Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ыйӑх сăмах пирĕн базăра пур.
Ыйӑх (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Виктор ҫине ҫавӑн пекех ачашшӑн, хӑшпӗр самантсенче пуҫа ҫавӑрмалла ачашшӑн пӑха-пӑха илсе Антонина Федоровна ӑна юнашарти пӳлӗме, вырӑн сарса хатӗрленӗ ҫӗре, ӑсатрӗ, вара, лӑпкӑ ыйӑх сунса, унтан тухрӗ.

Антонина Федоровна проводила Виктора в соседнюю комнату, где постель была уже готова, и, пожелав спокойной ночи, вышла.

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пӳлӗмсенчи шӑплӑх хӑрататчӗ чӗрене йывӑр та салхуллӑ, куҫсем шывланаҫҫӗ, ыйӑх вӗҫнипе аптрать.

Тишина в комнатах пугала, на сердце было тяжело и тоскливо, к глазам подступали слезы, а ночью мучила бессонница.

XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Аллине пуҫ айне хурса тата ҫӗмелтен тухса тӑракан тутлӑ шӑрша туйса, Евсей нумай ҫӑлтӑрсемлӗ хура тӳпенелле шухӑшлӑн пӑхса выртрӗ, унӑн ҫывӑрса каяс килет, анчах ыйӑх килмест.

Положив руки под голову и чувствуя приятный запах, исходящий от копны, Евсей задумчиво смотрел на темное небо, густо-густо унизанное звездами; ему хотелось уснуть, а сна не было.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ырӑ ыйӑх сунса, вӑл алӑк патӗнче кӑштах чарӑнса тӑчӗ:

Пожелав спокойной ночи, она постояла у порога и сказала:

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Эй, ыйӑх чӑпти!

— Эй, сонное царство!

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫак ҫӗр Татьяна ыйӑх килменнипе аптранӑ: ӗнер Ильяпа калаҫнине шикленсе аса илнӗ вӑл, хӑйӗн, хусах арӑмӑн, хурлӑхлӑ пурнӑҫӗ ҫинчен, кӗҫӗр ҫеҫенхиртен килмелле пулнӑ, анчах темшӗн килмен Григорий ҫинчен шутланӑ…

Эту ночь не спалось Татьяне: много и с тревогой думала она о вчерашнем разговоре с Ильей, и о своем вдовьем горе, и о Григории, который должен был прийти в эту ночь со степи и почему-то не пришел…

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Кӗҫӗнрех ачасем ыйӑх килнипе анаслама тытӑнчӗҫ, аслӑраххисем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен пакӑлтатаҫҫӗ.

Мальчики помоложе зевали, постарше — болтали о своих делах.

Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.

Артистсем ҫине куҫсем шывланса кайичченех пӑхрӑм, вара вӗсен пит-куҫӗсем мана пӗр шурӑ пӑнчӑ: пек ҫеҫ курӑнма пуҫларӗҫ, Мана ыйӑх пусса илчӗ, эпӗ йӗри-тавра мӗн пулса иртнине те ӑнланми пултӑм.

Никак не могу припомнить, что еще я тогда видел, лица актеров расплывались у меня перед глазами, сливаясь в одно пятно.

Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.

Ыйӑх мар ку, асап курни!

Это не сон, а чистое наказание!

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫывӑрса кайнӑ чухне те хӑйӗн кӑмӑл-туйӑмне улӑштармасӑр, вӑл савӑнӑҫлӑн йӑл кулчӗ, куҫне киленнӗн хӗссе, ыйӑх тӗлӗшпе ҫапла шухӑшларӗ:

Засыпая и даже в этом состоянии оставаясь верным своему характеру, он сладостно заулыбался, блаженно щуря глаза, подумал сквозь сон:

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сӑмах вӗҫне Давыдов илтсе юлаймарӗ: каллех пусса килнӗ ыйӑх унӑн пуҫне сывлӑмпа йӗпеннӗ кӗрӗк ҫине тайӑлтарчӗ, мӗнпурне мантарса лӑплантарчӗ.

Давыдов не слышал конца фразы: сон снова опрокинул голову его на мокрую от росы шубу, покрыл забытьем.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ыйӑх килмест-им? — хирӗҫ чӗнчӗ лешӗ.

— Не спится? — отозвался тот.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тархасшӑн, питӗрсех хур, унсӑрӑн ыйӑх тӗлӗшпе тухса та тарӑп.

Примкни, пожалуйста, а то во сне убегу.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑвалатӑп лашасене, вӗсем тавра пӑвансем явӑнаҫҫӗ, тӳперен вӗри хӗвел ҫунтарать, ҫав тери шӑрӑх, ӑшша пиҫнипе йӑлтах халран кайрӑм, ыйӑх пуснипе ларса пынӑ ҫӗртех ларчӑк ҫинчен тирӗнсе антӑм.

Гоню я коней, над ними овода кружутся, белое солнце в небе и такая жара, что я начисто сомлел, падаю в дремоте со стульца.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Яков Лукич алӑк янаххи ҫумне кайса тӑнӑ та, хӑй начальникӗ пӗр васкамасӑр ҫаврӑнкаланисене сӑнаса пӑхать: лешӗ кӑмака сакки ҫине пырса ларчӗ, чӗркуҫҫийӗсене аллисемпе ҫавӑрса тытрӗ, ҫара ура тупанӗсене ӑшӑтса ларнӑ хушӑра ыйӑх пусса килнипе пӗр самантлӑха кӑтӑш пулса шӑпланчӗ.

Яков Лукич стоял у притолоки, следил за неторопливыми движениями своего начальника; тот присел на лежанку, обхватил руками колени, грея голые подошвы, на минуту дремотно застыл.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫӗрле Яков Лукич ыйӑх тӗлӗшпе такам утса ҫӳренине, кӗҫӗн алӑк умӗнче темскер кӑштӑртатнине илтсе выртрӗ, анчах ниепле те вӑранаймарӗ.

Ночью сквозь сон Яков Лукич слышал шаги, возню возле калитки и никак не мог проснуться.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унтан лампине сӳнтерчӗ, выртрӗ те вара, ҫурма ыйӑх тӗлӗшпе, уҫҫӑнах тепӗр хут пӑшӑлтатса: «Пурне те… пӗр ҫын юлмиччен касса вакламалла!» — тесе йӑнӑшса ячӗ.

Потом погасил огонь, лег и уже в полусне еще раз внятно прошептал: «Рубить всех… до единого!» — и застонал.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӑмака ҫинче Христишка йӑшаланать, тутисемпе тутлӑн чаплаттаркалать, ыйӑх тӗлӗшпе супӗлтетет.

На печке Христишка мечется, сладко чмокает губами, лопочет во сне:

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Часах, пӗр ҫаврӑм ыйӑх ҫывӑрса иличченех, ӑна шакканӑ сасӑ вӑратрӗ.

Вскоре от первого сна оторвал его стук.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хуллен йӑпшӑнса килнӗ ыйӑх унӑн ӑс-тӑнне сӳнтерсе пычӗ.

Сон, подкравшись, гасил сознание.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех