Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тен, Ванькка, пит чӗрчунсем-хурткӑпшанкӑсем патне туртӑнатӑн пулсан вӗлле хурт ӗрчетер мар-и?Может, Вань, если ты так увлечен животными, лучше разведем пчёл.
Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Унӑн ывӑлӗ те пулнӑ, кӗҫӗнни (аслисем вӑрҫӑра тӑкӑнса юлнӑ), анчах та вӑл, ывӑлӗ, хулара пурӑннӑ, сайра пӗрре кӑна килкелесе кайнӑ — ҫӗрулми илме, тӑвӑрланӑ купӑста, хӑяр, ачи-пачи валли пыл (старик тӑватӑ вӗлле тытнӑ), килте тунӑ салӑ…
Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.
Вӗсем халӑх элитине вӗлле хурчӗ пек пӑхса, чи вӑйлӑ педагогсене явӑҫтарса ҫитӗнтереҫҫӗ.Они взращивают народную элиту, следя как за медоносными пчёлами, привлекая самых сильных педагогов.
Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12
Вӗлле хурчӗсене тытатӑп.
Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
6 рамӑллӑ ҫыхӑра вара ама хурт, 1,6 кг вӗлле хурчӗ, 4 карас ҫӑмарталлӑ, 2 карас пыллӑ пулмалла.
Тимлӗ хатӗрлесен тӗрӗс-тӗкел хӗл каҫӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№
4 рамӑллӑ вӗлле хурчӗн йышне туяннӑ чухне ама пуррине, вӑл икӗ ҫултан аслӑ маррине тӗпчеме тӑрӑшӑр.
Тимлӗ хатӗрлесен тӗрӗс-тӗкел хӗл каҫӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№
Сахӑр сиропӗ ҫеҫ парсассӑн вӗлле хурчӗсем вӑйсӑрланаҫҫӗ, нумай пӗтеҫҫӗ.
Тимлӗ хатӗрлесен тӗрӗс-тӗкел хӗл каҫӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№
Утарҫӑн вӗлле хурчӗсене тӗрӗс купаланмашкӑн условисем туса памалла.
Тимлӗ хатӗрлесен тӗрӗс-тӗкел хӗл каҫӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№
Вӗлле хуртне мӗнле хатӗрленинчен епле хӗл каҫасси нумай килет.
Тимлӗ хатӗрлесен тӗрӗс-тӗкел хӗл каҫӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№
Усӑллӑ хурт-кӑпшанкӑна, вӗлле хурчӗсене те пӗтерет.
Нематодaран хaтaлмаллах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№
Вӗсен веҫех пур: вӗлле хурчӗ, пылӗ, пыл сӑри.
Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07
Вӑрман ҫывӑхӗнчи халӑх яланах вӗлле хурчӗ тытнипе палӑрать.Народ, живущий вблизи леса, всегда отличается разведением пчел.
Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
Кукаҫин вӗлле хурчӗсем пурччӗ.
«Апатланма ларсан сӗтел ҫинче 13 кашӑкчӗ» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
18. Акӑ мӗнле пулӗ ҫавӑ кун: Египет шывӗ вӑрринчи ӳпрене тата Ассири ҫӗрӗнчи вӗлле хуртне Ҫӳлхуҫа паллӑ парӗ те — 19. вӗсем пурте вӗҫсе килӗҫ, пушанса юлнӑ улӑхсене, чуллӑ сӑрт-ту хушшисене, мӗнпур йӗплӗ тӗме, мӗнпур йывӑҫа кӑшӑл сырса илӗҫ.
Ис 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мӗншӗн тесен ҫулталӑкра пӗр вӗлле хурчӗн ҫемйине пӑхма каякан тӑкак сумми ӳсет, чир-чӗр тӗлӗшпе те лару-тӑру ҫӑмӑл мар, хуртсен тухӑҫлӑхӗ чакать.
Чӑваш пылӗпех чей ӗҫесчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Вӗлле хурчӗсемпе ӗҫлени сиплӗ.
«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Ҫуркунне вӗлле хурчӗсем кӑчкӑран, ҫӳҫерен пыл илеҫҫӗ.
«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
40 яхӑн вӗлле унта, килте те сад-пахча илемне кӗртмелӗх пур.
«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Шкула ир пуҫласах хӗр-ачасем пуҫтарӑнма тытӑнчӗҫ, амӑшӗсем вӗсене тумлантарма та, ҫӳҫне тураса якатма та ӗлкӗрнӗ — лӗпӗшсем пек пит илемлӗн пычӗҫ вӗсем, вара, кӗнекисене уҫса, мӗн вӗреннине юлашки хут пӑхкаласа, класра вӗлле хурчӗ пек сӗрлесе тӑчӗҫ.
XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.