Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пс 149

Пай: Библи –> Псалтирь

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.16 22:21

Пуплевӗш: 8; Сӑмах: 84

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

[Аллилуия.]

1. Ҫӳлхуҫана мухтаса ҫӗнӗ юрӑ юрлӑр;
Ӑна сӑваплисен пухӑвӗнче мухтаччӑр.

2. Израиль хӑйне Пултараканӗшӗн савӑнтӑр;
Сион ывӑлӗсем хӑйсен Патшишӗн хавасланччӑр.

3. Унӑн ятне ташласа мухтаччӑр,
Ӑна тӳнкӗр ҫапса, кӗсле каласа мухтавлаччӑр:
4. Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне кӑмӑллать,
йӑвашшисене ҫӑлса асла кӑларать.

5. Сӑваплисем мухтава тухчӑр,
выртнӑ вырӑнӗ ҫинче савӑнччӑр.

6. Вӗсенӗн чӗлхи вӗҫӗнче Ҫӳлхуҫана мухтасси пултӑр,
вӗсенӗн аллинче икӗ ҫивчӗллӗ хӗҫ пултӑр:
7. вӗсем ӗнтӗ халӑхсене тавӑрассине,
ӑрусене хаса парассине туччӑр,
8. вӗсенӗн патшисене тӑллаччӑр,
аслӑ улпучӗсене тимӗрпе тимӗрлеччӗр,
9. вӗсене Турӑ ҫырӑвӗнчи сутпа айӑплаччӑр.

Ку чыслӑх Унӑн мӗнпур сӑваплӑ ҫыннине тивӗҫлӗ.

Аллилуия.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех