверное, дальше, чем это место, уже и не много осталось мест на свете.
Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.
Вӑл е ҫывхарать, е инҫерех илтӗнет.
Тӑваттӑмӗш блиндаж // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 54–76 с.
Вӑл е ҫывхарать, е инҫерех илтӗнет.
Тӑваттӑмӗш блиндаж // Георгий Шумилов. Гайдар, Аркадий Петрович. Тӑваттӑмӗш блиндаж: калав; вырӑсларан Г.С. Шумилов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с.
Мӗн чухлӗ курнӑ тата пӗлетӗн ӗнтӗ эсӗ, ҫӑхан, мӗншӗн-ха эсӗ пӗрре те хӑвӑн йӑву таврашӗнчен инҫерех каймастӑн?
IX // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Ҫав хӑрушӑ сӑмаха чи малтан ҫывӑхри ула кураксем илтрӗҫ, унтан вӗсем те ҫаплах кӑшкӑрчӗҫ, кусем хыҫҫӑн инҫерех лараканнисем кӑшкӑрчӗҫ те, пӗр самантра ула кураксен кӗтӗвӗ «Шуйттан!» тесе кӑшкӑрса пӗлӗт пек вӗҫсе килсе, ҫӳлӗ чӑрӑша пӗтӗмӗшпех сырса илчӗ.
Ӳхӗ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 98–102 с.
«Пичче калать: эпир тӗрӗс, тет», — шухӑшларӗ вӑл: «хамӑра хамӑр юратнине сирсе пӑрахсан, мана хама та вӗсем чӑнлӑхран пирӗнтен инҫерех пек туйӑнать, ҫав вӑхӑтрах мана вӗсенче темӗскер, пирӗнте ҫук япала, пирӗнтен лайӑхраххи пур пек туйӑнать…
XI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.