Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хулсӑр сăмах пирĕн базăра пур.
Хулсӑр (тĕпĕ: хулсӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
3. Акӑ Эпӗ сире хулсӑр тӑратса хӑварӑп, питӗр-куҫӑр ҫине тислӗк, хӑвӑр кӳнӗ уяв парнисен тислӗкне, сапӑп, сире ҫавӑнпа пӗрле кӑларса ывӑтӗҫ.

3. Вот, Я отниму у вас плечо, и помет раскидаю на лица ваши, помет праздничных жертв ваших, и выбросят вас вместе с ним.

Мал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Назорей пулса пурӑнас кунсем вӗҫленсессӗн, назорей пулнӑ ҫын тӗлӗшӗпе хунӑ саккун акӑ ҫакӑ: ӑна пуху чатӑрӗн алӑкӗ патне илсе пымалла, 14. вӑл вара пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн айӑпсӑр пӗр ҫулхи така путек парӗ, ҫылӑх парни кӳмешкӗн айӑпсӑр пӗр ҫулхи сурӑх путек парӗ, канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн айӑпсӑр така парӗ; 15. тата йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса тулӑ ҫӑнӑхӗнчен тутлӑлла пӗҫернӗ пӗр пӗрне ҫӑкӑр илсе пырӗ, тутлӑлла пӗҫернӗ, йывӑҫ ҫӑвӗ сӗрнӗ пашалусем, вӗсемпе пӗрле тата тырӑ-пулӑ парни, ун ҫине юхтармалли парне илсе пырӗ; 16. ҫакна священник Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӗклесе кӑтартӗ те унтан унӑн ҫылӑхшӑн кӳмелли парнине тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнине кӳрӗ; 17. такине пӗрнери тутлӑлла ҫӑкӑрсемпе пӗрле Ҫӳлхуҫана канӑҫлӑх парни кӳрӗ, священник ҫавӑн пекех унӑн тырӑ-пулӑ парнине тата ун ҫине юхтармаллине кӳрӗ; 18. вара назорей пуху чатӑрне кӗмелли вырӑнта хӑй назорей пулса пурӑннӑ чухнехи ҫӳҫне кастарса ярӗ, унтан хӑй назорей пулса пурӑннӑ чухнехи ҫӳҫне илӗ те канӑҫлӑх парни айӗнчи вут-ҫулӑм ҫине хурӗ; 19. унтан священник такан пиҫсе ҫитнӗ малти хулне тата пӗрнерен тутлӑлла пӗҫернӗ пӗр кукӑльпе тутлӑлла пӗҫернӗ пӗр пашалу илӗ, вара назорей пулнӑ ҫын ҫӳҫне кастарнӑ хыҫҫӑн ҫакна назорей ывҫи ҫине хурӗ; 20. унтан священник ҫакна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе парне кӳрӗ: силлентерсе кӳнӗ ӑмрипе ҫӗклентерсе кӳнӗ хулсӑр пуҫне ҫак таса япаласем те священника пулмалла.

13. И вот закон о назорее, когда исполнятся дни назорейства его: должно привести его ко входу скинии собрания, 14. и он принесет в жертву Господу одного однолетнего агнца без порока во всесожжение, и одну однолетнюю агницу без порока в жертву за грех, и одного овна без порока в жертву мирную, 15. и корзину опресноков из пшеничной муки, хлебов, испеченных с елеем, и пресных лепешек, помазанных елеем, и при них хлебное приношение и возлияние; 16. и представит сие священник пред Господа, и принесет жертву его за грех и всесожжение его; 17. овна принесет в жертву мирную Господу с корзиною опресноков, также совершит священник хлебное приношение его и возлияние его; 18. и острижет назорей у входа скинии собрания голову назорейства своего, и возьмет волосы головы назорейства своего, и положит на огонь, который под мирною жертвою; 19. и возьмет священник сваренное плечо овна и один пресный пирог из корзины и одну пресную лепешку, и положит на руки назорею, после того, как острижет он голову назорейства своего; 20. и вознесет сие священник, потрясая пред Господом: эта святыня - для священника, сверх груди потрясания и сверх плеча возношения.

Йыш 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Директорта ӗҫлеме сӗнсен, эпӗ те килӗшесшӗн пулманччӗ: «Хӑрах хулсӑр, урасем иккӗшӗ те суранлӑ, ӳт-пӳ ҫинче тӑшман тӑхланӗ чаваламан вырӑн та ҫук, мӗнле директор эпӗ? Кӗлет, пахча хуралламалли ҫын кӑна», — тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Хулсӑр ҫитса кӗпе, босоножки тӑхӑннӑ хӗр те, хӑйӗн ал хурси пек ҫивӗтне ҫурӑм хыҫне янӑскер, шыва кӗме каятчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

— Анчах пирӗн пек ӗҫлесен, эсӗ хулсӑр юлатӑн.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вара эпӗ ӑна шӑппӑн ҫапла, лӑпкӑн-лӑпкӑн ӑс парса калатӑп: «Ӑҫта курнӑ вара эсӗ, шуйттан кӗвенти, лиска йытӑ ами, ӳсӗр йытӑ аҫисемпе хулсӑр шуйттансене? — тетӗп. — Ун йышшисем тӗнчере пулман, пулмаҫҫӗ те».

Тихочко и спокойночко образумляю ее, говорю: «Где же ты, чертова шалава, сучье вымя ты, видала пьяных кобелей, да ишо безруких? Таковых и на свете не бывает».

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тепӗр чух хӗрӗнкӗрех пырса кӗретӗп те киле, вӑл мана, сӑмахран, ак ҫапларах хӑртма тытӑнать: «Ӳсӗр йытӑ аҫи, хулсӑр шуйттан, апла та капла, мур шӑтӑкӗнчен тухнӑскер!» — тет.

Прийду выпимши, и она, к примеру, говорит так: «Кобель пьяный, безрукий, такой-сякой, разэтакий!»

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эсӗ мӗн, чаҫран тарнӑшӑн хӑвна хӗрес парӗҫ тесе шутланӑччӗ-и? — пӳлчӗ ӑна хулсӑр хорунжий.

А ты думал, тебе за бегство из части крест дадут? — прервал его безрукий хорунжий.

XXII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хулсӑр Алешка Шамиль нӳхрепе йӳҫӗтнӗ купӑста патне кайрӗ те пусма ҫинчен тӳплетсе ӳкрӗ, унтан, каялла мешеленсе тухса, сӑхман арки ҫинче пӗр чӗрҫи йӗпе купӑстапа ванчӑк турилкке катӑкӗсене ҫӗклесе кӗчӗ.

Безрукий Алешка Шамиль пошел в погреб за соленой капустой, сорвался с лестницы, вылез, принес в полах чекменя черепки разбитой тарелки и ворох мокрой капусты.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорипе пӗрле Рябчиков, Харлампий Ермаков, хулсӑр Алешка Шамиль тата хӑйӗн участокӗнчен килнӗ Тӑваттӑмӗш дивизи командирӗ Кондрат Медведев пычӗҫ.

Григорию сопутствовали Рябчиков, Харлампий Ермаков, безрукий Алешка Шамиль и приехавший со своего участка комдив Четвертой Кондрат Медведев.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Йӗпе аркӑсемпе хуторалла тапса сикмеллеччӗ! — хавасланса калаҫрӗ хулсӑр Алешка Шамиль; хӗрлисем хӗрарӑмсем ҫине пӗр снаряд та персе ямӗҫ тесе, вӑл чӑнласах та кӑштах кулянчӗ пулас.

С мокрыми подолами бегли бы в хутор! — с удовольствием говорил безрукий Алешка, видимо, всерьез сожалея, что по бабам не кинут красные ни одного снаряда.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Юрать-и калама? — чӑтса тӑраймарӗ хулсӑр Алешка Шамиль.

Безрукий Алешка Шамиль не вытерпел: — Можно сказать?

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӗпи ҫумне типтерлӗн хӗрлӗ хура георги хӑйӑвӗсем тирсе хунӑ Петро Шамильсен хулсӑр Алешкипе шӑл йӗрсе тӑрать.

Петро, в рубашке с оранжево-черными георгиевскими ленточками, зубоскалил с безруким Алешкой Шамилем.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чӗлӗм ҫавӑрнӑ хушӑра Пантелей Прокофьевич, каяс-ши, каяс мар-ши тесе, иккӗленсе тӑчӗ; юлашкинчен пур пӗрех ҫитсе килме шутларӗ, хулсӑр Алешкӑпа сыв пуллашса, малалла тӗнкӗлтетрӗ.

Закуривая, Пантелей Прокофьевич колебался — идти или нет; в конце концов решил пойти и, попрощавшись с безруким, захромал дальше.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Площадьре хулсӑр Алешка Шамиле тӗл пулчӗ.

На площади повстречался с безруким Алешкой Шамилем.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӗҫех Шамильсен Прохорне — хулсӑр Алексей шӑлнӗне вӗлерчӗҫ; вӑрҫӑччен атаманра ҫӳренӗ Маныцков ҫав ҫапӑҫура пуҫ хунӑ хутор ҫыннисенчен виҫҫӗмӗшӗ пулчӗ.

Убили Прохора Шамиля — брата безрукого Алешки; третьим лег бывший атаман Маныцков.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсем: хулсӑр Шамиль Алексейӗн шӑллӗсем — Мартынпа Прохор, Моховсен вутлӑ арманӗнче машинистра ӗҫленӗ Иван Алексеевич, ҫӗвӗк питлӗ Афонька Озеров, хутор атаманӗ пулнӑ Маныцков, Шамильсен уксах ураллӑ кӳрши — Евлантай Калинйя, лӳппер те тӑсланкӑ казак Борщев, кӗске мӑйӑхлӑ Захар Королев, упа сӑнлӑрахскер, тата пӗтӗм сотньӑна ахӑрттарса култаракан Гаврил Лиховидов.

Два брата безрукого Алексея Шамиля — Мартин и Прохор, бывший машинист моховской паровой мельницы Иван Алексеевич, щербатый Афонька Озеров, бывший хуторской атаман Маныцков, колченогий чубатый сосед Шамилей — Евлантий Калинин, нескладно длинный казачина Борщев, короткошеий и медвежковатый Захар Королев, веселая сердцевина всей сотни Гаврила Лиховидов.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шумилин Мартин, хулсӑр Алексейӗн тӑванӗ, ҫак ылханлӑ кайӑка масар карти ҫумӗнче икӗ каҫ хуралласа тӑчӗ, анчах та ӳхӗ — куҫа курӑнми ытарлӑ кайӑк — нимӗн сасӑсӑр ун пуҫӗ ҫинченех вӗҫсе каҫать, масарӑн тепӗр пуҫӗнчи хӗрес ҫине кайса ларать, ыйхӑллӑ хутор ҫине каллех хӑйӗн сехрене хӑпартакан сассисене сапалама тытӑнать.

Шумилин Мартин, брат безрукого Алексея, две ночи караулил проклятую птицу под кладбищенской оградой, но сыч — невидимый и таинственный — бесшумно пролетал над ним, садился на крест в другом конце кладбища, сея над сонным хутором тревожные клики.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эсӗ ху мӗн ватӑличченех кӳршӗрен ӑс кивҫен илсе пурӑнатӑн… — терӗ хулсӑр Алексей, хыҫалти ретрен пуҫне каҫӑртса.

— Ты сам до старости ума в соседях занимаешь… — Выпячивая голову из задних рядов, безрукий Алексей частил.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Каях-ха эсӗ, савнӑ ҫыннӑм, хӑвӑн ҫулупа, — кӳпчесе кайнӑ пӳрнисене чӑмӑрласа, виҫерен тухмасӑр ҫилӗллӗн канаш пачӗ ӑна хулсӑр Алексей.

— Иди-ка ты, милый человек, своим путем, — сжимая запухшие пальцы в кулак, сдержанно-злобно посоветовал Алексей-безрукий.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех