Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗҫен кайӑксен, сӗтпе ӳстерекенсемпе танлаштарас пулсан, пӗрешкел арлӑх хромосомӗсем аҫисенче пулни пирки сахалӑшӗ пӗлет — сӑмах кунта аҫисенче ҫеҫ тӗл пулакан икӗ Z-хромосома пирки пырать.
Пӗрешкел арлӑх хромосомӗсем хӗрарӑмсене ытларах пурӑнма май параҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24579.html
Вӗҫен кайӑк кӗтӗвӗсем, ҫывхарса килекен сивӗсенчен, ҫӳл тӳпере вичкӗн ҫурҫӗр ҫилӗ туллашнинчен тарса ӳкме пикенсе, ҫула тухма васкаҫҫӗ.Спешили перелетные станицы, уходя от близких заморозков, от знобких в вышине северных ветров.
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Октябрьте вӗҫен кайӑксем ӑшӑ еннелле вӗҫме пуҫларӗҫ.
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Анчах унӑн ӗҫӗ сӑн-пичӗпе шапах килӗшӳллӗ пулнӑ: вӑл кимӗ ҫине ларсан, кӗсменсемпе авӑсса, пулӑҫӑсенчен лайӑхрах ишнӗ; вӗҫен кайӑксене пере-пере ӳкернӗ; пӗр пӑрӑнмасӑр утӑ ҫулакансем патӗнче кам мӗнле ҫулнине пӑхса тӑнӑ; пахчара миҫе дыня, миҫе арбуз ӳснине пӗлнӗ; пӗви урлӑ хунӑ кӗпер ҫинчен каҫса каякансенчен лав пуҫне пилӗкшер пус илсе тӑнӑ; йывӑҫсем ҫине хӑпарса грушӑсем силленӗ; хӑйӗн хаяр аллипе кахал тарҫисене хӗненӗ, ҫав хаяр аллипех тивӗҫлисене пӗрер черкке эрех те пырса панӑ.
III. Аппӑшӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ытарма ҫук Днепр ҫуллахи ӑшӑ каҫсенче те, ун пек чухне мӗн пурри ыйӑха путать — этем те, тискер кайӑк та, вӗҫен кайӑк та, — пӗр турӑ кӑна пӗлӗтпе ҫӗре чаплӑн пӑхса ҫаврӑнать те чаплӑн ризине силлет.
X // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫынсен те, вӗҫен кайӑксенни пек, ҫунат пулас пулсан — ҫавӑнталла, ҫӳле, ҫӳле вӗҫсе кайнӑ пулӑттӑмӑр…Что, если бы у людей были крылья, как у птиц, — туда бы полететь, высоко, высоко…
I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Чӗрчунсем пурте ҫӗр каҫма лӑпкӑрах вырӑнсене пытанчӗҫ: пакшасем хӑйсен йӑвине кӗмелли шӑтӑкӗсене мӑкпа питӗрсе хучӗҫ, ӑсансем юр ӑшне тарӑнрах кӗрсе выртрӗҫ, пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑксем чӑрӑшсен чӑтлӑхне вырнаҫса ларчӗҫ…
II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Аниканов, малтан килӗшсе татӑлнӑ пек, вӗҫен кайӑкла кӑшкӑрса разведчиксене чарнӑ та, кайри грузовик патне шуса пырса шофер кабинине пуҫне чиксе пӑхнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Вӗҫен кайӑка вӗҫнӗ ҫӗртех персе ӳкерме хатӗрленнӗ чухнехи пек, вӑхӑта кӗтсе илсе, вӑл сасартӑк шӑппӑн пӗлтерчӗ:Точно рассчитав секунды, как при выстреле по летящей птице, он вдруг сообщил тихонько:
XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑрманӗ те ҫавӑн чухнехи пекех тискер те хӑтсӑр, вӑл таҫта ҫӗр тӗпӗнче ӳссе ларнӑ пек туйӑнать, кунта этем ҫеҫ мар, нимле тискер кайӑк та, вӗҫен кайӑк та пурӑнман пек туйӑнать.
IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ланкин пӳрчӗ вырӑнӗнче ирӗлме пуҫланӑ юр айӗнчен кӑмрӑкланнӑ чул катӑкӗсен ванчӑкӗсемпе, тӗкне татнӑ вӗҫен кайӑк мӑйӗ пек курӑнакан, ҫап-ҫара та ҫип-ҫинҫе мӑрье ҫеҫ юлнӑ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Унта пирӗншӗн пӗлӗт ҫине те пулин пӑхса илӗр, вӗҫен кайӑксем мӗнле вӗҫеҫҫӗ…»
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володьӑна халиччен ҫӗр айӗнче илтмен, вӗҫен кайӑк чӗвӗлтетнӗ майлӑ, ӑнланмалла мар сасӑ вӑратрӗ; ӗҫес килни ӑна нумайччен ҫывӑрса кайма памарӗ, вӑрансан тата хытӑрах ӗҫес килнӗ; унӑн ҫӑвар ӑшӗ типсе ларнӑ, пырӗнче кӑтӑкланнӑ, шӑлӗ ҫинче хӑрӑм чӑкӑртатнӑ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Яланхи пекех шӑнкӑрав шӑнкӑртатрӗ, учительсем тӗрке тунӑ карттӑсем тытса, хул айне журналсем чиксе, вӗҫен кайӑк чучелисене, гипсран тунӑ кӗлеткесем тата тӗрлӗ приборсем йӑтса, класа кӗреҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫав тери пысӑк куҫлӑ, хӗвелпе пиҫнӗ пӗчӗк ача, халӗ ҫеҫ пуҫ тӗлӗнче ҫӳхе планкӑсенчен те хутран тунӑ илемлӗ вӗҫен кайӑк евӗрлӗ теттене тытнӑскер, пурин куҫ умӗнчех темӗнле ӑнланмалла мар фокус туса кӑтартнӑн туйӑнчӗ: малтанах модель ҫухалнӑ пек, Володя ӑна юри кӑларса янӑ пек тунӑн туйӑнчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӗҫен кайӑксем «юассене» йӗкӗлтесе, сывлӑшра вӑйсене танлаштарса пӑхма чӗннӗ пек, Митридат тӗлӗнче явӑнаҫҫӗ.Птицы носились над Митридатом, словно поддразнивая «юасов» и зовя их помериться силами в воздухе.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Уҫӑ кантӑк витӗр йывӑҫсем ҫинче вӗҫен кайӑксем пӗр-пӗринпе чӗвӗлтетни илтӗнет.Весело пересвистывались птицы на деревьях за открытым окном.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Гимнастерка тӑхӑннӑ ҫын хӗвелпе пиҫнӗ питне ҫӗклерӗ те, вӗҫен кайӑксене аллипе темӗнле паллӑ туса кӑтартрӗ — читлӗхсенче самантрах шӑпланчӗҫ.
Керчьри урам // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хуҫи темле майпа хушнипе вӑхӑтлӑха юрлама чарӑннӑ вӗҫен кайӑксем каллех шӑхӑрма, чӗвиклетме, чаплаттарма пуҫларӗҫ, Володя Дубинин урамӗ тесе ҫырнӑ табличка ҫапнӑ урама ян яраҫҫӗ.
Керчьри урам // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Читлӗхсем айӗнче, кӗтесре, пукан ҫинче чӗлӗмне паклаттарса хуҫи ларать пулмалла; вӑл хӑйӗн вӗҫен кайӑкӗсене вырсарникун ячӗпе хӗвел ӑшшине илсе тухнӑ, курӑнать.
Керчьри урам // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.