Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Хӑвна хӑнана чӗнсен, эсӗ чи кайри вырӑна кӗрсе лар, хӑвна хӑнана чӗнекеннин сан патна пырса: «тусӑм! тӗпелерех иртсе лар» тесе каламалла пултӑр; сана вара хӑвӑнпа пӗрле ларакансем умӗнче хисеп пулӗ: 11. кирек кам та хӑйне хӑй асла хуракан кӗҫӗне юлӗ, хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ, тенӗ.
Лк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Вара Мария ҫапла каланӑ: Манӑн чунӑм Ҫӳлхуҫана аслӑлать; 47. Манӑн чун-чӗрем Ҫӑлакан Туррӑмшӑн савӑнать: 48. Вӑл Хӑй чурин йӑвашлӑхне курчӗ; малашне ӗнтӗ Мана пур халӑхсем те мухтавлӗҫ; 49. Хӑватлӑскерӗ Маншӑн аслӑ ӗҫ турӗ; Унӑн ячӗ сӑваплӑ; 50. Хӑйӗнчен хӑракансене Унӑн ырӑлӑхӗ сыпӑкран сыпӑка пырать; 51. Вӑл Хӑйӗн аллин хӑватне кӑтартрӗ, хӑйсем ҫинчен мӑнаҫлӑ шухӑшлакансене салатса ячӗ; 52. вӑйлисене хӑйсен чаплӑ вырӑнӗнчен сирпӗтрӗ, йӑвашшисене асла кӑларчӗ; 53. выҫӑхнисене ырӑлӑхӗпе тӑрантарчӗ, пуяннисене нимӗнсӗрех хӑварчӗ; 54-55. аттемӗрсене каланине — Авраама, унӑн йӑхне ӗмӗрлӗхе ырӑлӑх пулӗ тенине — аса илсе, Вӑл Израиле, Хӑйӗн чурине, пулӑшрӗ, тенӗ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Сирӗн хушшӑрта асли сирӗншӗн тарҫӑ пултӑр: 12. хӑйне хӑй асла хуракан кӗҫӗне юлӗ; хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ.
Мф 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
98. Ҫиччӗмӗшӗ мӗн асӑннинчен пуринчен те чаплӑрах пулӗ: вӗсем ӗнтӗ пӗр иккӗленмесӗр савӑнӗҫ, ҫирӗппӗн шанса тӑрӗҫ, пӗр хӑрамасӑр хӗпӗртенӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем хӑйсем пурӑннӑ чухне Камшӑн ӗҫлесе тӑнӑ, Ҫавӑн сӑнне курма васкӗҫ, Унран вӗсем асла кӑларакан ырӑлӑх илӗҫ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
95. Тӑваттӑмӗш канӑҫлӑхӗ: вӗсем халӗ хӑйсен управӑшӗсенче пухӑнса канӑҫлӑхпа киленеҫҫӗ, вӗсене ангелсем пӗр сассӑр упраса тӑраҫҫӗ, вӗсем хӑйсене юлашки вӑхӑтра асла кӑларасса пӗлсе тӑраҫҫӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эсӗ пурне те пултарнӑ, пурне те йӗркелесе тӑратӑн, Эсӗ — тӳрӗ Патша: чӑрсӑрланса та хӑйне асла хурса мӗн те пулин тӑвакансене Эсӗ сут тӑватӑн.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Израиль халӑхӗн ҫыннисемех хӑшӗ-хӑшӗ, Турӑран уйӑрӑлса кайнӑскерсем, ун ҫинчен элекленӗ пулин те, 26. патша уншӑн хӑй умӗнхи патшасем мӗн тунинех тунӑ: ӑна хӑйӗн пур тусӗнчен те асла хунӑ, 27. ӑна, унчченхи пекех, аслӑ священниках пулса пурӑнма хушнӑ, малтанхи хисеп паллисене те унрах хӑварнӑ, ӑна хӑйӗн чи ҫывӑх тусӗсен шутне кӗртнӗ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫавна май вӑл Ионафан патне килӗшӳ сӗнсе, ӑна асла кӑларма шухӑш тытнӑ евӗр, ҫыру янӑ, 4. вӑл ӗнтӗ ҫапла каланӑ: «Ионафан пире хирӗҫ Александрпа сӑмах татиччен унпа хамӑр килӗшӳ туса ӗлкӗрер: 5. унсӑрӑн вӑл эпир ӑна тата унӑн тӑванӗсемпе унӑн халӑхне хирӗҫ тунӑ пӗтӗм сӑтӑрла ӗҫӗмӗре аса илтерӗ» тенӗ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫакна хӑвӑр куҫӑрпа хӑвӑрах куратӑр акӑ, вара: «Израиль ҫӗрӗнче Ҫӳлхуҫа асла тухрӗ!» теетӗр.5. И увидят это глаза ваши, и вы скажете: «возвеличился Господь над пределами Израиля!»
Мал 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вара тӑрӗ те Вӑл Хӑй халӑхне Ҫӳлхуҫа хӑвачӗпе, Хӑй Ҫӳлхуҫа Туррин аслӑ ячӗпе пӑхса усрӗ, ҫапла вӗсем хӑрушлӑх курмасӑр пурӑнӗҫ, мӗншӗн тесен ун чухне Вӑл тӗнче хӗррине ҫитиех асла тухӗ.
Мих 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Юлашки кунсенче ҫапла пулӗ: Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн тӑвне ытти тусенчен асла кӑларӗҫ, сӑрт-ту хушшинче чи чапли ҫавӑ пулӗ, халӑхсем ун патне ҫул тытӗҫ.
Мих 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ӑна Турӑ панӑ аслӑлӑхран пур халӑхсем, йӑхсем, ӑрусем чӗтресе тӑнӑ, унран хӑранӑ: патша кама вӗлерес тенӗ — вӗлернӗ, кама чӗрӗ хӑварас тенӗ — чӗрӗ хӑварнӑ, асла кӑларас тенине асла кӑларнӑ, кӗҫӗне хӑварас тенине кӗҫӗне хӑварнӑ.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
97. Ҫавӑн хыҫҫӑн Седраха, Мисаха тата Авденагона патша Вавилон ҫӗршывӗнче аслӑ вырӑнсене лартнӑ, [вӗсене асла кӑларнӑ, хӑйӗн патшалӑхӗнчи мӗнпур иудейсӗн пуҫлӑхӗ туса хунӑ].
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Ҫавӑн хыҫҫӑн патша Даниила асла кӑларнӑ, ӑна темӗн чухлӗ сумлӑ парне панӑ, ӑна пӗтӗм Вавилон ҫӗрӗн хуҫи тата мӗнпур Вавилон ӑсчахӗсен пуҫлӑхӗ туса хунӑ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: пуҫу ҫинчен пуҫкӑшӑльне хывса хур; патша ҫӗлӗкне хыв; пӗтӗмпе улӑшӑнӗ: мӗскӗне юлни асла тухӗ, асли мӗскӗне тухӗ, тет.
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Кунта мухтав юррисем илтӗнсе тӑрӗҫ, савӑнакансен шавӗ илтӗнсе тӑрӗ; Эпӗ вӗсене хунаттарӑп, вӗсен йышӗ чакмӗ, вӗсене асла кӑларӑп — вӗсем кӗҫӗне юлмӗҫ.
Иер 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Сана пӑрахса хӑварнӑччӗ, сана кураймастчӗҫ, ҫавӑнпа сан урлӑ никам та ҫӳреместчӗ, ун вырӑнне сана ӗмӗрлӗхех асла кӑларӑп, ӑруран ӑрӑвах телейлӗ тӑвӑп.
Ис 60 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Акӑ Манӑн Чурам ӑнӑҫуллӑ пулӗ, асла тухӗ, ҫӗкленӗ, мухтавлӑ пулӗ.13. Вот, раб Мой будет благоуспешен, возвысится и вознесется, и возвеличится.
Ис 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Унчченхи вӑхӑт Завулон ҫӗрне, Неффалим ҫӗрне кӗҫӗнлетсе тӑчӗ; ҫитес вӑхӑт вара тинӗс ҫулне, Иордан леш енчи ҫӗршыва, суя тӗнлӗ Галилея ҫӗрне асла кӑларӗ.
Ис 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Этем текех мӑнаҫлӑн пӑхаймӗ, ҫын асла кӑларнийӗ кӗҫӗне тӑрса юлӗ; ҫавӑ кун пӗр Ҫӳлхуҫа ҫеҫ аслӑ пулӗ.
Ис 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.