Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Эф 1

Пай: Библи –> Сӑваплӑ Павел апостолӑн Эфес ҫыннисене янӑ ҫырӑвӗ

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.19 09:00

Пуплевӗш: 9; Сӑмах: 368

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Турӑ ирӗкӗпе Иисус Христосӑн апостолӗ пулнӑ Павел — Эфесри сӑваплӑ ҫынсене, Христос Иисуса ҫирӗп ӗненекенсене: 2. хамӑрӑн Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑртан сире тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр.

3. Турӑ, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Ашшӗ, мухтавлӑ: Вӑл пире Христос урлӑ чуна кирлӗ ҫӳлти пур тӗрлӗ ырӑлӑха та пиллесе панӑ; 4. Хӑй умӗнче сӑваплӑ та айӑпсӑр пулччӑр тесе, Вӑл пире Христос урлӑ тӗнчене пултаричченех суйласа илнӗ. 5-6. Пире юратнипе Хӑйӗн тивлечӗ мухтавлӑ пултӑр тесе, Вӑл пире Хӑй ирӗкӗпе кӑмӑл туса Иисус Христос урлӑ Хӑй валли ывӑллӑха илмелле туса хунӑ; юратнӑ Ывӑлӗ урлӑ ҫав тивлетпе пире тивлетлӗ тунӑ; 7. Хӑйӗн виҫесӗр тивлечӗпе Вӑл пире Ывӑлӗ урлӑ Унӑн Юнне тӳлесе илнӗ, ҫылӑхӑмӑрсене каҫарнӑ; 8. Хӑйӗн тивлетне пире ытлӑн-ҫитлӗн парса, пире пур тӗрлӗ ӑслӑлӑха пӗлекен, пурне те ӑнланакан тунӑ. 9-10. Турӑ пире Хӑй ирӗкӗн вӑрттӑнлӑхне уҫса пачӗ: Хӑйӗн ырӑ кӑмӑлӗпе тахҫанах Христос урлӑ тума шутласа хунине — палӑртнӑ вӑхӑт ҫитсессӗн Христос мӗн пуррине тӳперине те, ҫӗр ҫинчине те пуҫлӑх пулса пӗрлештермеллине — уҫса пачӗ. 11-12. Христос урлӑ эпир те еткерҫӗ пултӑмӑр: пурне те Хӑйӗн ирӗкӗпе Тӑваканӗ Хӑйӗн мухтавне аслӑлаччӑр тесе пире, Христоса чи малтан шанакансем пулнӑ май, малтанах палӑртса хунӑ. 13. Христос урлӑ эсир те чӑн сӑмаха — хӑвӑр ҫӑлӑнасси ҫинчен каланӑ Ырӑ Хыпара — илтсе Ӑна ӗнентӗр те ярса пама пулнӑ Таса Сывлӑш хӑватне илтӗр; 14. Таса Сывлӑша илни вӑл эпир хамӑра пама пулнине Турӑ Хӑйӗн халӑхне хӑтарнӑ чухне илессе пӗлтерет, эпир Унӑн мухтавне аслӑлӑпӑр.

15. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ те эсир Христос Иисуса ӗненни ҫинчен, сӑваплӑ ҫынсене пурне те юратса тӑни ҫинчен илтрӗм те 16. хам кӗлтунӑ чухне сире асӑнса ялан сирӗншӗн Турра тав тӑватӑп. 17. Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Турри, мухтавлӑ Атте Турӑ, Хӑйне пӗлмешкӗн сире ӑслӑлӑх паракан, пӗлекен тӑвакан Сывлӑшне патӑрччӗ; 18. сирӗн чӗрӗр куҫне уҫинччӗ, эсир вара Вӑл хӑвӑра мӗнле шанчӑк патне чӗннине, Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннисем валли хатӗрленӗ ҫав ырӑлӑх мӗн тери тулӑххине 19. тата пирӗнте — Унӑн пурне те тытса тӑракан вӑйӗ пулӑшнипе ӗненсе тӑракансенче — Унӑн хӑвачӗ тем тӗрлӗ аслине пӗлсе тӑракан пулинччӗҫ тесе кӗлтӑватӑп. 20. Ҫав вӑйне Вӑл Христос урлӑ кӑтартнӑ: Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, тӳпере Ӑна Хӑйӗн сылтӑм енне лартнӑ, 21. тӳпери пур тӗрлӗ пуҫлӑхран, хӑватран, аслӑлӑхран, тӗрлӗ ятран — ҫак ӗмӗрте пӗлекен ятсенчен те, пулас ӗмӗрте пӗлес ятсенчен те — пуринчен те Ӑна асла кӑларнӑ; 22. пурне те Унӑн ури айне туса, Ӑна пуринчен те асли, пӗтӗм ӗненекенӗн (Чиркӗвӗн) Пуҫӗ тунӑ; 23. Чиркӳ — Христос тӑл-пӗвӗ, пур ҫӗрте те пурне те тултарса тӑракан Христосӑн туллӑхӗ вӑл.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех