Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аслисем (тĕпĕ: асли) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аслисем ӗҫре чухне ача вӑхӑта мӗнле ирттересси ҫинчен чылай ҫемьере малтанах шухӑшлама тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Кӗҫӗннисем ача-пӑча вӑййисене вылярӗҫ, вӑтаммисем — Сурхури, Мӑнкун, Ӗне ырри, Ҫӑварни уявӗсене сӑнларӗҫ, аслисем салтак ӑсатрӗҫ, туй, улах йӑлисемпе паллаштарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тимлесессӗн ӑнӑҫу пулатех // Эльвира ИВАНОВА. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

«Пачах та пӗр сӑнлӑ мар-ҫке вӗсем», - йӑл кулса хуравларӗҫ аслисем чун тӗпренчӗкӗсем ҫине ӑшшӑн пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Турӑ панӑ икӗ хут телей // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Вӗттисем, кӑшт пысӑкраххисем, чи аслисем — пӗрле вылятчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

«Унӑн варринчи ҫуртсенчен нумайӑшӗ ишӗлсе-арканса пӗтнӗччӗ. Хула хӗрринче чиперех лараканнисем те, 1-2 хутлисем, пурччӗ. Вырӑнти халӑх пирӗнпе тӗл пулсан хирӗҫместчӗ. Ун чухне пирӗн салтаксене поход кухнисенче апат ҫитеретчӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн яшка ҫиес тесе черетре нимӗҫсем те тӑратчӗҫ: малта — ачасем, хыҫалта — аслисем. Нимӗҫ халӑхӗ те вӑрҫа пула выҫӑпа аптранӑ ҫав», — чунне уҫрӗ «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн», «Берлина ҫӗнтернӗшӗн» тата ытти медале тивӗҫнӗскер.

"В его центре многие здания были разрушены. На окраине города были и целые, 1-2 этажные. Местные жители при встрече с нами не конфликтовали. В то время наших солдат кормили в походных кухнях, за ними в очереди за супом и немцы стояли: впереди - дети, затем - взрослые. И немецкий народ наверно из-за войны страдал от голода", - раскрыл душу удостоившийся медалей "За боевые заслуги", "За победу над Германией" и других.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Хамӑрӑн йӑла-йӗркен эпир, аслисем, вӗсене вӗрентместпӗр мар-и?

Разве не мы, старшие, не приучаем их своим старым традициям?

Мӑнкун йӑли манӑҫать // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2739.html

Аслисем апат-ҫимӗҫ пӗҫерсе пӗтерсен килӗрен, пӗр-пӗрин патне, ҫӳреме тытӑнатчӗҫ.

Старшие, окончив приготовление пищи, начинали ходить друг к другу в гости.

Мӑнкун йӑли манӑҫать // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2739.html

Аслисем, атте-анне, тӑвансем, ҫак кун ир-ирех ҫӑмарта хӗрететчӗҫ.

Старшие, родители, родня, в этот день с утром красили яйца.

Мӑнкун йӑли манӑҫать // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2739.html

«Кулленхи е пысӑк ӗҫсене пурнӑҫлама Владимир ҫумра пулни тем пек аван. Акӑ ҫӗр типсе пырать, кӗҫех чавмалли, акмалли ӗҫсем пуҫланӗҫ. Хамӑр ерҫейменнине ывӑл пурнӑҫласса пӗлсех тӑратпӑр», — терӗҫ ҫемьере аслисем.

Куҫарса пулӑш

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Апла пулсассӑн районта хоккей вӑййи ҫулран-ҫул аталанса пытӑр, аслисем ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх вырӑнӗнче пулччӑр.

Таким образом, в районе хоккейная игра пусть развивается от года в год, взрослые будут примером для молодежи.

Хӑравҫӑ хоккейла вылямасть… // Н.Архипова. «Каҫал Ен», 2016.04.22

12. Хӑйӗн чунне вилӗме панӑшӑн, Ӑна вӑрӑ-хурах шутне кӗртнӗшӗн, нумайӑшӗн ҫылӑхне Хӑй ҫине илнӗшӗн, усал ҫынсене хунтӑланӑшӑн Эпӗ Ӑна аслисем хушшинче пай парӑп, Вӑл вӑйлисемпе пӗрле тупӑш уйӑрӗ.

12. Посему Я дам Ему часть между великими, и с сильными будет делить добычу, за то, что предал душу Свою на смерть, и к злодеям причтен был, тогда как Он понес на Себе грех многих и за преступников сделался ходатаем.

Ис 53 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Ҫаксем виҫҫӗшӗ, вӑтӑр ҫарпуҫран чи аслисем, филистимсен тапӑрӗ Рефаимсен айлӑмӗнче тӑнӑ вӑхӑтра Давид патне чул ту ҫине, Одоллам ту хӑвӑлне, хӑпарнӑ.

15. Трое сих главных из тридцати вождей взошли на скалу к Давиду, в пещеру Одоллам, когда стан Филистимлян был расположен в долине Рефаимов.

1 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Ҫаксем — ӑру пуҫлӑхӗсем, хӑйсен йӑхӗнче вӗсем аслисем пулнӑ.

28. Это главы поколений, в родах своих главные.

1 Ҫулс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Ҫаксем виҫҫӗшӗ, вӑтӑр ҫарпуҫран чи аслисем, ӗҫҫи вӑхӑтӗнче Давид патне Одоллам ту хӑвӑлне пынӑ, ун чухне филистимсен эшкерӗ Рефаимсен айлӑмӗнче тӑнӑ пулнӑ.

13. Трое сих главных из тридцати вождей пошли и вошли во время жатвы к Давиду в пещеру Одоллам, когда толпы Филистимлян стояли в долине Рефаимов.

2 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Аслисем хаваспах килӗшеҫҫӗ вара.

Тогда старшие с радостью согласятся.

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Аслисем кураври материалсене аллине илсе пахалӑх, содержани енчен тишкереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Авӑ, шкул сукмакне такӑрлатнӑ тапхӑра аслисем те ӑшшӑн аса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Умра — хӗрӳ тапхӑр // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Аслисем каланӑ тӑрӑх, эпӗ каснӑ-лартнӑ атте сӑнлӑ.

Куҫарса пулӑш

Асанне пек пуласчӗ // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Аслисем эрех ӗҫнӗ вӑхӑтра Настя Сарӑпа Мишӑна лӑплантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Пепке аслисем хӑйне мӗнле юратнине туять ҫав — Даша темиҫе кунранах хӑнӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех