Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫтерме (тĕпĕ: вӗҫтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫил те кунта пӗрре те тинӗс хӗрринчи пек мар, вӗри кӑмакаран тухакан сывлӑш пек; вӑл тӑпрана тырӑпа пӗрле хутӑштарса вӗҫтерме пуҫларӗ, унтан сасартӑк, ҫӳлтен персе аннӑ пек, вӑйлӑ ҫумӑр илсе килчӗ.

Ветер был совсем не тот, что у моря, а горячий, как поджаренный; он бил в лицо крупной пылью пополам с зерном и вдруг точно свалился вниз с высоты и разлился вокруг шумным паводком.

8 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Унсӑрӑн эсӗ урок вӑхӑтӗнчех кӑвакарчӑнсем вӗҫтерме пуҫлатӑн, пӗлетӗп эпӗ сана.

А то еще начнешь на уроках пускать голубей, я тебя знаю.

Аслипе кӗҫӗнни // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Борис Борисовичӑн перине ҫу сӗрсе хума та, чернил савӑчӗ ӑшне хӑйӑр яма та, ун умӗнче хут татӑкӗсем чӑмласа, маччаналла хутран тунӑ шуйттансем вӗҫтерме те юрать, — ҫавсене те пӗлеҫҫӗ ачасем.

Знали и то, что Борису Борисовичу можно перо смазывать салом, в чернильницу сыпать песок, а в потолок, нажевав бумаги, пускать бумажных чертей.

Ӗҫри кунсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Ҫӗрле вӗҫтерме, алхасма тытӑнать те, вара пӗр вунӑ утӑм кайсанах, малалла каймалли ҫула кӑна мар, каялла таврӑнмаллине те ҫухатса ярӑн…

Ночью задует, начнет бушевать, — в десяти шагах не найдешь дороги ни вперед, ни назад…

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫил-тӑман уйрӑммӑнах хыттӑн вӗҫтерме пуҫласан вӑл, пуҫне каҫӑртса: — Тӗл пултӑмӑр, пӗр-пӗрне сывлӑх сунтӑмӑр, курманни нумай пулать! Акӑ эсӗ мӗн хӑтланатӑн, маншӑн савӑнӑҫ килсе ҫитнӗ чухне! — тесе ятлаҫкаласа илчӗ.

Когда метель налетала с особой силой, он закидывал голову и говорил: — Повстречались, поздоровкались, давно не видались! Эк ты меня на радостях!

1. Виҫҫӗн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хӗрлӗ автан вӗҫтерме пултараҫҫӗ!..

Подпустят красного петуха!..

Хирӗҫлӗхсен пӗрлӗхӗ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Ме, парах ӑна, тата эпӗ кӳпкеме тытӑниччен хӑвӑртрах тухса шӑвӑнӑр, атту кӗҫех сирӗн пӗтӗм тӗкӗр-ҫӳҫӗре вӗҫтерме тытӑнатӑп! —

На, отдашь ему, да поживей катитесь отседова, пока я бить не начал, а то я с вас скоро шерсти нарву! —

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Уй хапхи патне ӑсатма тухнӑ хӗрарӑмсем чылайччен казаксен хыҫӗнчен тутӑрӗсемпе сулкаласа тӑчӗҫ, унтан ҫеҫенхирте юка вӗҫтерме тытӑнчӗ те, сӑрталла майӗпен улӑхакан лавсем те, вӗсемпе юнашар утса пыракан казаксем те айӑн-ҫийӗн пӗтӗрӗнсе юхакан юрлӑ тӗтре хыҫӗнче курӑнми пулчӗҫ.

Вышедшие на прогон бабы долго махали уезжавшим платками, а потом в степи поднялась поземка, и за снежной кипящей мглой не стало видно ни медленно взбиравшихся на гору подвод, ни шагавших рядом с ними казаков.

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Гусарсем, сапаланса кайса, учӗсене тырӑ ҫийӗн сиккипе вӗҫтерме тытӑнчӗҫ.

По хлебам скакали, разбившись цепкой, гусары.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Юр вӗҫтерме пуҫларӗ, урам тӑрӑх утакансен куҫӗсене, ҫӑварӗсене, хӑлхисене кӗрсе каять вӑл.

Снег метался взад и вперед сетью и угрожал залепить глаза, рот и уши пешеходам.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Каҫ пула пуҫласанах ҫил-тӑман вӗҫтерме тапратрӗ.

С вечера завьюжило.

XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Юр вӗҫтерме пӑрахсан иккӗленме пуҫларӑм: хама юр хӳсе лартсан, кӑтартнӑ тӗллеве кураймасӑр юлмарӑм-ши эпӗ? тетӗп.

Только когда утихла поземка, меня сомнение взяло: не просмотрел ли, думаю, цель, когда меня снегом заметало?

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫил-таман вӗҫтерме чарӑнман, ҫил ҫеҫенхирти юра хӑваланӑ та хӑваланӑ; Рощенски делегацийӗ пырса ҫитнӗ пӗчӗк станцине тӗксӗм хупласа илнӗ.

Метель не унималась, ветер гнал и гнал со степи облака снега, и маленькая станция, куда приехала рощенская делегация, была укрыта серым и мрачным покрывалом.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Каллех тӑман вӗҫтерме пуҫланӑ.

Опять легко вьюжило.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӗҫтерме пуҫларӗ те, чарӑнма пӗлмест!

— Вот разошлась, удержу нет!

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫӗрле лӑпкӑ юр ҫуса иртрӗ, ире хирӗҫ вара Ржевск таврашӗнче ҫил-тӑман вӗҫтерме пуҫларӗ.

Ночью прошел снегопад, а на рассвете по всем ржевским землям заметалась волчья вьюга.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Тӑманӗ халь те вӗҫтерме пӑрахман-ха, анчах хуллен ҫеҫ вӗҫтерет.

Все еще вьюжило, но уже легко.

XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Камӑн чӑх чӗри, вӑл, паллах ӗнтӗ, хӑй мӗлкине курсан та — ӑнран кайса тӗмӗсем хушшинелле вӗҫтерме пултарать.

У кого заячья душа, тот, понятно, и свою тень увидит — без памяти шуганет в кусты.

XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хут ҫӗленсем вӗҫтерме эпӗ нихҫан та юратман; юратма мар, кунашкал вӑйӑсене чунтанах кураймастӑм, ӑна ӑсӗ ларсах ҫитеймен ача-пӑча ӗҫ ҫукран ӗҫ тупни вырӑнне кӑна хураттӑм.

Но я никогда не любил пускать бумажных змеев; больше того, я ненавидел это занятие: я считал его забавой дурных детей.

Хут ҫӗлен // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 105–109 стр.

Вӗҫтерме кайрӑн-и?

— Пускать ходил?

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех