Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Кӑвак ҫӑпата

Автор: Гаврил Молостовкин

Ҫӑлкуҫ: Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 122-125 с.

Ҫул: 1951; Хушнӑ: 2020.05.18 15:40

Пуплевӗш: 50; Сӑмах: 690

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫутҫанталӑк

Пирӗн пысӑк вӑрман урлӑ шоссе ҫулӗ хываҫҫӗ. Унӑн ҫӑмӑл автомашинӑсем, йывӑр автомашинӑсем, урапасем ҫӳремелли тата ҫуран ҫӳремелли уйрӑм ҫулсем пулаҫҫӗ. Халӗ ҫав ҫула хывма вӑрмана ҫеҫ коридор пек каснӑ-ха. Каснӑ тӑрӑха пӑхмашкӑн питех те аван: икӗ енӗпе симӗс стена, вӗҫӗнче пӗлӗт ҫеҫ курӑнать. Вӑрмана кассан шултра йывӑҫсене таҫта турттарса кайрӗҫ, тӑррисемпе туратсене пӗр ҫӗре пухса купа-купа туса хучӗҫ. Вак туратсене те фабрикӑна хутмашкӑн илсе каясшӑнччӗ, анчах ӗлкӗреймерӗҫ, ҫапӑ куписем пур ҫӗрте те вӑрманта хӗллене юлчӗҫ.

Кӗркунне сунарҫӑсем пӑшӑрханаҫҫӗ: мулкачсем таҫта кайса ҫухалнӑ, теҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрисем мулкачсем пӗтни вӑрмана каснӑ пирки пулнӑ: касрӗҫ, шаккарӗҫ, шавларӗҫ те мулкачсене хӑратса пӗтерчӗҫ, теҫҫӗ. Юр ҫусан, мулкачсен мӗнпур чеелӗхӗсене ура йӗрӗнчен пӗлме май пулса тӑрсан, йӗрлевҫӗ Родионӑч килчӗ те:
— Кӑвак ҫӑпата ҫапӑ куписем айӗнче выртать, — терӗ.

Родионӑч мулкача ытти сунарҫӑсем «хӑнчӑр куҫлӑ шуйттан» тесе мар, яланах «кӑвак ҫӑпата» тесе чӗннӗ. Ҫакӑнтан тӗлӗнмелли те ҫук: мулкач шуйттан тӗслӗ пулни ҫӑпата тӗслӗ пулнинчен ытла мар вӗт; тӗнчере кӑвак ҫӑпатасем пулмаҫҫӗ тесен, эпӗ ҫапла калӑп: хӑнчӑр куҫлӑ шуйттансем те пулмаҫҫӗ вӗт, тейӗп.

Купасем айӗнче мулкачсем пурӑнаҫҫӗ текен хыпар часах пирӗн пӗтӗм хула тӑрӑх сарӑлчӗ, вара канмалли кун умӗнхи каҫ Родионӑч ертсе пыракан сунарҫӑсем ман патӑма пухӑнчӗҫ.

Ирхине ирех, кӑвак ҫутӑ килнӗ чухне, эпир сунара кайрӑмӑр, анчах хамӑрпа пӗрле йытӑсене илмерӗмӗр: Родионӑч пит те пултаруллӑ сунарҫӑччӗ, вӑл мулкача сунарҫӑ ҫине хӑваласа пыма кирек епле йытӑран та лайӑх пултаратчӗ. Мулкач ури йӗрне тилӗ ури йӗрӗнчен уйӑрса илме ман пур чухлӗ ҫутӑлсан, эпир мулкач йӗрне илтӗмӗр те, ҫав йӗрпе кайрӑмӑр; вара, паллах ӗнтӗ, вӑл пирӗн пӗр ҫапӑ купи патне илсе пычӗ. Купи ҫӳлӗ — пирӗн мезонинлӑ йывӑҫ ҫурт пекех. Ҫав купа айӗнче мулкач выртмалла ӗнтӗ, ҫавӑнпа та эпир пӑшалсене авӑрласа, пурте йӗри-тавра тӑтӑмӑр.

— Пуҫла, — терӗмӗр эпир Родионӑча.

— Тух, кӑвак ҫӑпата! — тесе кӑшкӑрчӗ те вӑл, купи айне вӑрӑм патак чиксе ячӗ.

Мулкач тухмарӗ. Родионӑч именсе илчӗ. Вара, пит тӗплӗн шухӑшласа, юр ҫинчи кашни йӗре тишкерсе, ҫапӑ купи тавра ҫаврӑнчӗ, унтан тата тепӗр хут пысӑкрах ункӑ туса ҫаврӑнчӗ: тухнӑ йӗр ниҫта та пулман.

— Кунта вӑл, — терӗ Родионӑч шанчӑклӑнах. — Тӑрӑр хӑвӑр вырӑнӑрсене, ачасем, вӑл кунта. Хатӗр-и?

— Пуҫла! — тесе кӑшкӑрса ятӑмӑр эпир.

— Тух, кӑвак ҫӑпата! — тесе кӑшкӑрчӗ те Родионӑч, ҫапӑ айне виҫӗ хутчен темӗн вӑрӑмӑш патак чиксе пӑлхатрӗ, патакӗ ытла та варӑм пулнипе пӗр сунарҫа пырса тивсе, чутах ураран ӳкермен.

Анчах мулкач ҫаплах тухмарӗ!

Пирӗн чи ватӑ йӗрлевҫӗпе кун пек мӑшкӑл нихҫан та пулман; унӑн пит-куҫӗ те темӗнле улшӑнса кайрӗ. Сунарҫӑсем хумханма тытӑнчӗҫ, кашни хӑйне майлӑ темӗн ҫинчен шутлама тытӑннӑ, пур ҫӗре те пырса пӑхнӑ, йӗри-тавра утса ҫӳренӗ, пур йӗрсене те тап-таса тикӗсленӗ, ҫавна пула ӑслӑ мулкач мӗн хӑтланнисене пӗлсе илме нимӗнле май та пулман.

Акӑ куратӑп, Родионӑч сасартӑк савӑнса кайрӗ, сунарҫӑсенчен аяккарах кайса йывӑҫ тункати ҫине ларчӗ те чӗлӗм тивертсе ячӗ, хӑй мана куҫ хӗссе чӗнет.

Мӗншӗн чӗннине тавҫӑрса илсе, никама та систермесӗр Родионӑч патне пытӑм. Вӑл мана аллине ҫӳлелле, юр шӑлса кайнӑ ҫапӑ купин чи тӑррине тӑсса кӑтартать.

— Пӑх-ха, — тет вӑл пӑшӑлтатса, — кӑвак ҫӑпата пире мӗнле мыскара кӑтартать.

Шурӑ юр ҫинче эпӗ икӗ хура пӑнча — шап-шурӑ мулкачӑн икӗ хура куҫне тата икӗ вӑрӑм хӑлхисен хура вӗҫӗсене часах сӑнаса илеймерӗм. Вӑл пуҫне ҫапӑ ӑшӗнчен кӑларса енчен-енне пӑркалать: сунарҫӑсем ӑҫталла, мулкач пуҫӗ те ҫавӑнталла пӑрӑнать.

Манӑн пӑшала ҫӗклемелле ҫеҫ — ӑслӑ мулкачӑн пурнӑҫӗ те пӗтет вӗт. Анчах хӗрхентӗм эпӗ мулкача: сахал выртаҫҫӗ-и-ха тата ҫавнашкал айвансем ҫапа куписем айӗнче!..

Родионӑча эпӗ пӗр сӑмах та каламарӑм, анчах вӑл мана ӑнланчӗ. Вӑл юра чӑмӑртаса муклашка турӗ те, сунарҫӑсем ҫапӑ купин тепӗр енче ушкӑнпа пухӑнса тӑрсан, ҫав юр муклашкипе тӳрех мулкача ывӑтса печӗ.

Пирӗн хамӑр патӑрти ҫав шурӑ мулкач, купа ҫинче ик уран тӑрсан, тата пӗр-ик аршӑн ҫӳлелле сиксе илсен, — чул ту ҫинчи улӑп пекех курӑнма пултарӗ, тесе эпӗ нихҫан та шухӑшламан!

Сунарҫӑсем мӗн турӗҫ-ха вара? Мулкач вӗсем ҫине тӳрех пӗлӗтрен ӳкнӗ пек пулчӗ. Пӗр самантрах пурте пӑшалӗсене ярса тытрӗҫ — вӗлерме пит те ҫӑмӑл пулнӑ ӗнтӗ. Анчах кашни сунарҫӑ ыттисенчен маларах вӗлерме тӑрӑшнӑ, ҫавӑнпа та вӗсенчен кашни ним тӗллемесӗрех пенӗ. Ҫав вӑхӑтра пирӗн мулкач йывӑҫ тӗмӗсем хушшине вӗлт! ҫеҫ туса ыткӑнчӗ. — Акӑ кӑвак ҫӑпата! — кӑшкӑрса ячӗ хӗпӗртенӗ Родионӑч.

Сунарҫӑсем тепрер персе яма ӗлкӗрчӗҫ.

— Вӗлертӗм! — кӑшкӑрса ячӗ пӗр ҫамрӑк та шухӑ сунарҫӑ.

Анчах сасартӑк, «вӗлертӗм» тенине хирӗҫ тавӑрса каланӑ пек, инҫетри тӗмсем хушшинче пӗчӗкҫӗ хӳре вӗлтлетрӗ; ҫав хӳрене сунарҫӑсем яланах темӗншӗн чечек теҫҫӗ.

Кӑвак ҫӑпата сунарҫӑсене инҫетри тӗмсем хушшинчен хӑйӗн «чечекӗпе» ҫеҫ сулчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех