Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

анас сăмах пирĕн базăра пур.
анас (тĕпĕ: анас) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӗрке тӑрӑх, кӗҫӗн офицерсен лагерь вӑхӑтӗнче хӑйсен ротисем таврашӗнче, йывӑҫ бараксенче пурӑнмаллаччӗ, анчах Ромашов хулари хваттерӗнчех юлчӗ, мӗншӗн тесен улттӑмӗш ротӑри офицерсен ҫурчӗ хӑрушла кивелсе ҫитнӗччӗ, халь-халь персе анас пекехчӗ, ӑна юсама вара кирлӗ чухлӗ укҫа-тенкӗ тупӑнаймастчӗ.

Младшие офицеры, по положению, должны были жить в лагерное время около своих рот в деревянных бараках, но Ромашов остался на городской квартире, потому что офицерское помещение шестой роты пришло в страшную ветхость и грозило разрушением, а на ремонт его не оказывалось нужных сумм.

XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Шухӑшларӑм-шухӑшларӑм та, маншӑн ҫакӑ паллӑ пулчӗ: урӑх вырӑна куҫма вӑхӑт нумай кирлӗ, халлӗхе ту ишӗлсе анас хӑрушлӑхпа килӗшме тивет, мӗншӗн тесен хӳме туса хӳтӗлемен вырӑнта тата та хӑрушӑрах.

Понемногу мне стало ясно, что на переселение потребуется очень много времени и что пока все равно придется мириться с опасностью обвала, так как жить в неогороженном месте еще страшнее.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Шырланпуҫра тата ун ҫийӗнче пурнӑҫ ӗмӗрхи пекех пысӑк утӑмпа васкамасӑр утать: хутор ҫинче ҫаплах хӑш чухне шурӑ, пас тытнӑ пек туйӑнакан шупка пӗлӗтсем шуса иртеҫҫӗ, хӑш чухне вӗсен тӗсӗ улшӑнать: кӑн-кӑвак тата аслатиллӗ ҫумӑр умӗнхи хӑмӑр тӗс пачах ҫухалать; хӑш чухне, хӗвел анас умӗн вӗсем, ыран ҫил вӑйлӑ пулассине пӗлтерсе, тӗксӗммӗн е ялкӑшса ҫунаҫҫӗ, ун пек чухне вара Шырланпуҫра пур кил картисенче те хӗрарӑмсемпе ачасем хуҫасен е хуҫа пулма хатӗрленекенсен лӑпкӑ та ӗмӗртенпех витӗмлӗ сӑмахӗсене илтеҫҫӗ:

А жизнь шла в Гремячем Логу и над ним все той же извечно величавой, неспешной поступью: все так же плыли над хутором порою белые, тронутые изморозной белизною облака, иногда их цвет и оттенки менялись, переходя от густо-синего, грозового, до бесцветия; иногда, горя тускло или ярко на закате солнца, они предвещали ветер на будущий день, и тогда всюду во дворах Гремячего Лога женщины и дети слышали от хозяев дома или тех, кто собирался ими стать, спокойные, непререкаемые в своей тоже извечной убедительности короткие фразы.

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӑй пурнӑҫӗнче пӗрмаях пуянсене хирӗҫ тӑнӑ, хӑй мӗнле пурӑнать — курасчӗ санӑн: ҫурчӗ чалӑшса кайнӑ, халь-халь ишӗлсе анас пек ларать, хуҫалӑхра пӗр ӗне пекки те икӗ ырхан кӑна сурӑх пур, укҫа нихҫан та пулман, ҫук та.

Богатеньким он всю жизнь поперек горла стоял, а сам живет — ты бы только глянул: хата набок схилилась, вот-вот рухнется, в хозяйстве одна коровенка да пара шелудивых овчишек, денег сроду не было и нету.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эсӗ Варькӑ ҫине ан пӑх-ха, унӑн ахаль те питӗнчен юн татӑлса анас пек!

— Да не смотри ты на Варьку, а то у нее вся кровь в лицо кинулась!

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Совет влаҫӗ хӑй ирӗкӗпе пирӗн ӗнсе ҫинчен анас ҫук, ах, анас ҫук!

А подобру-поздорову Советская власть сама с нас не слезет, ох не слезет!

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫулла, хӗвел анас умӗн, пӗлӗтсем айӗнчен унӑн тӑррине ҫеҫенхир караппӑлӗ вӗҫсе анса ларать.

Летом, вечерними зорями, на вершину его слетает из подоблачья степной беркут.

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лашисем те сахалланса юлнӑ, вити те халь-халь йӑтӑнса анас пек, аран ҫеҫ тытӑнкаласа тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Амур // Любовь Мартьянова. Тантӑш, 2015.12.10, 50(4464)№

Юланутҫӑ, йӗнерӗ ҫинчен татӑлса анас пек, ман ҫине усӑнса пӑхать, ҫӑмламас хура ҫӗлӗкӗнчен ӳкнӗ мӗлке унӑн питне хупласа тӑрать.

Всадник резко склоняется ко мне с седла, лунная тень от черной косматой шапки закрывает ему все лицо.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Невана анас ҫӗрте лартӑмӑр, таҫта аялта вара чуллӑ ҫырана ҫапӑнан хумсем шавлани кӑшт ҫеҫ илтӗнсе тӑчӗ.

Сидели у самого спуска в Неву, и где-то внизу волна чуть слышно ударялась о каменный берег.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хам таврара мӗн пулса иртни ҫеҫ мана питӗ ерипен иртнӗ пек туйӑнчӗ — поезд платформа патнелле ытла майӗпен килет, пусма тӑрӑх анакан пирвайхи пассажирсем те питӗ майӗпен анаҫҫӗ, мана хирӗҫ те вӗсем тӗлӗнмелле майӗпен утаҫҫӗ — утаҫҫӗ те утаҫҫӗ вӗсем, Саня манӑн ҫаплах ҫук, каллех халӑх иртет, чӗрем татӑлса анас пек ӗнтӗ хамӑн, ҫук-ҫке вӑл.

Мне только казалось, что всё происходит очень медленно — поезд медленно подходит к платформе, и первые пассажиры медленно сходят со ступенек и удивительно медленно идут ко мне навстречу — идут и идут, а Сани всё нет, и опять идут, и у меня сердце начинает куда-то проваливаться, потому что его нет.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех