Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗлетӗн-и, сана калам, — терӗ Обломов тытӑнчӑклӑрах: — пар эс мана икӗ-виҫӗ пин, вара эпӗ сана чӗлхепе те, сурӑх ашӗпе хӑналӑмӑттӑм; пуҫламан осетр, форель, чи лайӑх филе лартса панӑ пулӑттӑм.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Каллех чӳречесем умӗнче кӑлӑк чӑххи йывӑррӑн кӑтиклени, ҫамрӑк чӗпӗсем шимплетни илтӗнме пуҫларӗ: чӗп ашӗпе кӑмпа тултарса кукӑль пӗҫерме, халӗ ҫеҫ тӑварланӑ хӑярпа хӑналама тытӑнчӗҫ; часах ҫырла та тупӑнчӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Кукӑль хамӑрӑн обломовсеннинчен кая мар, ашне чӑх-чӗп ашӗпе кӑмпа тултарнӑ, — пӗлтерчӗ Захар.— Пирог не хуже наших обломовских, — заметил Захар, — с цыплятами и с свежими грибами.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ӗмӗрӗнче те пӗрре ҫеҫ ҫул ҫӳреме тухса курнӑ — ӑна инҫете ҫӳремелли урапа ҫине лартса, тӳшексемпе арчасем, чемодансем, сысна ашӗпе булкӑсем, ӑшаланӑ ашпа кайӑк-кӗшӗк какайӗ тиесе тарҫӑсем ӑсатнӑ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ӗне ашӗпе пӑру ашӗ!
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ман умма сурӑх ашӗпе пӗҫернӗ сивӗ плов тата тӳнӗ джугартан пӗҫернӗ нимӗр лартрӗҫ.Меня угостили холодным пловом с бараниной, кашицей из растертой джугары.
19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Танлаштартӑн… пӑру ашӗпе качака ашне.
Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.
Сурӑх какайӗпе — Муркаш, Комсомольски, Красноармейски, Шупашкар районӗсем, ӗне ашӗпе ытти район ҫыннисем тивӗҫтереҫҫӗ.
Хамӑра тӑрантарма пултаратпӑр // Григорий ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
Михаил Игнатьев пӗлтернӗ тӑрӑх - ҫӗршыври тавар туса кӑларакансем рынока чӑх-чӗп, сысна ашӗпе, ҫӗрулмипе туллин тивӗҫтереҫҫӗ.
Продукцие пирӗн ют ҫӗршывсене те сутмалла // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№
44. Патша, ҫак ҫӗршӗн ют йӗркесене пӑхӑнса пурӑнма хушса, Иерусалима тата Иудея хулисене хыпарҫӑсем урлӑ хут янӑ: 45. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне кӳме те, ытти тӗрлӗ парне кӳме те, эрех, ҫу юхтарса парне кӳме те чарнӑ, шӑматкунсемпе уявсене мӑшкӑл тума, 46. Турӑ Ҫуртне, сӑваплӑ ҫынсене ирсӗрлеме хушнӑ, 47. чӳк вырӑнӗсем, йӗрӗх ҫурчӗсемпе йӗрӗх лартмалли вырӑнсем тума, сысна ашӗпе, таса мар выльӑх ашӗпе чӳк туса тӑма, 48-49. саккуна манччӑр, Турӑ хунӑ мӗнпур йӗркене пӑрахчӑр тесе, ывӑл ачасене ӳт кастармасӑр ӳстерме, вӗсенӗн чунне тӗрлӗрен тасамарлӑхпа, йӗрӗнчӗкпе ирсӗрлеме хушнӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Хӑйсене вӑрманта тасатакансем, ҫавӑнта ҫӑвӑнакансем, сысна ашӗпе ирсӗр апат тата шӑши таврашне ҫиекенсем пурте пӗрин хыҫҫӑн тепӗри пӗтӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Ис 66 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Манӑн чатӑрти ҫынсем: «ах, пирӗн унӑн ашӗпе тӑранасчӗ!» тесе каламан.31. Не говорили ли люди шатра моего: о, если бы мы от мяс его не насытились?
Иов 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӑл ӑна ҫӗр тӳпине хӑпартрӗ, хир ӳстернӗ ҫимӗҫпе тӑрантарчӗ, чултан кӑларнӑ пылпа, ту хысакӗнчен юхтарнӑ йывӑҫ ҫӑвӗпе, 14. Васан ҫӗрӗнче ҫӳрекен ӗнесен ҫӑвӗпе, унти сурӑхсен сӗчӗпе, унти путексемпе сурӑхсен, качака такисен паха ашӗпе, тутӑ тулӑпа тӑрантарса усрарӗ, эсӗ вара эрех, иҫӗм ҫырли юнӗ, ӗҫрӗн.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Анчах та хӑв кӳрес таса парнӳсене тата асӑнса хунӑ парнӳсене пурне те Ҫӳлхуҫа [Турру Хӑйӗн ятне асӑнса тӑма] суйласа илнӗ вырӑна илсе пыр, ҫав вырӑна ҫӳре; 27. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнӳне, ашӗпе юнне, Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтар; анчах ытти парнӳсенӗн юнне санӑн Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, парне вырӑнӗ умне тӑкмалла, ашне вара ҫи.
Аст 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑйӗн ячӗ валли суйласа илекен вырӑн санран инҫетре пулсассӑн, хӑвна Ҫӳлхуҫа [Турру] панӑ шултӑра е вак выльӑхунтан, эпӗ сана хушнӑ пек, хӑвӑн килӗнтех выльӑх пусса кӑмӑлу туличченех аш ҫи; 22. ӑна хир качакипе пӑлан ашне ҫинӗ пек ҫи: [сан патӑнта] ӑна таса марри те, таси те ҫиме пултарать; 23. анчах ҫирӗп астуса тӑр: юн ҫиесси ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн юн вӑл — чун: ашӗпе пӗрле чунне ан ҫи; 24. ӑна ан ҫи: ӑна, шыв тӑкнӑ пек, ҫӗр ҫине тӑк; 25. сана хӑвна та, сан хыҫҫӑн хӑвӑн ачусене те [ӗмӗрех] ырӑ пултӑр тесе, ҫапла Ҫӳлхуҫа [Турру] умӗнче [ырӑ ӗҫ,] тӗрӗс ӗҫ туса тӑратӑн пулсассӑн, ан ҫи ӑна.
Аст 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, Аарон парне вырӑнӗ патне пынӑ та хӑйшӗн ҫылӑх парни кӳмелли пӑрӑвне пуснӑ: 9. ывӑлӗсем ун патне парне юнне илсе пынӑ, Аарон хӑй пӳрнине юнпа йӗпетнӗ те парне вырӑнӗн мӑйракисене сӗрсе тухнӑ, юлашки юнне парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑкнӑ; 10. ҫылӑх парнийӗн ҫӑвне, пӳрисене тата пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса янӑ; 11. ашӗпе тирне тапӑр тулашӗнче вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса янӑ.
Лев 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Моисей вара Ааронпа унӑн ывӑлӗсене ҫапла каланӑ: пуху чатӑрне кӗмелли ҫӗрте аш пӗҫерӗр те ӑна тасалӑх тивлечӗ панӑ чухне кӳнӗ кунтӑри ҫӑкӑрпа ҫийӗр, мана ҫапла хушнӑччӗ-каланӑччӗ ӗнтӗ: ӑна Ааронпа унӑн ывӑлӗсем ҫимелле, тенӗччӗ; 32. юлашки юлнӑ ашӗпе ҫӑкӑрне вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ярӑр.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Парне такине ил те унӑн ашне сӑваплӑ ҫӗрте пӗҫер; 32. Ааронпа унӑн ывӑлӗсем ҫав така ашне тата пӗрнерен ҫӑкӑр илсе пуху чатӑрӗн алӑкӗ умӗнче ҫиччӗр: 33. вӗсен хӑйсене тасатнӑ чухне, хӑйсене священник пулма халалланӑ чухне тата хӑйсене тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ чухне панӑ парнене хӑйсенех ҫимелле; ӑна урӑх ҫын ан ҫитӗр, вӑл сӑваплӑ япала; 34. священника кӗртнӗ чухнехи парне ашӗпе ҫӑкӑр ирччен юлас пулсассӑн, юлашкине вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса яр: ӑна ҫиме юрамасть, вӑл сӑваплӑ япала.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.