Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Юлашки кунсенче ҫапла пулӗ: Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн тӑвне ытти тусенчен асла кӑларӗҫ, сӑрт-ту хушшинче чи чапли ҫавӑ пулӗ, халӑхсем пурте ун патне пуҫтарӑнӗҫ.
Ис 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй тӳпе, итле, эй ҫӗр, эсӗ те тӑнла, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа калать: Эпӗ ывӑлӑмсене вӗрентрӗм, асла кӑлартӑм, вӗсем вара Мана хирӗҫ тӑчӗҫ.
Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл Аарона — ун пекех сӑваплӑскере, Левий йӑхӗнчен тухнӑ пиччӗшне — асла кӑларнӑ, 8. унпала ӗмӗрлӗхе халал хывнӑ, халӑх хушшинче ӑна священник тунӑ; Вӑл ӑна ыттисенчен уйрӑм илемпе пилленӗ, ӑна мухтав пиҫиххийӗ ҫыхса янӑ; 9. Вӑл ӑна чӑн илем тӑхӑнтартнӑ, хисеплӗ, сумлӑ тумтир тумлантарнӑ: 10. аялтан пӗр тумтир пулнӑ, ҫиелтен подирпа ефод тӑхӑнтартнӑ; 11. вӑл утса пынӑ чухне Израиль ывӑлӗсене астутарса тӑмашкӑн, кӗлӗ чатӑрӗнче сасӑ илтӗнсе тӑтӑр тесе шӑнкӑртатса пымашкӑн унӑн тумӗн арки тавра ылтӑн улмасемпе шӑнкӑравсем ҫакса тухнӑ; 12-13. ӑна сӑваплӑ тумтир — ылтӑнран, сенкер ҫӑмран, пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран ӑстайлӑн тунӑ тумтир — тӑхӑнтартнӑ, ӑна ӑстайлӑн тунӑ сут кӑкӑрлӑхӗ ҫактарнӑ, кӑкӑрлӑхӗ ҫинче урим тата туммим пулнӑ, ун ҫинче ылтӑн харшана лартнӑ виркӗсленӗ чулсем, питех те хаклӑ чулсем, пулнӑ, чулӗсем ҫине, пичет ҫине ҫырнӑ пек, асӑнмалӑх Израиль йӑхӗсен ячӗсене касса ҫырнӑ; 14. кидарӗ ҫинче — ылтӑн ҫутанкка, ун ҫинче — «Туррӑн Сӑваплӑ Япали» текен сӑмахсем, вӑл — чыслӑх мухтавӗ: куҫа ӑмсантаракан чаплӑ эреш, ӳнер ӗҫӗ.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Турӑ ӑна мухтав тӗлӗшӗнчен сӑваплисемпе танлаштарнӑ, ӗҫӗсене асла хурса, тӑшмансене хӑраса тӑмалла тунӑ; 3. Вӑл унӑн сӑмахӗпе хӑват паллисене чара-чара лартнӑ, ӑна патшасем умӗнче чапа кӑларнӑ, ун урлӑ унӑн халӑхне Хӑй ирӗкне пӗлтернӗ, ӑна Хӑй мухтавлӑхне кӑтартнӑ.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эмелҫӗ хӑй пӗлӗвне пула асла тухать, вӑл аслӑ ҫынсем хушшинче те чыс курать.3. Знание врача возвысит его голову, и между вельможами он будет в почете.
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пур этем те тӑпраран пулнӑ, Адама та ҫӗртен тунӑ; 11. анчах туп-тулли ӑслӑлӑхӗпе Ҫӳлхуҫа вӗсене пӗрпӗринчен уйрӑлса тӑмалла тунӑ, вӗсене тӗрлӗ ҫулпа кайма пӳрнӗ: 12. хӑшне пиллесе асла кӑларнӑ, хӑшне сӑваплӑх парса Хӑй патне ҫывӑхартнӑ, хӑшне тата ылханса кӗҫӗне хӑварнӑ та вырӑнӗнчен ӳкернӗ.
Сир 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӗсене пӗр-пӗринчен Ҫӳлхуҫа ӑслӑлӑхӗ уйӑрнӑ; Вӑл хӑш-хӑш вӑхӑта, уявсене палӑртса хунӑ: 9. хӑшӗсене Вӑл асла хурса сӑваплӑх панӑ, ыттисене ахаль кун шутӗнче хӑварнӑ.
Сир 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ӗҫкӗ-ҫикӗре сана кӗреке пуҫӗ тусассӑн, хӑвна ху асла ан хур; ыттисем хушшинче ыттисем пекех пул: 2. малтан ыттисемшӗн тӑрӑш, унтан — лар вара.
Сир 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ӑслӑ сӑмах калакан хӑйне асла кӑларать, ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын пуҫлӑхсен кӑмӑлне те каять.27. Мудрый в словах возвысит себя, и человек разумный понравится вельможам.
Сир 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӑслӑлӑх ӑна ҫывӑх ҫыннисем хушшинче асла кӑларӗ, пухура чӗлхи-ҫӑварне уҫтарӗ.5. И она вознесет его над ближними его, и среди собрания откроет уста его.
Сир 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Тепӗри йӑмшак, ҫын пулӑшмасӑр ӗҫлеймест, халсӑр-хевтесӗр, пур тӗлӗшрен те мӗскӗн вӑл; 13. анчах Ҫӳлхуҫа ун ҫине хӗрхенсе пӑхать те — ӑна ырӑлӑх парать, кӗҫӗнтен асла кӑларать, ун пуҫне ҫӳлелле ҫӗклентерет, ӗнтӗ нумайӑшӗ ун ҫине пӑхса тӗлӗнсе тӑрать.
Сир 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пӗтӗм ҫӗр — Ҫӳлхуҫа аллинче, юрӑхлӑ ҫынна Вӑл кирлӗ вӑхӑтра асла кӑларать.4. В руке Господа власть над землею, и человека потребного Он вовремя воздвигнет на ней.
Сир 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ачамсем, мана — аҫӑра — итлӗр, ҫӑлӑнас тесессӗн эпӗ каланӑ пек пурӑнӑр: 2. Ҫӳлхуҫа этем ашшӗне ачи-пӑчи тӗлӗшӗнчен асла хунӑ, амӑшне ывӑлӗсем тӗлӗшӗнчен тӳре тивӗҫне панӑ.
Сир 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Санӑн халӑху, тӳрӗ ҫынсем ҫӑлӑнасса кӗтнӗ пекех, тӑшмансем пӗтессе те кӗтнӗ: 8. Эсӗ тӑшмансене мӗн тӗлӗшӗнчен айӑпланӑ, пире, Хӑв йышӑннӑ ҫыннусене, ҫав тӗлӗшрен асла хунӑ.
Ӑсл 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара чӗреме ҫапла каларӑм: акӑ эпӗ асла тухрӑм, Иерусалима манран маларах тытса тӑнисенчен пуринчен те ытларах ӑс пухрӑм, чӗрем манӑн пӗлӳпе ӑслӑлӑх нумай илчӗ.
Еккл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Тӳрӗ ҫынсем йышлӑланнӑ чухне халӑх савӑнать, усал ҫын асла тухсассӑн — халӑх йынӑшать.2. Когда умножаются праведники, веселится народ, а когда господствует нечестивый, народ стенает.
Ытар 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫылӑхлисем асла тухсассӑн — ҫынсем тарса пытанаҫҫӗ, вӗсем ӳксессӗн — тӳрӗ ҫынсем йышлӑланаҫҫӗ.28. Когда возвышаются нечестивые, люди укрываются, а когда они падают, умножаются праведники.
Ытар 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Тӳрӗ ҫынсем асла тухсассӑн — аслӑ мухтав; ҫылӑхлисем асла тухсассӑн — ҫынсем тарса пытанаҫҫӗ.12. Когда торжествуют праведники, великая слава, но когда возвышаются нечестивые, люди укрываются.
Ытар 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Унӑн ятне ташласа мухтаччӑр, Ӑна тӳнкӗр ҫапса, кӗсле каласа мухтавлаччӑр: 4. Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне кӑмӑллать, йӑвашшисене ҫӑлса асла кӑларать.
Пс 149 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫана ҫӗр ҫинче те мухтӑр: мӑн пулӑсем, пур тӗпсӗр шывсем, 8. вут-ҫулӑм та пӑр, юр та тӗтӗре, Унӑн сӑмахне пурӑнӑҫа килтерекен ҫил-тӑвӑл, 9. тусемпе сӑртсем, ҫимӗҫ кӳрекен йывӑҫсемпе кедр йывӑҫӗсем, 10. тискер кайӑксемпе пур тӗрлӗ выльӑх-чӗрлӗх, ҫӗлен-калтапа ҫунатлӑ вӗҫен кайӑксем, 11. ҫӗр ҫинчи патшасемпе мӗнпур халӑхсем, пуҫлӑхсемпе ҫӗр ҫинчи мӗнпур тӳресем, 12. каччӑсемпе хӗрсем, ваттисемпе ҫамрӑккисем — 13. пурте Ҫӳлхуҫа ятне мухтаччӑр: пӗр Унӑн ячӗ ҫеҫ асла тухнӑ, Унӑн мухтавлӑхӗ ҫӗртен те, тӳперен те ҫӳлерех.
Пс 148 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.