Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Халех сăмах пирĕн базăра пур.
Халех (тĕпĕ: халех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна халех тытаҫҫӗ, Романовка слободкине илсе кайса алли-урисене ватаҫҫӗ, унтан пӗчӗк акробат тӑваҫҫӗ.

Сейчас его схватят, заткнут тряпкой рот и унесут куда-нибудь на слободку Романовку, где будут выворачивать руки и ноги, превращая в маленького акробата.

XXV «Мана вӑрларӗҫ» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Ӑҫта халех ҫӑвара чикетӗн?

— Куда же ты тянешь в рот.

XXIII. Гаврик пичче // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Акӑ халех чӗре ҫурӑлать те, вӑл шыв тӗпнелле путать.

Вот-вот разорвется сердце, и он пойдет ко дну.

XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Юлашки хут кӗрсе тухнӑ чухне вӗсен кухарки, Дуня, халех килмелле, тесе пӗлтернӗччӗ.

В прошлый раз их кухарка Дуня сказала, что скоро вернутся.

XIV. «Кӗҫӗн чинсем» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Лар та халех ун патне каятпӑр.

 — Садись и едем к нему немедля.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Паллах ҫаксем ҫеҫ курӑнчӗҫ, чӑннипе каласан, хам ача чухнех тавҫӑрса илейми доктор, ман пата килет, куҫлӑхне ҫамки ҫине ҫӗклетнӗ, халех ман чӗлхене е хӑлхана пӑхассӑн туйӑнчӗ.

Но всё это, разумеется, был только мираж, а на деле прежний загадочный доктор моего детства шёл ко мне, подняв очки на лоб и собираясь, кажется, взять меня за язык или заглянуть в ухо.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халех, — терӗ телефонистка.

— Сейчас… — сказала телефонистка.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ, Дуня, каласа парап та, халех тухса каятӑп, тупата туршӑн.

— Я, Дунечка, расскажу и сейчас же уйду, святой истинный крест!

X. Килте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Мӗншӗн халех?

Почему немедленно?

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Алӑ пусрӑм та телеграма уҫрӑм: «Халех Архангельска тухса кайӑр ҫитнине пӗлтерӗр Лопатин».

Я расписался и вскрыл телеграмму. «Немедленно выезжайте Архангельск прибытие сообщите Лопатин».

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халех ҫырса ярӑп ӑна эпӗ.

Я сейчас же напишу ему.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Катя, халех Ленинградран тухса кайӑр, — тесе ҫырнӑччӗ шултӑра саспаллисемпе васкавлӑн. —

«Катя, немедленно уезжайте из Ленинграда, — было написано крупно, торопливо. — 

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ Розалия Наумовнӑна халех Бертӑна Ленинградран илсе кайма канаш патӑм.

и я советовала Розалии Наумовне немедленно увезти её из Ленинграда.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир халех, нимӗн тӑхтамасӑр тухса утас терӗмӗр.

Мы решили немедленно выдвигаться.

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Апла пулсан, ӳлӗме ан хӑвар, халех тухса кай.

— Тогда уж не откладывай, быстрей собирайся.

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ӑна эп, епле пулсан та, халех Мускава ҫитерме шут тытрӑм.

Я решила тотчас же привезти его в Москву.

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пропуска тыттарнӑ чух, вӑл мана халех, ырана хӑвармасӑр, тухса кайма канаш пачӗ, асӑрханма хушрӗ, унтан, чи кирли, ҫитнӗ-ҫитменех каялла килмелли ҫинчен астутарчӗ.

Вручая мне пропуск, он посоветовал ехать сейчас же, не откладывая на завтра, и быть осторожнее, а главное, не задерживаться там…

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Халех каятӑп, — терӗм эп, — Ҫурт.

— Я сейчас же туда поеду, — объявила я. — Дом.

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тен, кирлӗ пулсан, пире халех те…

Может, если понадобится, нас сейчас же…

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпир халь хул-ҫурӑма та тивӗҫлӗ пек сарайман, хамӑр вӑй-хӑватӑн чӗрӗкне те кӑтартайман, вӑл пур халех каюра пек ик уран тӑрать, хӑй ҫапах Мускавалла кармашать…

Мы-то еще плечи не расправили, четверть силы не показали, а он уж на цыпочки вытянулся, чтобы до Москвы дотянуться, достать…

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех