Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шӑпланма (тĕпĕ: шӑплан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла, вӗсем, йывӑр ӗҫпе асапланакансем, хӑйсен хаклӑ ҫыннисемпе савнийӗсене ҫухатнӑскерсем, халлӗхе виҫ кӗтеслӗ ҫыру яракан, анчах ӗмӗрлӗхех шӑпланма та пултаракан хаклӑ ҫыннисене тунсӑхласа ҫитнӗскерсем, кӑштах кулкаласа илме те пултарнӑ-ха.

Да, они могли еще смеяться, эти измученные тяжкой работой, потерявшие дорогих своих и любимых, истосковавшиеся душой за тех, которые еще были живы, которые еще слали свои треугольники, но которые могли замолчать навеки.

Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Ӑнсӑртран ҫак сасӑ шӑпланма е пӗлӗт татки ирӗлнӗ евӗр картиш тӗлӗнче ерипен йӑнма тытӑнсан, Таньӑпа амӑшӗ пӗр чӗнмесӗр выртаҫҫӗ.

А когда он внезапно стихал или подобно странному облаку медленно таял над двором, обе продолжали молчать.

VI // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Кам мӗнлине пӗлместӗп, анчах мана вӗлернӗ пек, эпӗ хам ӑшӑмра кӑшкӑратӑп, тарӑхатӑп; эпӗ макӑратӑп, шӑпланма та пултараймастӑп…

Не знаю, кто и как, но меня как будто убивают, и внутренне я кричу и возмущаюсь; я плачу и не могу молчать…

XVI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Хӗрачан ашшӗ-амӑшӗ ҫапах та шӑпланма шутламан.

А родители девчонки не молчали.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Диктор темӗн каласан тин, кӗреҫесене пӑрахса, пӗр-пӗрне шӑпланма ыйтса, итлеме пикентӗмӗр:

Но лишь когда голос диктора уже произносил что-то, все бросили лопаты и зашикали друг на друга:

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Иртсе ҫӳрекенсем сайра хутра кӑна тӗл пулкалаҫҫӗ ӗнтӗ, урам шӑпланма пуҫларӗ.

Проходящие реже начали мелькать, улица становилась тише.

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

— Халӗ — чи тӗлӗнмелли самант, — терӗ паппи пурне те шӑпланма ыйтса.

— Ребята, внимание, сейчас будет сюрприз, — сказал вдруг папа.

Симӗс тус // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 3–8 с.

Унтан вара вӗсем иккӗш те крыльца ҫине хӑпарчӗҫ те аслӑ инженер пурне те шӑпланма сунчӗ.

Потом они оба поднялись на крыльцо, и главный инженер несколько раз крикнул: «Тише!»

VIII сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Наталья, аллине йӑмшаккӑн сулса, хунямӑшне шӑпланма ыйтрӗ.

Слабым движением руки Наталья попросила свекровь замолчать, сказала:

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл, аллисемпе сӗтелрен тытса, ҫамкине хаяррӑн пӗркӗлентерсе, пурте майӗпен шӑпланма пуҫличченех зал ҫине пӑхрӗ.

Упираясь кулаками в стол, грозно насупившись, она стояла и до тех пор смотрела в зал, пока все не начали постепенно затихать.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эпӗ ыйтатӑп… — терӗ Лузгин пурте шӑпланма пуҫласан уҫӑмлӑн пат татса.

— Я прошу… — раздельно и явственно, когда все стали стихать, проговорил Лузгин.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Ҫапла, ку деятель яланах пӗр хӑйӗн хулӑн сассипе ҫеҫ тытӑнса тӑнӑ ӗнтӗ, ҫынсене хӑй хыҫҫӑн ертсе пыма ҫавӑ ҫителӗклӗ тенӗ, ӗнтӗ», — кӑмӑлсӑррӑн шухӑшланӑ Пробатов, хуллен хӗрарӑмсене шӑпланма ыйтса.

«Да, этот деятель держался все годы одним своим зычным голосом и считал, что этого вполне достаточно, чтобы вести за собой людей!» — уже неприязненно подумал Пробатов и тихо попросил доярок успокоиться.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тулта анат енчен ахӑрашса хӑпарнӑ ҫурхи ҫил тулашать, Базки сӑрчӗ ҫинче юлашки юр лӑстӑкӗ шупка хӗрлӗн йӑлтӑртатса ҫуталать; Дон леш енчи тирек тӑррисем ҫилпе тайкаланса хумханниине курсан, Григорие вӗсем шӑпланма пӗлмесӗр ҫӑран кашланӑ шав хӑлхине килсе кӗнӗ пек туйӑнса кайрӗ.

А за окном взлетами бились весенние низовые ветры, на базковском бугре розово сиял и отсвечивал последний снег, вершины тополей за Доном так раскачивались на ветру, что Григорию при взгляде на них чудился басовитый неумолчный гул.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Алешка кӗрӗк пиншаксем хушшине чӑмрӗ те, майданра чылайччен халӑх шӑпланма пӗлмесӗр ҫухӑрашрӗ.

Алешка нырнул в гущу полушубков, и над майданом надолго распростерлась потерянная тишина.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тупӑсенчен татти-сыпписӗр кӗрслеттернӗ сасӑсем икӗ эрне ӗнтӗ шӑпланма пӗлмесӗр йынӑшса тӑраҫҫӗ.

Две недели неумолчно стонал сплошной орудийный гул.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ун умӗнче ҫӗрлехи ҫап-ҫутӑпа капӑрланнӑ Мускав выртать: ӑҫта пӑхатӑн — пур ҫӗрте те ҫутӑсем площадь урлӑ шӑпланма ӗлкӗрнӗ анлӑ урамсенелле тарса пытанаҫҫӗ.

Перед ним лежала украшенная ночным светом Москва — везде огни прячутся через площадь по широким улицам, что уже успели затихнуть.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Нимӗҫ пулемёчӗсем ҫаплах-ха шӑпланма пӗлмесӗр тӑкӑртатаҫҫӗ.

Не стихая, стучали немецкие пулеметы.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Юлашкинчен батальон рубежӗнче шӑпланма пуҫланӑ.

Наконец на рубеже батальона установилась тишина.

XXVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Шӑпланма ҫеҫ тытӑнаҫҫӗ, кам та пулин каллех кулса ярать те — пуҫланать вара.

Только начнут умолкать, кто-нибудь подхватит опять — и пошло писать.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Таҫта переҫҫӗ, анчах пӑшал сасисем шӑпланма пуҫларӗҫ.

Где-то стреляли, но все реже.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех