Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аршӑн сăмах пирĕн базăра пур.
аршӑн (тĕпĕ: аршӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара пилӗк таран ашса хырӑ патне пытӑм та, ун ҫумӗнчи юра пӗр аршӑн ҫурӑ сарлакӗш тап-таса, вырнаҫса тӑтӑм.

Полез я к сосне, провалился выше колен, обтоптал у сосны площадку аршина в полтора и на ней устроился.

Упа тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Шӗлепке ҫакӑнса, тӑракан урлӑ йывӑҫӑн вӗҫӗ мачтӑран пӗр-икӗ аршӑн пулнӑ.

От мачты до конца перекладины, где висела шляпа, было аршина два.

Шыва сикни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Алла чечек тытнӑ, пит-куҫ йӑлтӑртатнӑ, аршӑн ҫӑтнӑн утнӑ, шпорӗ чанкӑртатнӑ: Вӑрҫа кӗнӗ пул та — ҫиҫ кӑшт, ҫӑрхала кӑшт — санӑн кӗcйӳ тулнӑ та, пуян эс акӑш-макӑш.

Сквозь губки в улыбке, сквозь звезды очей — проходят гусары полком усачей.

Тӗп пултӑр // Стихван Шавли. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 54–57 с.

Ӗҫлесе тупрӑр хӑвӑра валли виҫӗ аршӑн ҫӗр?

Заработали себе три аршина?

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Каланча пек вӑрӑм Матвеич аршӑн тӑршшӗ утӑмпа утса иртрӗ.

Аршинными шагами прошел высокий, как каланча, Матвеевич.

4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Эсӗр ҫӗр айӗнчине те тӑватӑ аршӑн тарӑнӑш куратӑр.

Вы видите в землю на четыре аршина.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Матвей кӗлеткине 1/4 аршӑн вӑрӑмлатнӑ, ун урисем патне, шыва, ашшӗ манерлӗ икӗ пӗчӗк ачана вырнаҫтарнӑ.

Рост Матвея он прибавил еще на четверть аршина, а у его ног, в водоеме, поместил двух младенцев, напоминавших чертами предполагаемого родителя.

XVII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Эпе малтанхи пекех тарантас ҫинче выртатӑп, тарантас тавра — тата унӑн хӗрринчен ҫур аршӑн аялта, унтан ытла мар, — уйӑх ҫуттипе ҫутӑлса выртакан шыв талккӑшӗ хумханса, пӗрчӗленсе, пӗчӗк хумсемпе силленсе тӑрать.

Лежу я в тарантасе по-прежнему, а вокруг тарантаса — и на пол-аршина, не более, от его края — водная гладь, освещенная луною, дробится и дрожит мелкой, четкой рябью.

Тӑнкӑртатать // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.

Пирӗн хамӑр патӑрти ҫав шурӑ мулкач, купа ҫинче ик уран тӑрсан, тата пӗр-ик аршӑн ҫӳлелле сиксе илсен, — чул ту ҫинчи улӑп пекех курӑнма пултарӗ, тесе эпӗ нихҫан та шухӑшламан!

Никогда я не думал, что наш обыкновенный заяц-беляк, если он вдруг встанет на куче, да еще прыгнет вверх аршина на два, да объявится на фоне неба, — что наш же заяц может показаться гигантом на огромной скале!

Кӑвак ҫӑпата // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 122-125 с.

Малашне ман сан уру валли аршӑн тарӑнӑш шӑтӑк чавмалла пулать пулӗ…

Прийдется мне теперь ямку для твоей ноги на аршин глуби копать…

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Апрель уйӑхӗнчи янкӑр хӗвел ҫутинче шыв кӗмӗл пек ҫиҫсе йӑлтӑртатать, анчах кӳпчесе кайнӑ хӗллехи ҫул пӑртан аршӑн ҫӳллӗш хӑпарса тӑнӑ вырӑнта Дон ҫав-ҫавах ҫирӗп тытӑнса тӑрать-ха.

Под ярким апрельским солнцем серебряной чешуей сверкала вода, но там, где была набитая зимняя дорога, на аршин возвышавшаяся над уровнем льда, Дон стоял нерушимо.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

«Пӗлнӗ пул, — терӗ ӑна Прохор, — кун ҫинчен кама та пулин хӑрах сӑмах персе яр ҫеҫ, — пуҫна вутӑ каски ҫине хуратӑп та, чараксӑр чӗлхӳне аршӑн тӑршшӗ туртса кӑларса, пуртӑпа качлаттарса тататӑп.

«Так и знай: скажешь об этом кому хоть слово — положу тебя головой на дровосеку, язык твой поганый на аршин вытяну и отрублю.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ӑна, тӑванӑм, хӗҫпе чаваймастӑн, ҫӗр шӑрӑхпа аршӑн тарӑнӑш чулланса ларнӑ.

Ее, брат, шашкой не выроешь, земля от жары на аршин заклекла.

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫакӑн пек чулланса ларнӑ ҫӗре шут-и вӑл икӗ аршӑн тарӑнӑш чавасси, хайхи-майхи?

Мысленное дело, стал быть, такую заклеклую землю рыть в два аршина глуби?

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чир шывӗ ҫумӗнчи сӑртӑн шӗвӗр вӗҫлӗ тӳпинче, ҫултан темиҫе утӑмра, Григорий кӑрккасем туйлашнӑ вырӑна курчӗ: урлӑшӗпе пӗр аршӑн ҫурӑ пек ҫаврака ҫӗр лаптӑкне амашӑн ҫапӑҫса кайнӑ аҫа кӑрккасем таптаса хытарнӑ.

На самом шпиле причирского бугра, в нескольких шагах от дороги, Григорий увидел с седла стрепетиный точок: ровный круг земли, аршина полтора в поперечнике, был плотно утоптан ногами бившихся за самку стрепетов.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем те, ҫветтуйсем, апата пирӗнпе пӗрешкелех хырӑма тултараҫҫӗ, пырши-пакарти те турӑ этеме виҫсе туса панӑ пекех вӑтӑр аршӑн тӑршшӗ пулма кирлӗ… — шухӑша кайнӑ пек калаҫа пуҫларӗ Антип.

Все одно и они, святые-то, через утробу пищу примают, а кишок в них обретается положенные человеку от бога тридцать аршин… — раздумчиво заговорил Антип.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Выльӑхсем ҫӳретекен пусура халӑх вӗркӗшет, ҫынсем ҫакса вӗлермелли таканпа вӑрӑм — икӗ аршӑн тарӑнӑш — шӑтӑк патӗнче кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ.

Толпа окружила выгон, теснилась около виселицы и длинной — до двух аршин глубиной — ямы.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Сывви сывах та, утни-чупни пӗрешкел, — кулкаларӗ Христоня, ҫур аршӑн сарлакӑш ывҫипе Григорин пӗтӗм аллине хупласа тытса.

— Здорова, да, стал-быть, не дюже семенна, — посмеивался Христоня, забирая в свою полуаршинную ладонь всю руку Григория.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Урам енчи стенине аршӑн пысӑкӑш саспаллисемпе сӑрланӑ-илемлетнӗ сӑмахсем Сергей Тутариновшӑн сасӑлама чӗннӗ.

Передняя стена была расписана аршинными буквами — красочные слова призывали голосовать за Сергея Тутаринова.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Туяпа, унӑн сухалӗ ҫур аршӑн.

С клюкой, с бородой в пол-аршина.

«Инҫе куракан» труба // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех