Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аслисем (тĕпĕ: асли) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паян ачасем те, аслисем те чи пӗлтерӗшлӗ уявран тӑрса юлас мар тесе ир кӳлӗмех район администрацийӗн ҫурчӗ умне пухӑнчӗҫ.

Сегодня утром дети и взрослые собрались у здания районной администрации, чтобы не остаться в стороне от самого значимого праздника.

Паттӑрлӑха асра тытса, Ҫӗнтерӗве халалласа // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.09, http://alikovopress.ru/pattarlaxa-asra-tyitsa,-centereve-xalallasa.html

Тепӗр енче ҫамрӑксем, вӗсем аслисем каланине хӑлхине те чикмеҫҫӗ.

С другой стороны молодые, они и слушать не хотят, что говорят старшие.

Ватти вӑййа тухман // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/intervyu-stat ... ya-tukhman

Пӗр енче аслисем, вӗсем хӑйсене мӗн вӗрентсе хӑварнине ҫитӗнекенсене парасшӑн.

С одной стороны старшие, они хотят передать подрастающему поколению то, чему научили их.

Ватти вӑййа тухман // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/intervyu-stat ... ya-tukhman

Йӗркелӳҫӗсем хатӗрленӗ вӑйӑсене ача-пӑча та, аслисем те хаваспах хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Саврӑшпуҫсем ӗҫлесе те, канса та ӗлкӗреҫҫӗ // Вера Александрова. http://suvargazeta.ru/news/aksu-aksubaev ... -ta-lkrecc

Татьяна Ильина вӗрентекен ертсе пыракан 9 класри кадетсем кӗҫӗн йӑмӑкӗсемпе шӑллӗсене аслисем умӗнче хӑйсем пек ҫирӗп кӑмӑллӑ та пултаруллӑ ӳсме чӗнсе каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑпа пурӑнакан ырӑ ят хӑварать // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11294-yr-pa ... t-kh-varat

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, республикӑри ултӑ театр малтанхи ҫулхи икӗ премьерӑна конкурса тӑратать: ачасем тата аслисем валли хатӗрленӗ постановкӑсене.

По сложившемуся обычаю, шесть театров республики выставляют на конкурс по две премьеры прошлого года: постановки подготовленные для детей и для взрослых.

Ыран чи лайӑх спектакле палӑртӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/21695.html

Ачасемпе тупӑшса тенӗ пек аслисем те те кая юлмарӗҫ.

Как будто соревнуясь с детьми, не отставали и взрослые.

Аваллӑха упраса — малашлӑха ӗненсе // Ермакова Надежда. https://chuvash.org/blogs/comments/4784.html

Аслисем калаҫнине тӑнлама ҫамрӑксене те пухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ваннӑ сӗтел-пуканлисем шӑнман пӑрпа лартса янӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/21417.html

Ҫамрӑк офицерсене аслисем, паллӑраххисем ҫумне ҫирӗплетес йӑла пурччӗ.

Куҫарса пулӑш

Сулахай флангра. Самана сатурӗсем // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 9.04.2011

Аслисем йывӑр ӗҫре пиҫӗхсе ӳсни паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ ята тивӗҫнӗ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Аслисем каланине ӑса хывма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк, пултаруллӑ // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

Кӗҫӗннисем аслисем пулӑшнипе пултарулӑхпа ӑсталӑха аталантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Дояркӑсем ҫывӑрмаҫҫӗ, ирех юрлаҫҫӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Вӑйпа ӗҫлессинчен Степановсен килӗнче аслисем те, кӗҫӗннисем те ютшӑнман.

В семье Степановых не чурались от работы и старшие и мдадшие.

«Пирӗнтен пуян ҫын ҫук» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Унта виҫӗ ушкӑн — кӗҫӗннисем, вӑталӑхрисем, аслисем хутшӑнчӗҫ.

В нём приняли участие три группы - младшие, средние, старшие.

«Ҫуркуннехи тумлам» конкурсра // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Шкула кайма пуҫтарӑнсанах аслисем ҫапла асӑрхаттараҫҫӗ: «Урокра кулса ан лар. Тимлӗ итлесе лар».

Куҫарса пулӑш

Ӑмӑр сӑн-пит наци палли-ши? // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

18 сехетре ипподромра аслисем валли илемлӗ шоу-программа пуҫланать, ачасем валли те йӑпанмалли ҫителӗклех – пӗчӗк зоопарк, батут, этем ҫӳллӗш пуканесем.

Куҫарса пулӑш

Акатуй — ӗҫпе кану уявӗ // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Ҫав вырӑнтах апатланса аслисем йӑла юррисем юрласа каялла таврӑннӑ, ҫамрӑксем ана ҫине ҫӑмарта ывӑтса юмӑҫ пӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй — ӗҫпе кану уявӗ // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Аслисем вӗрентнине ӑша хывса ӳснӗ Николайӑн шкул пӗтернӗ тӗле выльӑх тухтӑрӗ пулас ӗмӗчӗ ҫирӗпленсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Вӗренӳ ҫулне ачасем кунта хаваспах пуҫӑнасса аслисем шанса тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Капмаррӑн курӑнать пӗлӳ «карапӗ» // Владимир ФЕДОРОВ. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Сцена ҫинче хӑйпе паллаштарма, тӗрлӗ пултарулӑха кӑтартма аслисем те пурте пултараймаҫҫӗ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Чиперуксен ӑмӑртӑвӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех