Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хулсӑр сăмах пирĕн базăра пур.
Хулсӑр (тĕпĕ: хулсӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хохолсене ислетрӗмӗр, — мирлӗн ответлерӗ хулсӑр Алексей, питҫӑмартипе куҫне сиклентерсе.

— Хохлов били, — мирно ответил безрукий Алексей и подморгнул щекой и глазом.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хулсӑр Алексей — арман картишӗ варринче.

Безрукий Алексей — посреди двора.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дарья Митька Коршунова ҫурса антарнӑ шупка-кӗрен ҫанӑллӑ Таврида ҫынни туртапа туртса янине, унтан ҫавӑнтах, чӗрпеленсе пӗтнӗ туртине кӑларса ӳкерсе, ҫӗре чикеленсе кайнине курчӗ: ӑна хулсӑр Алексей, хӑйӗн тӑхлан пек йывӑр чышкипеле ӗнсерен тӑрӑнтарса, ура кӗллипе ислетме пуҫларӗ.

Дарья видела, как Митьку Коршунова подкосил оглоблей тавричанин в расшматованной розовой рубахе и сейчас же упал навзничь, выронив расщепленную оглоблю, а на него ступил безрукий Алексей, прислонивший к тавричанскому затылку свой кулак-свинчатку.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хулсӑр Алексей калиткере такам пырса пӑрахнӑ тилхеперен чӑлханса ӳкрӗ; сиксе тӑчӗ, татӑк сулахай хулӗн пушӑ ҫаннине хырӑмӗ ҫумне хӗстерсе тытса, пӗрлешсе ларнӑ урапа туртисем урлӑ сике-сике каҫрӗ.

Безрукий Алексей упал в калитке, запутавшись ногами в брошенных кем-то вожжах; вскочил, запрыгал через сомкнутые дышла повозок, прижимая к животу холостой левый рукав.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Иртсе пыратчӗ хулсӑр Алеша Шамиль, ҫаврӑнса пӑхрӗ, куҫне хӗскелесе тӑчӗ те чӑртмах сухалне кулӑпа сирсе уҫрӗ: Степан хӑйӗн законнӑй арӑмне мӗншӗн эпеклени питех те паллӑ.

Шел мимо безрукий Алешка Шамиль, поглядел, поморгал и раздвинул кустистую бороденку улыбкой: очень даже понятно, за что жалует Степан свою законную.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл пӗр хулсӑр пулин те, чышкӑлла ун пек ҫапӑҫакан хуторта та ҫук.

Хоть и безрукий, а первый в хуторе кулачник.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Асли, хулсӑр Алексей, варринче пырать.

Старший, безрукий Алексей, шел в середине.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех