Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 7

Пай: Лӑпкӑ Дон. 1-мӗш кӗнеке –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Илле Тукташ

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хушнӑ: 2020.02.10 00:55

Пуплевӗш: 181; Сӑмах: 1677

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Хӗл тӳрех лармарӗ. Пукрав хыҫҫӑн, малтанхи юр ирӗлсен, лашасене каллех хире кӑларчӗҫ. Эрне хушши кӑнтӑр енчен ҫил вӗрсе тӑчӗ, ӑшӑтса пӑрахрӗ, ҫӗр пӗтӗмпех юртан тасалчӗ, ҫеҫенхирте мӑк пек ешӗл курӑк тепӗр хут чечек кӑларчӗ.

Ӑшӑ ҫанталӑк Арханьччен тӑчӗ, унтан сасартӑк сивӗтсе пӑрахрӗ, юр ҫуса лартрӗ; кунран-кун сивӗтсе пычӗ, юр тата тепӗр шит хулӑмӑш ҫурӗ, вара Дон хӗрринчи пахчасенче, пӗтӗмӗшлех юр айне пулса юлнӑ ҫатан картасем урлӑ, хӗрсем тӗрленӗ тӗрӗ евӗр, мулкач йӗрӗсем тӗрленсе юлчӗҫ. Урамсенче ҫынсем курӑнми пулчӗҫ.

Сийӗн-сийӗн капланать хутор ҫине кизек тӗтӗмӗ, ҫул хӗррине тухса тӑкнӑ кӗл куписем тавра пурӑнакан ҫуртсем патне вӗҫсе килсе тулнӑ кураксем уткаласа ҫӳреҫҫӗ. Хутор хушшинчи хӗллехи ҫуна ҫулӗн тӳремлӗхӗ шупкалса кайнӑ кӑвак хӑю евӗр кукӑрӑлкаласа выртать.

Пӗрре майданра пуху пуҫтарӑнчӗ. Ҫапӑ валеҫсе касас вӑхӑт ҫывхарса ҫитет. Правлени крыльци умӗнче тӑлӑп е кӗрӗк тӑхӑннӑ ҫынсем кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ, ҫӑматӑсемпе юра кӑчӑртаттараҫҫӗ. Сивӗ пухӑннӑ ҫынсене правление хуса кӗртрӗ. Сӗтел хушшине атаманпа писарӗн икӗ айӑккине хисеплӗ стариксем — кӗмӗл кӑвак сухаллӑскерсем — кӗрсе ларчӗҫ, ҫамрӑкрах казаксем темӗн тӗрлӗ сухаллисем те сухалсӑррисем те тепӗр ушкӑна чӑмӑртанса тӑчӗҫ, пуҫӗсене ӑшӑ сурӑх тир ҫухавийӗсенчен кӑларса, шавлама тытӑнчӗҫ. Писарь хут листи ҫине вӗтӗ йӗркесем йӗрлесе пырать, атаман ун хулпуҫҫийӗ урлӑ тинкерсе пӑхать, сивӗнсе кайнӑ правлени пӳлӗмӗнче казаксем мӑкӑртатаҫҫӗ.

— Утӑ кӑҫал…

— Ҫаранлӑхри лайӑх пулать, ҫеҫенхирте ҫатрака хытхура ҫеҫ.

— Ӗлӗк чухне выльӑхсем раштавчченех кӗтӳре ҫӳретчӗҫ.

— Калмӑксене ырлӑх.

— Ӗкхӗ-м! Кӗх-хӗм!

— Пирӗн атаман кашкӑр мӑйҫыххи ҫыхнӑ, ав пуҫне те ҫавӑраймасть.

— Ӗнсине ҫу тулса ларнӑ, сысна аҫи, шуйттан!

— Э-э, хӑта, е хӗле хӑратас терӗн-им? Эх, тӑлӑпу та иккен…

— Цыган халӗ ӗнтӗ кӗрӗкне сутса янӑ.

— Цыгансем святкӑра ҫеҫенхирте ҫывӑраҫҫӗ, витӗнмелли хӑйсен нимӗн те ҫук; сӗрекепе витӗннӗ, хӑйне сивӗ ҫинҫе пыршӑ таранах ярса илчӗ те — вӑранчӗ цыган, пӳрнине сӗреке шӑтӑкне чиксе, амӑшне ҫапла калать: «Ху-у, маманя, питӗ сивӗ-ҫке паян!» — тет.

— Турӑ хӑтартӑрах — пӑрланма тытӑнать…

— Вӑкӑрсене таканламасӑр та май килес ҫук.

— Пӗркун эпӗ Шуйттан кӳлли патӗнчен шурӑ хӑва касса килтӗм, лайӑх япала.

— Захар, тӳмӳне тӳмеле. Тӑм илтерӗн тата.

— Итле-ха, Авдеич, халӑх вӑкӑрне эсӗ пӑхса усратӑн-и ҫак?

— Отказ патӑм. Паранька Мрыхина йышӑнчӗ… Эпӗ упӑшкасӑр арӑм, ҫапах та кӑшт та пулин савӑнӑҫлӑрах пулӗ, тет. Ыр кур, тетӗп, йӑх ӗрчесен…

— Эхха-ха-ха!

— Хы-хы-хыыы!

— Господа стариксем! Ҫапӑ пирки ӗҫсем епле?

— Шӑпланӑр-ха…

— Йӑх ӗрчес-тӑвас пулсан, куми ӗнтӗ хам пулӑп, тетӗп…

— Шӑпланӑр! Ӳкӗтлесе ыйтатпӑр!

Пуху пуҫланчӗ. Атаман, тарласа кайнӑ ҫамкине шӑлкаласа, пайлавҫӑсен хушамачӗсене кӑшкӑрать, ҫӑварӗнчен пӑс мӑкӑрлантарать, кача пӳрнипе сухалӗ ҫине шӑнса ларнӑ пӑр шакӑрчисене хӑпӑтать. Хыҫалта, уҫӑлса хупӑнакан алӑк умӗнче пӑс явӑнать. Савӑл ҫапнӑ пекех, халӑх лӑк тулли.

— Кӗҫнерникун ҫапӑ касма кайма юрамасть! — Сассипе атамана хупласа хума тӑрӑшса, Иван Томилин кӑшкӑрса ячӗ. Вӑл хӗрелсе кайнӑ хӑлхисене лутӑркаса илчӗ. Хӑй артиллеристӑн кӑвак картузне тӑхӑннӑ, пуҫне кӑштах чалӑштарнӑ.

— Епле апла?

— Хӑлхуна татса пӑрахатӑн, тупӑҫӑ!

— Эпир ӑна вӑкӑр хӑлхи ҫӗлесе лартса паратпӑр.

— Кӗҫнерникун ҫур хутор улӑха утӑ турттарма кайма хатӗрленет. Эккей, калаҫаҫҫӗ те ҫав!..

— Вырсарникун каятӑн.

— Господа стариксем!..

— Мӗн калаҫмалли пур ӗнтӗ!

— Ырӑ ҫул пултӑр!

— Гу-у-у-у-у!..

— Ха-ха-ха-ха-ааа!..

— А-а-а-а-а!..

Старик Матвей Кашулин, лӑкӑш-лакӑш сӗтел урлӑ малалла пӗшкӗнсе, хӗремесленсе кӑшкӑрашма тытӑнчӗ, яка вӗрене туйипе Томилин тенкелне тӗртрӗ.

— Утӑ ӗҫне татах тӑсасшӑн-и!.. Асту-ха!.. Общество мӗн калӗ… Эсӗ ӗмӗртенех урлӑ тӑратӑн. Ҫамрӑк, ухмах халӗ эсӗ, шӑллӑм!.. Вӑт!.. Эх эсӗ!.. Вӑт…

— Эсӗ ху мӗн ватӑличченех кӳршӗрен ӑс кивҫен илсе пурӑнатӑн… — терӗ хулсӑр Алексей, хыҫалти ретрен пуҫне каҫӑртса. Унтан куҫӗсене мӑчлаттарса илчӗ, ҫӗвӗклӗ питҫӑмартине турткалантарчӗ.

Сухаласа пӑрахнӑ пӗр ластӑк ҫӗр пирки вӑл ултӑ ҫул хушши Кашулин старикпе хирӗҫсе пурӑнать, кашни ҫуркуннех хӗнет ӑна. Матвей Кашулин ун ҫӗрне ҫерҫи утӑмӗ пысӑкӑш кӑна тытса илнӗ, — куҫа хӗссе пӗрре сурнипех урлӑ каҫарма пулать.

— Шӑлна ҫырт, чӗтремек!

— Шел, инҫере тӑратӑн — кунтан алӑ ҫитерейместӗп, атту эпӗ сана пӗрре ҫапнипе сӑмсунтан юн кӳнӗ пулӑттӑм!

— Эсӗ-и вӑл, чӑлах хуллӑ мӑчӑлти куҫ!..

— Чарӑнӑр тетӗп! Ха, ҫыхланса кайрӗҫ!..

— Тухӑр авӑ картишне, унта тӳпелешӗр. Чӑнах.

— Пӑрах, Алексей, куратӑн, старик шӑрчӗсене тӑратрӗ, пуҫӗнчи ҫӗлӗкӗ йӑшӑлтатать.

— Тӗрменеччӗ вӗсене, ятлаҫакансене!..

Атаман чӗриклетсе илнӗ сӗтел хӑми ҫине чышкипе ҫапрӗ.

— Халех дежурнӑйсене чӗнетӗп! Ан шарланӑ пултӑр!

Ҫуйхашу, лӑпланса, хыҫалти рете куҫса кайрӗ те чарӑнса ларчӗ.

— Кӗҫнерникун, ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах, ҫапӑ касма тухмалла.

— Епле шутлатӑр, господа стариксем?

— Ырӑ сехет тӗлне килтӗр!

— Турӑ пулӑштӑр!

— Ку чухне стариксене питех итлемеҫҫӗ…

— Чим халӗ, хӑйсемех итлеме пуҫлӗҫ. Е управа тулаймӑпӑр-и? Ман Алексашка, хӑйне уйӑрса кӑларсан, ҫапӑҫма тытӑнчӗ, мана кӑкӑртан ярса илчӗ. Эпӗ ӑна ҫавӑнтах касса татрӑм. «Халех атаманпа стариксене евитлетӗп, халӑх ҫине кӑларса ҫаптарӑпӑр»… терӗм. Йӑвашланчӗ, ҫурхи шыв айне пулнӑ курӑк пекех ҫемҫелсе кайрӗ.

— Кунсӑр пуҫне тата, господа стариксем, станица атаманӗнчен распоряжени килчӗ, — атаман сассине улӑштарчӗ те пуҫне пӑркаласа илчӗ, тӑратнӑ мундир ҫухавийӗ унӑн янаххине хырса, майне касса кӗчӗ. — Ҫитес шӑматкун ҫамрӑксен станицӑна присягӑна каймалла. Каҫ пулнӑ ҫӗре станица правленийӗ умне ҫитнӗ пулччӑр.

Алӑк енчен юлашки чӳрече умӗнче, уксах урине тӑрна пек хутлатса, тӑхлачипе юнашар Пантелей Прокофьевич тӑрать. Мирон Григорьевич, тӑлӑпне йӳле янӑ та, чӳрече ани ҫинче ларать; куҫӗсене пӗркелентерсе, хӗрлӗ сухалӗ айӗн кулкалать. Унӑн кӗске те ҫутӑ куҫ тӗкӗсем пасарса мамӑкланса ларнӑ, шултра хӑмӑр куктӗррийӗсем сивӗ пирки юн тулнипе хӗрелсе-кӑвакарса кайнӑ. Вӗсем патӗнче, пӗр-пӗрне куҫ хӗссе, вӑрттӑн кулкаласа, ҫамрӑкрах казаксем кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ, ушкӑн варринче, кукшалса пыракан лаптак ӗнси ҫине кӗмӗл хӑюпа хӗреслентерсе тунӑ симӗс тӑрӑллӑ атаман ҫӗлӗкне пусса лартса, Пантелей Прокофьевичӑн тантӑшӗ — ватӑлма пӗлми, яланах антоновка улма пек хӗрелсе ҫӳрекен Авденч — хуторта «Брех» (суеҫӗ) тесе чӗнекен казак, чӗрне вӗҫҫӗн тайкаланса пӑхса тӑрать.

Тахҫан-ӗлӗк Авдеич Атаман полкӗнче лейб-гвардире пурӑннӑ. Службӑна вӑл Синилин хушаматпа тухса кайнӑ, таврӑнасса… Брех пулса таврӑннӑ.

Хутортан атаман полкне пуринчен малтан вӑл лекнӗ, вара ҫав казакпала тӗлӗнмелле улшӑну пулса тӑнӑ; ӳсессе вӑл пур каччӑ пекех ӳснӗ; мӗн пӗчӗкренпех кӑшт ухмахланасси пулнӑ унӑн, анчах та службӑран таврӑнсан, ҫав ухмахлӑх сӑрталла кустарса янӑ кӑстӑрмачӑ пекех ҫаврӑнма тытӑнчӗ; Брех хӑй патша керменӗнче службӑра пурӑнни ҫинчен тата Петербургра тӗлӗнмелле мыскарасем курса ҫӳрени ҫинчен ӗненмелле мар историсем каласа кӑтартма пуҫланӑ. Ӑнтан кайса итлекенсем малтанах ӑна ӗненнӗ, ҫӑварӗсене карса пӑрахса, мӗн каланине пурне те йышӑннӑ, кайран — Авдеич суеҫӗ иккенӗ, ун пек суеҫӗ хутор пуҫланнӑранпа та пулманни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ; унтан хӑйӗнчен куҫӑнах кулма тытӑннӑ, анчах та вӑл ниепле ӗненме ҫук тыттарса суйнине ҫынсем ҫавӑнтах сиссен те хӗрелмен (тен, хӗрелнӗ те пулӗ, анчах пичӗ яланах хӗрлӗ пулнипе палӑрман), суйма та пӑрахман. Ватлӑхри кунӗсенче пачах ухмахланса ҫитнӗ. Тӑрӑ шыв ҫине кӑларма тытӑнаҫҫӗ суйине — кӳренет, вӑрҫма кӗрсе каять, шарламаҫҫӗ, кулкаласа кӑна лараҫҫӗ пулсан — суйипеле ҫунса кӑна тӑрать, хӑйӗнчен мӑшкӑлланине те асӑрхамасть.

Хуҫалӑхра вӑл — тирпейлӗ те тӑрӑшса ӗҫлекен казак пулнӑ, пур ӗҫе те пуҫӗпеле шухӑшласа, хӑшпӗр чух чее меслетсемпе туса пынӑ, анчах халап хӑй атаман службинче пурӑнни ҫине кӗрсе кайсанах… кунта вара кашниех аллисене кӑна сарса янӑ, аллисемпе хырӑма тытса, вар-хырӑм хытиччен ахӑлтатса кулнӑ.

Акӑ тӑрать халь Авдеич пуху варринче, тӗпӗ ларнӑ ҫӑматтин кӗлли ҫинче тайкаланкаласа; кӗпӗрленсе тӑнӑ казаксем ҫине пӑха-пӑха илсе, хулӑн сассипе витерӳллӗн халап ҫаптарать.

— Ку чухнехи казаксем пӗтӗмпех темле имшеркке казаксем, вӗтӗ, ниме юрӑхсӑр. Хӑшне-пӗрне пӗрре сурнипех икӗ татӑк туса пӑрахма пулать. Ҫапла, сӑмахран илсен, — Авдеич, йӗрӗнчӗклӗн йӑл кулса, аттипе сурчӑк ҫине пусрӗ, — сӑмахран илсен, мана пӗрре Вешенски станицинче вилнӗ ҫынсен шӑммисене курма тӗл килчӗ, вӑт пулнӑ казаксем, пулнӑ-тӑк пулнӑ.

— Ӑҫтан чавса кӑлартӑн-ха эсӗ вӗсене, Авдеич? — ыйтрӗ ҫара питҫӑмартиллӗ Аникушка, кӳршине чавсипе тӗртсе.

— Ҫитес праҫнике хисеплесе те пулин суяс марччӗ санӑн, тантӑшӑм!

Пантелей Прокофьевич курпун сӑмсине пӗркелентерчӗ те хӑлхинчи алкине тытса туртрӗ. Суя чӑптине юратмасть вӑл.

— Эпӗ, тӑванӑм, ӗмӗрте те суймастӑп, — терӗ Авдеич ӗнентерӳллӗн, унтан сивчир тытнӑ пек чӗтресе тӑракан Аникушка ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ.

— Хам пултӑра валли пӳрт лартнӑ чух куртӑм эпӗ вӑл шӑмӑсене. Никӗс хума тытӑнтӑмӑр та масар шӑтӑкӗ чавса кӑлартӑмӑр. Унта авал Дон хӗрринче, чиркӳпе юнашар, масар та пулнӑ иккен.

— Мӗнех-ха вара вӑл шӑмӑсем? — кӑмӑлсӑррӑн ыйтрӗ Пантелей Прокофьевич, тухса кайма хатӗрленсе.

— Аллисем — во! — Авдеич хӑйӗн вӑрӑм аллисене хӑлаҫласа кӑтартрӗ, — пуҫӗ, — тупа туршӑн та суймастӑп — така хуранӗ пысӑкӑш.

— Санӑн, Авдеич, ҫамрӑксене ху Санкт-Петербургра разбойника епле тытни ҫинчен каласа кӑтартасчӗ луччӗ, — канаш пачӗ ӑна Мирон Григорьевич, тӑлӑпӗн аркине варкӑштаркаласа хускатнӑ чӳрече ани ҫинчен анса.

— Мӗн каласа памалли пур унта, — мухтанасшӑн мар пек пулчӗ Авдеич.

— Кала!

— Ыйтатпӑр!

— Кӑмӑл ту ӗнтӗ, Авдеич!

— Вӑл ӗҫ, тӗрӗссипе каласан, ак епле пулчӗ, — Авдеич, ӳсӗрсе илсе, шӑлавар кӗсйинчен табак хутаҫҫи кӑларчӗ. Кункрашкалантарнӑ аллаппийӗ ҫине пӗр чӗптӗм табак юхтарчӗ, табакпа пӗрле тухса ӳкнӗ икӗ пӑхӑр укҫана калла енчӗкӗ ӑшне ячӗ, унтан хӑйӗн итлекенӗсене телейлӗ куҫӗсемпе пӑхса ҫаврӑнчӗ. — Пӗр арестлесе лартнӑ усал ҫын крепӑҫран тухса тарнӑ. Унта-кунта шырама тытӑнчӗҫ — ҫук. Пӗтӗм власть ураран ӳкрӗ. Ҫухалчӗ, пачах ҫӗтрӗ — шабаш! Ҫӗрле мана караульнӑй офицер чӗнтерчӗ, кайрӑм… Ҫавӑ ӗнтӗ… Кай, тет, ихнее инператорское величество пурӑннӑ ҫӗре, сана… инператор хӑй пыма хушрӗ — тет. Эпӗ, паллах, хӑраса ӳкрӗм, кӗретӗп. Йӑрст тӑсӑлса тӑтӑм, вӑл, ыр кӑмӑллӑскер, мана хулпуҫҫирен лӑпкаса илчӗ те ҫапла калать: «Акӑ мӗн, Иван Авдеевич, пирӗн империшӗн чи хӑрушӑ усал ҫын тухса тарнӑ, тет. Ҫӗр витӗр, тух та, ҫавна шыраса туп, унсӑрӑн куҫ умне те ан курӑн!» — тет. — «Итлетӗп, ваше инператорское величество, юрӗ», — тетӗп. Ҫавӑ ӗнтӗ… хӳре вӗҫне туй килчӗ манӑнне, тӑвансем. Илтӗм хайхи эпӗ патша витинчен пӗр тройка чи вичкӗн урхамах, илтӗм те марш-марш! — Авдеич, чӗлӗмне туртса, сывлӑш ҫавӑрса илчӗ те, итлесе тӑракансен ансухланнӑ пуҫӗсем ҫине пӑхрӗ, хавхаланса кайса, хӑйӗн пичӗ тавра явӑнакан тӗтӗм пӗлӗчӗ ӑшӗнчен малалла калама тытӑнчӗ:  — Пӗр кун вӗҫтеретӗп, пӗр каҫ вӗҫтеретӗп. Пӑхӑсӑн, виҫҫӗмӗш талӑкра Мускав патӗнче хӑваласа ҫитрӗм хайхине. Кӳме ӑшне лартатӑп та теветкеле, килнӗ йӗрпех каялла. Ҫитрӗм ҫурҫӗр тӗлӗнче, пӗтӗмпех пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ хам. Ҫитрӗм те, тӳрех хӑй патне. Мана тӗрлӗ-мӗрлӗ княҫсемпе граф таврашӗсем кӗртесшӗн мар, а эпӗ пурӗ-пӗр кӗрсе кайрӑм. Да… Шаккатӑп. «Ирӗк парӑр, ваше императорское величество, кӗме ирӗк парӑр», — тетӗп. «Эсӗ мӗнле ҫын вара?» — тесе ыйтать. — «Ку эпӗ, Иван Авдеевич Синилин», — тетӗп. Асар-писер пуҫланса кайрӗ шалта, — илтетӗп, хӑй кӑшкӑрать: «Марея Федоровна, Марея Федоровна! Тӑр хӑвӑртрах, лартса яр сӑмавар. Иван Авдеевич килчӗ!» — тет.

Аслати авӑтнӑ пек кулӑ кӗрлесе кайрӗ хыҫалти ретсенче. Вӑрланӑ тата ҫӗтсе юлнӑ выльӑх-чӗрлӗх ҫинчен панӑ пӗлтерӗве вуласа тӑракан писарь, «сулахай ури пакӑлчак таран шурӑ», теме ӗлкӗрчӗ те, малалла вуласа пӗтереймесӗрех, кулӑпа чыхӑнса кайрӗ. Атаман, ахӑлтатупа хумханакан ушкӑн ҫине тинкерсе, мӑйне хур аҫи пек тӑсса ячӗ.

Авдеич ҫӗлӗкне тытса туртрӗ, питне шӑмарса, сапаланчӑк куҫӗсемпе пӗр ҫын ҫинчен теприн ҫине пӑхма тытӑнчӗ.

— Тӑхтӑр!

— Охо-ха-ха-ха!..

— Ай, чӑтма та ҫу-у-ук!..

— Ыхы-хы-хы-хык!..

— Авдеич, кукша йытӑ, ох-ох!..

— «Ларт сӑма-а-вар. Авдеич килчӗ!» Калать те ӗнтӗ… Пуху саланма пуҫларӗ. Пӗр вӗҫӗмрен вӑрӑммӑн йынӑшса тӑраҫҫӗ крыльцан шӑнса ларнӑ хӑма картлашкисем. Правлени умӗнчи таптаса такӑрлатнӑ юр ҫинче Степан Астаховпа тепӗр ҫӳллӗ те вӑрӑм туналлӑ казак — ҫил арманӗ хуҫи, ӑшӑнас тесе, пӗр-пӗринпе кӗрешсе тӗрмешеҫҫӗ.

— Пуҫ урлӑ чикелентер ӑна, мирошнике! — ӑс параҫҫӗ вӗсем тавра пухӑннӑ казаксем. — Силлесе кӑлар ун пуҫӗнчи хывӑха, Степка!

— Ик аллупа та хул айӗнчен ярса ан тыт эсӗ! Питех те ӑс ҫитеретӗн иккен! — ҫерҫи пек сиккелесе, вӗткеленет Кашулин старик, хӗрсе кайнипе хӑйӗн кӑвакарнӑ сӑмси вӗҫӗнчен именчӗклӗн темӗн пысӑкӑш ҫутӑ тумлам ҫакӑннине те асӑрхаймасӑр.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех