Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 2 Кор 5

Пай: Библи –> Сӑваплӑ Павел апостолӑн Коринф ҫыннисене янӑ иккӗмӗш ҫырӑвӗ

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.18 22:22

Пуплевӗш: 18; Сӑмах: 323

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ҫӗр ҫинчи пӳртӗмӗр — ҫак хӳшӗ — ишӗлсессӗн, пирӗн валли тӳпере Турӑ туса панӑ ҫурт — алӑпа туман ӗмӗрлӗх ҫурт — пуррине эпир пӗлсе тӑратпӑр. 2. Ҫавӑнпа эпир тӳпери ҫуртӑмӑра кӗресшӗн тӗмсӗлетпӗр те; 3. анчах тумлӑ пулсах пирӗн ҫарамас пулса тӑрас марччӗ. 4. Эпир ҫак хӳшӗре пурӑнса йывӑрлӑх тӳссе йынӑшатпӑр, киввине хывсах пӑрахасшӑн мар эпир, ӑна улӑштарасшӑн ҫеҫ, вилӗмли вырӑнне чӗрӗ тӑраканни пулинччӗ тетпӗр. 5. Турӑ пире ҫавӑншӑн пултарнӑ та, ҫавна шантарса пире Сывлӑш тивлетне панӑ та. 6. Ҫавӑнпа эпир яланах лӑпкӑ, эпир ҫакна пӗлсе тӑратпӑр: ӳтпе пурӑннӑ чухне эпир Ҫӳлхуҫаран аякра тӑратпӑр 7(эпир куҫ курнипе мар, ӗненнипе пурӑнатпӑр), 8. ҫавӑнпа эпир лӑпкӑ, ҫавӑнпа эпир ҫак ӳтрен уйрӑлса Ҫӳлхуҫа патне вырӑнаҫмашкӑн ӗмӗтленетпӗр. 9. Ҫавӑнпа ӗнтӗ — эпир хамӑр килте пурӑнатпӑр-и, ют ҫӗрте-и — Ӑна юрӑхлӑ пулма тӑрӑшатпӑр. 10. Пирӗн пурсӑмӑрӑн та Христос сучӗ умне тӑмалла: ӳтпе пурӑннӑ чухне хамӑр мӗн тунӑ, — ырӑ тунӑ-и, усал тунӑ-и, — пурсӑмӑрӑн та ҫавна кура тивӗҫлине илмелле.

11. Ҫавӑнпа эпир ҫынсене Ҫӳлхуҫаран хӑраса ӳкӗтлетпӗр. Турӑ пире пӗлсе тӑрать; эсир те пире пӗлетӗр пулӗ тесе шанса тӑратӑп. 12. Эпир ҫакна хамӑра сирӗн умӑрта асла хурасшӑн каламастпӑр, чун-чӗрерипе мар, тулашӗнчипе мухтанакансене сирӗн хирӗҫ каламалли пултӑр тесе сире хамӑрпа мухтанма май паратпӑр. 13. Эпир ӑссӑр пек курӑнатпӑр пулсассӑн — Турӑшӑн ҫапла тунӑ; ӑслӑ-тӑнлӑ пулсассӑн — сирӗншӗн тунӑ. 14. Пӗри пуриншӗн те вилнӗ пулсассӑн, апла пурте вилнӗ тесе шухӑшлатпӑр пулсассӑн, эпир Христос пек юратакан пулса пыратпӑр. 15. Пурӑнакансем хӑйсемшӗн мар, хӑйсемшӗн вилсе Чӗрӗлсе Тӑнӑскершӗн пурӑнччӑр тесе, Христос пуриншӗн те вилнӗ. 16. Ҫавӑнпа халӗ эпир никама та этем виҫипе виҫместпӗр, ӗлӗк Христоса та этем виҫипе виҫнӗ пулсассӑн, халӗ эпир Ун ҫинчен апла шухӑшламастпӑр. 17. Ҫапла ӗнтӗ, кам Христоспа пӗрлешнӗ — ҫавӑ ҫӗнӗрен пулнӑ ҫын; авалхи иртсе кайнӑ, халӗ пурте ҫӗнӗ. 18. Ҫакӑ пӗтӗмпех — Турӑран; Вӑл пире Иисус Христос урлӑ Хӑйпе килӗштерчӗ тата пире ыттисене те Хӑйпе килӗштермешкӗн ӗҫлеме хушрӗ: 19. этемсенӗн ҫылӑхӗсене пӑрахӑҫласа, Турӑ Христос урлӑ тӗнчене Хӑйпе килӗштернӗ, Хӑйӗнпе мӗнле килӗштермелли ҫинчен вӗрентме пире хушнӑ. 20. Ҫапла ӗнтӗ эпир — Христос ячӗпе янӑ ҫынсем, ҫавӑнпа пирӗн урлӑ Турӑ Хӑй ӳкӗтлениех пулать; сире Христос ячӗпе тархаслатпӑр: Турӑпа килӗшӗр. 21. Ҫылӑха кӗменни урлӑ Хӑй умӗнче пире тӳрре кӑларасшӑн Турӑ Ӑна пирӗн ҫылӑхсемшӗн парне тунӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех