Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

генералсем (тĕпĕ: генерал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Япӑхса арканнӑ вырӑс ҫарӗн шӑпипе хуҫаланса пурӑннӑ пысӑк генералсем, Дон ҫинчи реакциллӗ вӑйсем пулӑшнипе ҫак плацдармран Советлӑ Россия ҫине наступлени пуҫласа яма тата ҫав наступление ертсе пыма ӗмӗтленсе, тӗрлӗ енчен анатри Дон тӑрӑхне пухӑнма пуҫлаҫҫӗ.

Стекались в низовья Дона большие генералы, бывшие вершители судеб развалившейся русской армии, надеясь на опору реакционных донцов, мысля с этого плацдарма развернуть и повести наступление на Советскую Россию.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӑнтӑрла генералсем тӗрме ҫуртӗнчен пӗчченшерӗн туха-туха шӑвӑнаҫҫӗ.

Днем генералы поодиночке покинули место заключения.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ирсерен, апат ҫинӗ хыҫҫӑн, генералсем уҫӑлса ҫӳреме тухаҫҫӗ, таврӑннӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗ почтӑпа паллашаҫҫӗ, курма пынӑ тӑванӗ-хурӑнташӗсене, палланӑ ҫыннисене йышӑнса калаҫаҫҫӗ, кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн пӗр кана ыйха туртаҫҫӗ те ун хыҫҫӑн пӗчченшерӗн хӑйсен пӳлӗмӗсенче ӗҫлесе лараҫҫӗ.

По утрам, после завтрака, генералы шли на прогулку; возвращаясь, разбирали почту, принимали навещавших их родных и знакомых, обедали, после «мертвого» часа порознь занимались в своих комнатах.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫакна пӗлетӗп пӗр: генералсем — Корнилов, Лукомский, Романовский, Крымов, Деникин, Каледин, Эрдели ыттисем те нумайӑшӗ — пӗр-пӗринпе темле вӑрттӑн ҫыхӑну тытаҫҫӗ, пӗр алӑран ӗҫлесе тӑраҫҫӗ…

Знаю, что между генералитетом — Корниловым, Лукомским, Романовским, Крымовым, Деникиным, Калединым, Эрдели и многими другими — есть какая-то таинственная связь, договоренность…

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Владимирпа Волынь тата Ковель хулисем тӑрӑхӗнче, уйрӑм арми (шут тӑрӑх ку арми вун виҫҫӗмӗш пулнӑ; анчах та «13» телейсӗр цифра шутланнине кура, ҫитменнине тата пысӑк генералсем те ун чух тӗн-тӗшмӗше хытӑ ӗненнипе, ҫак ҫара «уйрӑм» ҫар тесе ят панӑ) ҫапӑҫакан районта, сентябрӗн юлашки кунӗсенче наступлени тума хатӗрлене пуҫлаҫҫӗ.

На Владимиро-Волынском и Ковельском направлениях, в районе действий Особой армии (армия была по счету тринадцатой, но так как «13» — цифра несчастливая, а суеверием страдали и большие генералы, то армию наименовали «Особой»), в последних числах сентября началась подготовка к наступлению.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Штабсенче сарлакан наступлени тумалли плансем хатӗрлеҫҫӗ, карттӑсем ҫинче генералсем пӑшӑхаҫҫӗ, ординарецсем боевой приказсемпе унӑн-кунӑн вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ, ҫӗршер пин салтака вилӗм ҫулӑмӗ ҫине кӗртсе пыраҫҫӗ…

В штабах разрабатывались планы широкого наступления, над картами корпели генералы, мчались, развозя боевые приказы, ординарцы, сотни тысяч солдат шли на смерть…

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ылтӑнпа тӗрленӗ мундир тӑхӑннӑ генералсем пурте, унччен мӑнаҫлӑнрах уткаласа ҫӳрекенскерсем, хыпӑнса ӳкрӗҫ, лешне пуҫ тая-тая илеҫҫӗ, вӑл мӗн те пулин каласса, е кӑшт та пулин хускаласса кӗтсех тӑраҫҫӗ тейӗн, вӑл мӗн хушнине ҫавӑнтах чупса кайса тума хатӗр ӗнтӗ.

Все генералы, которые расхаживали довольно спесиво в золотых мундирах, засуетились, и с низкими поклонами, казалось, ловили его каждое слово и даже малейшее движение, чтобы сейчас лететь выполнять его.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫавӑн пекех генералсем Бородин ҫине, вӑл хайсене пулӑшассине шанса, пӗр харӑсах пӑхса илчӗҫ, анчах дивизи командирӗ, хӑй ҫине ыйтуллӑн пӑхасса кӗтсех тӑнӑскер, хуллен кӑна уссине хускаткаларӗ те, Озеров ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ…

Точно так же генералы одновременно посмотрели на Бородина, надеясь на его помощь, но командир дивизии, будто ожидая пристального взгляда на себя, слегка поднял усы и оглянулся на Озерова…

XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Унтан сасартӑк генералсем еннелле ҫаврӑнчӗ:

И вдруг повернулся к генералам:

XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Сталин тата унпа пӗрле ҫӳрекен генералсем пысӑках мар ушкӑнпа вӑрманӑн хӗвеланӑҫ хӗррине тухса тӑчӗҫ.

Сталин и сопровождавшие его генералы вышли небольшой группой на западный край леса.

XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Генералсем пӗр харӑсах сехечӗсем ҫине пӑхса илчӗҫ те пӗр вӑхӑтра вырӑнӗсенчен тӑчӗҫ.

Генералы враз взглянули на часы и одновременно встали.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Мӗнле генералсем?

— Какие генералы?

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Генералсем килчӗҫ! — кӑшкӑрчӗ такам.

— Генералы приехали! — крикнул кто-то.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хут ҫине пӑхса илсен, Рокоссовский хӑвӑрттӑн пуҫне ҫӗклесе генералсем ҫине хаваслӑн пӑхрӗ, генералсем вара труках ун умӗнче, стройри пек, тӳрленсе тӑчӗҫ: командующи аллинче Сталин приказӗ!

Взглянув на бумагу, Рокоссовский, быстро подняв голову, радостно посмотрел на генералов, а генералы тут же, как в строю, перед ним выпрямились: в руках командующего приказ Сталина!

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Генералсем вара ҫак саманта канашлури кану вӑхӑчӗ вырӑнне йышӑнчӗҫ.

Генералы сочли это передышкой в совещании.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Берлинри резервра Гилле господин вырӑнне хӗпӗртесех йышӑнма хатӗр генералсем сахал мар сулланса ҫӳренӗ ӗнтӗ.

В берлинском резерве околачивалось немало генералов, которые охотно заняли бы место господина Гилле.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Сахал пулнӑ-им, ара, вӗсем, ҫав генералсем, мур хирсе кайтӑринех вӗсене!

Да мало ли их еще было, генералов этих, черт бы их драл!

X // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Генералсем?

— Генералы?

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Генералсем юратса ҫинӗскере, тен, эпӗ те юриех сире, ухмахсене, пӑтти ҫуллӑрах та тутлӑрах пултӑр тесе, хурана ярса пӗҫерсе панӑ пулӗ.

Генералы одобряли, и я, может, нарошно для навару вам, дуракам, положил ее, для скусу…

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗтӗм Дон ҫарӗ, сурӑх кӗтӗвӗ пек, Новороссийскра кӗпӗрленсе тӑрса юлчӗ, генералсем епле?..

Вся Донская армия, как гурт овец, табунилась в Новороссийском, а генералы?..

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех