Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫен сăмах пирĕн базăра пур.
вӗҫен (тĕпĕ: вӗҫен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку пӑшалпа вӗҫен кайӑка та тискер кайӑка та персе ӳкерме пулать.

И птицу и зверя из него бить можно.

Йӗр тӑрӑх // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 86–95 с.

Кунта вӗҫен кайӑксем те ҫӗленсем, шапасем пурӑннӑ.

Жили тут только птицы, только змеи да лягушки.

Ҫурт туни // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

Вӗҫен кайӑкшӑн янкӑр тӳпе те — мачча, апла пулсан та вӑл, пӑх-ха, пирӗн утӑ сарайӗн тӑррине юратса пӑрахнӑ та йӑва ҫавӑрнӑ, — кӑмӑлсӑрланса каларӗ вӑл хӗрне.

 — «Стрижу все ясное небушко — крыша, а он, глянь, под застрехой нашего сеновала место облюбовал и гнездо свил, — сердито возразила она дочери.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ун пек вӗҫен кайӑксен юлашкийӗсене Азовпа Хура Тинӗс лаптӑкӗнчи ҫӗр чавса тӗпченӗ ытти вырӑнсенче те тупкаланӑ.

Останки подобных птиц были найдены и при других раскопках на территории Азово-Черноморского региона.

Кӑйкӑрсемпе сунара скиф йӑхӗсем те ҫӳренӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24927.html

Унсӑр пуҫне скифсем хӑйсен килти савӑт-сапана тата хаклӑ капӑрлӑха кӑйкӑрсен, хурчкасен тата ытти тискер вӗҫен кайӑксен сӑнӗсемпе илемлетнӗ.

Кроме того, скифы часто украшали свою домашнюю утварь и ювелирные изделия изображениями соколов, ястребов и других пернатых хищников.

Кӑйкӑрсемпе сунара скиф йӑхӗсем те ҫӳренӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24927.html

Унта тискер вӗҫен кайӑкпа пӗрле пытарнӑ арҫын виллине тупнӑ.

Там было обнаружено захоронение мужчины с хищной птицей.

Кӑйкӑрсемпе сунара скиф йӑхӗсем те ҫӳренӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24927.html

Тӗксӗм сӑнлӑ йӑлӑхтармӑш кӗрхи ҫумӑрсем час-часах лӳшкентерсе иртеҫҫӗ, хӑмӑр тӳпе, пӗлӗтсемпе пӗрле, вӗҫен кайӑк картисене те васкаса хӑваласа кайрӗ.

Зачастили унылые осенние дожди, и хмурое небо торопливо погнало вместе с тучами косяки перелетных птиц.

16 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

«Ҫулсем иртеҫҫӗ, пирӗн ҫулсем, вӗҫен кайӑк пекех…»

«А годы летят, наши годы, как птицы…»

5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ӑҫта-тӑр, вар таврашӗнче, ирӗке кӑларнӑ вӗҫен кайӑк евӗр, шӑнкӑр-шӑнкӑр юрӑ шӑранма пуҫларӗ.

Где-то у балки, будто — выпущенная на волю птица, забилась песня.

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ҫакӑн пек пушарсем вара вӗҫен кайӑксемпе вӗсен чӗпписене ҫулран ҫул сахал мар тӗп тӑваҫҫӗ.

Подобные пожары каждый год приводят к гибели птиц с детенышами.

Амур облаҫӗнче аист ҫӑмартине хӑйӗн кӗлеткипе хупланӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24811.html

Хӑйсем те вӗсем — ку вӑл йӑлт ун юнӗ, — ҫеҫенхирти пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑксем майлӑ.

И сами они — эта плоть от плоти его, — как крохотные степные птицы.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кроватьпе юнашар эмелсемпе, кӗнекесемпе, хаҫатсемпе, ҫырусемпе тултарнӑ ҫаврака сӗтел ларать, ун хыҫӗнче авса тунӑ этажеркӑ курӑнать; ҫыру сӗтелӗ ҫинче кукурузӑ пуҫӗсем, темӗнле курӑк ҫыххисем выртаҫҫӗ: пӗр стенине пӗтӗмпех кӗнеке ҫӳлӗкӗ йышӑннӑ, ун карнисне вӗҫен кайӑксемпе мамӑк тирлӗ тискер кайӑксен кӗлеткисем сырса илнӗ; кровать тӗлӗнчи пӗчӗк кавир ҫинче икӗ кӗпҫеллӗ пӑшал чалӑшшӑн ҫакӑнса тӑрать: тепӗр стена ҫинче — килте тунӑ кӑнттамрах хашакаллӑ, тусан витнӗ картинӑ, ӑна ҫамрӑк чухне Бахолдин хӑй ӳкернӗ пулмалла: уҫнӑ чӳрече умӗнче, хӗвел ҫап-ҫутӑ ҫутатнӑ ешӗл картиш ҫине пӑхса, хӗр ларать.

Рядом с кроватью стоял круглый столик, заваленный лекарствами, книгами, газетами, письмами, за ним высилась плетеная этажерка; па письменном столе валялись початки кукурузы, пучки каких-то трав; одну стену целиком занимала книжная полка, на карнизе ее ленились чучела птиц и пушистых зверьков; коврик над кроватью наискосок перечеркивала двустволка; на другой стене висела запыленная картина в самодельной грубоватой раме, кажется, написанная самим Бахолдиным в молодые годы: девушка сидит у раскрытого окна и смотрит на залитый солнцем зеленый двор.

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫеҫенхирте ҫур ӑшшинче тӗвӗленнӗ, хӑватлӑн та туллин тапса тӑракан, куҫа курӑнми пурнӑҫ вӑй илсе ҫӗкленет: курӑк питӗ хӑвӑрт ӳсет; мӑшӑрланнӑ вӗҫен кайӑксем, тискер кайӑксем, арлан-шӑшисем этемӗн ҫӑткӑн куҫӗнчен пытанса, ҫеҫенхирти улах вырӑнсенче пӗр-пӗрин кӑмӑлне юраҫҫӗ; сухаланӑ анасем чӑшӑл шӑтса тухнӑ калчан шӳрлеке тӑрӑллӑ, шучӗ ҫук нумай тӗмсемпе шӑртланса выртаҫҫӗ.

Незримая жизнь, оплодотворенная весной, могущественная и полная кипучего биения, разворачивалась в степи: буйно росли травы; скрытые от хищного человеческого глаза, в потаенных степных убежищах понимались брачные пары птиц, зверей и зверушек, пашни щетинились неисчислимыми остриями выметавшихся всходов.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дон хӗрринчи вӑрман катисем тӗрлӗ вӗҫен кайӑк какӑлтатса кӑшкӑрнӑ сасӑсемпе йынӑшрӗҫ.

Возле Дона в займищах стон стоял от птичьего гогота и крика.

XLIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шикленет кунта ҫул ҫӳревҫӗ, шикленет тискер кайӑк, вӗҫен кайӑк та айлӑма сайра вӗҫсе анать.

Жутко здесь путнику, жутко тут зверю, редкая птица слетит в ущелье.

Шуйттан кӗперӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Суворов «вӗҫен кайӑксен пӳлӗмӗнче» ларма юратнӑ.

Любил Суворов сиживать в «птичьей горнице».

Суворов хӗрӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Пӳлӗме «вӗҫен кайӑксен пӳлӗмӗ» тесе ят панӑ.

Назвали комнату «птичьей горницей».

Суворов хӗрӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Нумай пулчӗҫ ҫав ҫул тӗрлӗ йышши вӗҫен кайӑксем.

Много было в этот год перелетной птицы.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсен ампас-тӗмпӗс тӳписем вӗҫен кайӑксен йӗрӗсемпе акӑш-макӑш эрешленсе чӗнтӗрленнӗ.

Изломистые крыши их были причудливо исчерчены следами птичьих ног.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эсӗ, Ефим, ытла ҫӳле вӗҫен! — терӗ Кривцов, — Мӗнле пурӑнасшӑн вара эсӗ?

Это ты, Ефим, далеко загнул! — отозвался Кривцов, — А как же ты еще хочешь жить?

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех