Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ҫавӑнтах иккӗленме пуҫларӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Джон Мангльса илсен, вӑл та ҫавӑн пекех иккӗленме пуҫларӗ.Что касается Джона Мангльса, то зародившееся было у него сомнение.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Берднесспа? — тесе хучӗ капитан, ку ҫын пирки иккӗленме пуҫланӑскер.— Берднессом? — переспросил капитан, начинавший подозревать истину.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Иккӗленме тытӑннӑскер, вӑл ялт сиксе илсе хӳме хӗрринчен ярса тытрӗ те ҫӳлелле кармашма тытӑнчӗ.Обеспокоенный, он подпрыгнул, схватился за край забора и осторожно стал подтягиваться.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Эпӗ иккӗленме те пуҫларӑм: аяла анса, халӗ шлангран шыв сирпӗтсе килхушшине йӗпетекен Николай тетене чӗнсен авантарах пулмӗ-ши?
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Эпӗ каллех иккӗленме пуҫларӑм.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Ҫавӑн пек сасса, ҫавӑн пек сӑмахсене илтсен, Травка иккӗленме пӑрахрӗ — ун умӗнче ӗлӗкхи пекех ырӑ Энтип пичче тӑнӑ пек туйӑннӑ.
XI // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Вӑл иккӗленме юратнӑ, яланах темӗнле пысӑк инкек пуласса кӗтнӗ, хурлӑхлӑ япала ҫинчен аса илсенех макӑрса янӑ…
XX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Аса илнӗ май тӗлӗк чӑн пулса иртнӗ ӗҫ пекех туйӑнчӗ, вӑл вара ку ахаль аташни кӑна пулчӗ-ши е мӗн те пулин урӑххи пулчӗ-ши, мӗн те пулин куҫа курӑнмарӗ-ши тесе те иккӗленме пуҫларӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Вӑл тӗм ҫинчен ерипен ана пуҫларӗ, хӑй вара кӗтмен ҫӗртен кулянма, иккӗленме тытӑнчӗ.Она медленно спустилась с холма, а сердце внезапно затосковало, наполнилось смятением.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
— Сергей халь шӑп ҫав шая ҫитнӗ, ӑна тата патӑн иккен — вӑл морфинист пулса тӑни пирки ним иккӗленме те кирлӗ мар.— Сергей уже на той грани, после которой продолжение инъекций сделает его морфинистом.
5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ҫаксем, ӗҫ нумаййи ҫине йӑвантарса каласа пӗтерменнисем, Аникея пур енчен те ӑнланмаллах мар ҫав, вӑл ытларах та ытларах иккӗленме пуҫларӗ, шанчӑкне ҫухатса, ҫыранти йывӑҫ пек пулса пычӗ: паян вӑл, сип-симӗсскер, хӑйне мӗн кӗтнине пӗлмесӗр, юхса выртакан шыв ҫине пӑхса капӑрланса ларать-ха, турачӗсемпе ҫиле тытать, ыран акӑ таҫта шалта ӑна ҫӗр ҫинче тытса тӑнӑ тымарӑн юлашки чӗтренчӗк шӑнӑрӗ татӑлать те, йывӑҫ йӑванса шыв ҫине кӗрӗслетсе ӳкет…
23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Командировкӑсенче пулнӑ чухне вӑл нумай хуҫалӑхсен нушине те, вӗсем пӗтӗмпех юхӑнса кайнине те курнӑ, анчах вӑл хӑй ял хуҫалӑхӗнче ӗҫсем майлӑ пымаҫҫӗ вӗт тесе иккӗленме пуҫласан кашнинчех сирсе ывӑтма ҫук сӑлтавсем тупнӑ — вӑрҫӑ пулнӑ, унта мӗн чухлӗ ҫын пӗтнине те пӗлес ҫук, хуласемпе заводсене нимӗн юлмиччен аркатнӑ, ҫавӑнпа пирӗн вӑхӑтлӑха ҫак нушапа та, мӗн пур ҫитменлӗхсемпе те ирӗксӗрех килӗшме тивет, тенӗ.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Халӗ ӗнтӗ ӑна хӑй ӗнентермелле калаймасть пек, унтан та ытларах, кӑлӑхах калать пек туйӑнчӗ, мӗншӗн тесен обком секретарӗ вӑл района ертсе пыма пултарасси пирки иккӗленме пуҫларӗ пулсан, вара кирек мӗнле сӑмах та вӑйсӑр, усӑсӑр.
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Лашусене илме комендант патне пыратӑн, — нимӗҫ арман ҫине куҫӗпе кӑтартрӗ те, хӑйӗн сӑмахӗ пирки иккӗленме юраман пек аллипе сулса, Мирон Григорьевича урапа ҫинчен анма хушрӗ.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Каллех иккӗленме пуҫланӑ салтаксем:
«Куратӑп!» // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Анчах та Райк иккӗленме юратакан генерал пулнӑ.
«Фокшан патӗнче вӗлернӗ» // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Иккӗленме кирлӗ мар: правительствӑра переворот пулса иртет те, влаҫ Корнилов аллине куҫать.Несомненно, будет правительственный переворот, у власти станет Корнилов.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Большевиксем хушшинче талантлӑ ҫынсем пур пирки иккӗленме кирлӗ мар, вӗсенчен хӑшӗсемпе хамӑн та калаҫса курма тӳр килнӗ; ҫав хушӑрах вӗсен хушшинче фанатиксем те пур.
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Иккӗленме кирлӗ мар.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.