Шырав
Шырав ĕçĕ:
Бреннер аллӑма ярса тытрӗ, тӑсланкӑ кӗлеткине хуҫмалӑхах авӑнса пуҫ тайрӗ те алӑк еннелле пӑрӑнса аршӑн утӑмсемпе тухса вӗҫтерчӗ — Кука тытма васкать.
XXXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Анчах унӑн хуҫи пачах та хумханмасть тейӗн, куҫӗсем кӑна Горн ҫине виҫӗ аршӑн тӑршшӗнчен шӑтарасла, ҫивӗччӗн пӑхнӑн курӑнаҫҫӗ.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Гент тӗркемне уҫрӗ те сарса хучӗ, кӗрен пӑнчӑ-пӑнчӑллӑ кӑвак пумаҫи пусма пилӗк аршӑн татса ҫурчӗ, ҫакӑн ҫумне икӗ латунь куҫ кӗскипе симӗс шӑрҫа ҫыххи тата ҫур кӗленче ром хушрӗ, ҫаксене пурне те Н' Комбене тӑсса пачӗ.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Негр, тен, Африкӑри шурлӑхсем пирки уйланать, тен вара — Тингӑн алӑк тӗлӗнче пӗр-пӗринчен икӗ аршӑн хушшинче выртакан аттисем пирки, вӗсене унта кайса тирпейлесе лартмалла, малтан ҫапах та — рехетлӗн чӗлӗм паклаттармалла.
II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Вӑл рельссенчен пӗрне ҫӗклерӗ те ӑна ҫӗре виҫӗ аршӑн тарӑнӑш чиксе лартрӗ; рельс вӗҫӗ халӗ унӑн пичӗпе тан кӑнтарса тӑрать.Затем он взял рельсу и воткнул ее в землю аршина на три, так, что конец торчал вровень с его лицом.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.
Чанҫӑ виҫӗ аршӑн тӑршшӗ юман хӑмаран урипе тӗревленнӗ те — чана ҫав тери йывӑр чӗлхепе ҫапать те ҫапать.Звонарь, упираясь ногами в дубовую трехаршинную доску, лупил по колоколу тяжеленнейшим языком.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 15–21 с.
Ҫыранӑн аршӑн чухлӗ сакӑлти тӗпнелле пуҫне пӗксе Фуль пӑрҫа патне таврӑнчӗ.Свесив голову над аршинным обрывом берега, Фуль вернулся к блохе.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.
Иван Тимьянччӑ хучӗсене икӗ аллипе тытса сӗтел хушшине тӑчӗ те, иртнӗ ҫулсенче тиечук пулса служить тунӑ сассипе, сӑмахӗсене аршӑн ҫурӑ тӑсса, «доклад» тума тытӑнчӗ:
I // Эселе Петӗрӗ. «Капкӑн», 1931, 2№, 12–13 с.
Часах виҫӗ арҫын витере урай хӑмисене сирчӗҫ те, ик аршӑн тарӑнӑш шӑтӑк алтса, тимӗр арчана унта ярӑнтарчӗҫ, ҫиелтен лайӑх витсе таптарӗҫ, урайне каллех сарса хучӗҫ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Александровӗ хӑяккӑн чалӑшрӗ, ҫавӑнтах тата, аршӑн ҫӑтнӑ тейӗн, ярт! тӳрленсе ларчӗ самантлӑха, анчах капла тытӑнса тӑраймарӗ, пӗкӗрӗле пуҫларӗ…
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пӗр пӗрчӗ вӑй юлмарӗ текен ҫармӑсӑн ӑҫтан тупӑнчӗ хӑвачӗ — икӗ аршӑн ҫӳллӗш карта урлӑ вӑшт ҫеҫ каҫса кайрӗ, пуринчен тӗреклӗрехскер, леш енче ыттисене тыта-тыта антарчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Чӑн та, чи пуҫне мар, аршӑн ҫурӑ хӑварса.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пирӗн ылттӑн — укҫан тата шӑратни — вуникӗ пичӗке таран, хаклӑ йышши тирсем тата диагональ пустав — сакӑрҫӗр аршӑн, — ӑна Елисаветградра жидсенчен илтӗмӗр.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вӑранатӑп та, ҫӗрлех ҫавна чавса кӑларма каятӑп; пӗр аршӑн ҫурӑ алтатӑп та куратӑп: кӑмрӑк выртать те йытӑ пуҫ шӑмми.Проснулся и пошел ночью рыть, аршина полтора вырыл, — гляжу — угли и собачий череп.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
«Христианин» сӑмаха аршӑн тӑршшӗ саспаллисемпе пичетленӗ: метранпаж хӑйӗн ӗҫне пӗлет.«Христианин» напечатано аршинными буквами: знает, свое дело метранпаж.
IV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫичӗ аршӑн.
XXXVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Пусмаллисем пурӗ вунвиҫҫӗ; пусми — ҫичӗ аршӑн тӑршшӗ.Ступенек получилось тринадцать; длина лестницы — семь аршин.
XXXVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Кӗтсе илмелли пӳлӗмре пӗр решетке ҫеҫ мар, иккӗ; вӗсене иккӗшне те пӗр стенаран тепӗр стени ҫумне тӗктерсе тыттарнӑ, решеткесен хушшине пӗр аршӑн хушӑ хӑварнӑ.
XXXV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Софрон ывӑлӗ те, виҫӗ аршӑн ҫӳллӗш староста, пур паллӑсем енчен те питӗ ухмах ҫын, пирӗн хыҫҫӑн йӗтем ҫине пычӗ, унсӑр пуҫне тата пирӗнпе земский Федосеич — питӗ пысӑк усиллӗ отставкӑри салтак — хутшӑнса пычӗ.
Бурмистр // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 113–127 с.
«Ҫӳлӗшӗ унӑн айне лартмалли тӗревпе пӗрле, — сасӑпах вуларӗ малалла Ленька, — 3 аршӑн та 10 вершук, йывӑрӑшӗ 1200 пӑт ытла».
V сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.