Шырав
Шырав ĕçĕ:
9-10. Вӗсене ӗмӗрлӗхе пӗтмелле тӑвӗ: ҫавсене Хӑй килнӗ кун — Хӑйӗн сӑваплӑ халӑхӗ хушшинче мухтава тухнӑ кун, Хӑйне ӗненекенсем умӗнче асла тухнӑ кун — Ҫӳлхуҫа умӗнчен, Ун аслӑлӑхӗн мухтавӗ умӗнчен хӑваласа ярӗҫ.
2 Фес 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫавӑнпа Турӑ Ӑна вӗҫӗмсӗр асла кӑларнӑ, Ӑна пур ятран та чаплӑ ят панӑ: 10. ҫӳлтисем те, ҫӗр ҫинчисем те, ҫӗр айӗнчисем те Иисус ятне асӑнса пуҫҫапчӑр, 11. Атте Турӑ мухтавӗшӗн Иисус Христоса пур чун та Ҫӳлхуҫа тесе калатӑр тенӗ.
Флп 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эсир ӗнтӗ Христос вӗрентнӗ пек пӗр-пӗрне лӑплантаратӑр пулсан, пӗр-пӗрне юратнипе савӑнса пурӑнатӑр пулсан, пӗр-пӗринпе чун-чӗререн хутшӑнатӑр пулсан, сирӗн ҫынна хӗрхенесси, ҫыншӑн хуйхӑрасси пулсан, 2. манӑн савӑнӑҫӑма тата туллирех тӑвӑсӑрччӗ: сирӗн шухӑшӑрсем пӗр пулччӑр, пӗр-пӗрне юратӑр, пӗр чунлӑ, пӗр шухӑшлӑ пулӑр; 3. нимӗне те тупӑшса е мухтанса ан тӑвӑр, йӑваш ӑслӑ пулса пӗр-пӗрне хӑвӑртан асла хурса хисеплӗр.
Флп 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
¦¦ Намӑса юлмасса шанса тӑратӑп, эпӗ халӗ те унчченхи пекех хӑюллӑн та уҫҫӑн вӗрентӗп, ман урлӑ — пурӑнӑҫӑмпа-и, вилӗмӗмпе-и — Христос асла тухӗ.
Флп 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Мӗн аваннине пӗлсе пурӑнса, Христос кунӗ таса ҫын, улталанман ҫын пулӑсӑрччӗ; 11. Турра асла, мухтава кӑлармашкӑн Иисус Христос урлӑ сӑваплӑ ӗҫ нумай тумалла пулӑсӑрччӗ тетӗп.
Флп 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫав вӑйне Вӑл Христос урлӑ кӑтартнӑ: Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, тӳпере Ӑна Хӑйӗн сылтӑм енне лартнӑ, 21. тӳпери пур тӗрлӗ пуҫлӑхран, хӑватран, аслӑлӑхран, тӗрлӗ ятран — ҫак ӗмӗрте пӗлекен ятсенчен те, пулас ӗмӗрте пӗлес ятсенчен те — пуринчен те Ӑна асла кӑларнӑ; 22. пурне те Унӑн ури айне туса, Ӑна пуринчен те асли, пӗтӗм ӗненекенӗн (Чиркӗвӗн) Пуҫӗ тунӑ; 23. Чиркӳ — Христос тӑл-пӗвӗ, пур ҫӗрте те пурне те тултарса тӑракан Христосӑн туллӑхӗ вӑл.
Эф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ниме тӑманскерех хӑйне хӑй асла хуракан хӑйне хӑй улталать.3. Ибо кто почитает себя чем-нибудь, будучи ничто, тот обольщает сам себя.
Гал 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хама ытла нумай пӗлтернипе мухтанасран, хама асла хурасран мана асаплантарма ӳтӗм ӑшне сӑнӑ кӗртнӗ — шуйттан ангелӗ асап кӑтартать мана.
2 Кор 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эсир, ӑслӑ ҫынсем, ӑссӑрсене хапӑллатӑр: 20. вӗсем мӗн тунине чӑтатӑр — хӑвӑра пусмӑрлакана, хӑвӑртан тӑранса пурӑнакана, хӑвӑртан ытлашши пуҫтаракана, хӑйне асла хуракана, питӗртен ҫупса яракана чӑтатӑр.
2 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑвӑра асла кӑларасшӑн Турӑ Евангелийӗне сире ахалех вӗрентсе хама кӗҫӗне хурса, эпӗ ҫылӑха кӗтӗм-и-мӗн?
2 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эпир ҫакна хамӑра сирӗн умӑрта асла хурасшӑн каламастпӑр, чун-чӗрерипе мар, тулашӗнчипе мухтанакансене сирӗн хирӗҫ каламалли пултӑр тесе сире хамӑрпа мухтанма май паратпӑр.
2 Кор 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Пӗр-пӗринпе пӗр шухӑшпа тӑрӑр; ан мӑнаҫланӑр, йӑвашшисен йӗрӗпе ҫӳрӗр; хӑвӑра асла ан хурӑр; 17. никама та усалшӑн усалпа ан тавӑрӑр; пур ҫын умӗнче те ырӑшӑн тӑрӑшӑр.
Рим 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Юратни ячӗшӗн туни ан пултӑр; усалтан пӑрӑнӑр, ырӑ ҫумне ҫыпҫӑнӑр; 10. пӗр-пӗрне тӑванла, чунтан юратӑр; пӗр-пӗрне хӑвӑртан асла хурса хисеплӗр; 11. тӑрӑшас ҫӗрте ан ӳркенӗр; тӑрӑшасшӑн ҫунса тӑрӑр; Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлӗр; 12. шанӑҫ пуррипе йӑпанӑр; хӗн-хурта чӑтӑмлӑ пулӑр, ялан Турра кӗлтӑвӑр; 13. йывӑрлӑх тӳсекен сӑваплӑ ҫынсене пулӑшӑр, иртен-ҫӳрене хапӑл пулӑр; 14. хӑвӑра хӗсӗрлекенсене ырӑ сунӑр; ан ылханӑр, ырӑ сунӑр.
Рим 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Асла хуратӑн пулсан ҫакна асту: тымарне эсӗ тытса тӑмастӑн, тымарӗ сана тытса тӑрать.Если же превозносишься, то вспомни, что не ты корень держишь, но корень тебя.
Рим 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Хӑш турачӗсем хуҫӑлса ӳксе вӗсен вырӑнне эсӗ, вӑрманти ҫу йывӑҫӗ, сыпӑнтӑн пулсан, пахчари ҫу йывӑҫӗн тымарӗпе, унӑн сӗткенӗпе пӗрлешрӗн пулсан, 18. тӗп туратсем умӗнче хӑвна ху асла ан хур.
Рим 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑнпа ӗнтӗ йӑвашланса Туррӑн хӑватлӑ аллинче тӑрӑр, вӑхӑчӗ ҫитсен Вӑл сире асла кӑларӗ.6. Итак смиритесь под крепкую руку Божию, да вознесет вас в свое время.
1 Пет 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа умӗнче йӑвашланӑр, вара сире асла кӑларӗ.
Иак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Кӗҫӗне хӑварнӑ тӑван хӑй асла тухнипе мухтантӑр; 10. пуян хӑй кӗҫӗне юлнипе мухтантӑр, мӗншӗн тесессӗн вӑл хирти чечек пекех пӗтсе ларӗ: 11. хӗвел тухса сарӑлать те, шӑрӑх пулать, курӑк шӑрӑхпа типсе каять, чечекӗ тӑкӑнать, унӑн илемӗ ҫухалать — пуян та ҫапла хӗвӗшӳллӗ ӗҫӗсемпех пӗтсе ларать.
Иак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫак халӑх Турри пирӗн аттемӗрсене суйласа илнӗ, Египет ҫӗрӗнче пурӑннӑ чухне вӗсене асла кӑларнӑ, хӑватлӑ аллипе вӗсене унтан ертсе тухнӑ, 18. хӗрӗх ҫула яхӑн пушхирте вӗсемшӗн тӑрӑшнӑ; 19. Ханаан ҫӗрӗнче ҫичӗ тӗрлӗ халӑха пӗтерсе, вӗсене ҫавсенӗн ҫӗрӗсене ӗмӗрлӗхе уйӑрса панӑ.
Ап ӗҫс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Калатӑп сире: вӑл ӗнтӗ килне фарисейрен ытларах тӳрре тухса таврӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн кирек кам та хӑйне хӑй асла хуракан кӗҫӗне юлӗ, хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ, тенӗ.
Лк 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.