Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Фомин (тĕпĕ: Фома) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Фомин ҫапла сасартӑк улшӑнасси отряд командирӗ Вешенскинчен илнӗ хыпартан пуҫланчӗ: унта Дончека политбюровӗ кӳршӗллӗ Усть-Медведица округӗнчи Михайловка ялӗнче хурал батальонӗнчи боецсем хӑйсен командирӗ Вакулин ертсе пынипе восстани пуҫлани ҫинчен кӗскен пӗлтернӗ.

Перемена в характере Фомина совпала с сообщением, полученным командиром отряда из Вешенской: политбюро Дончека коротко информировало о том, что в Михайловке, соседнего Усть-Медведицкого округа, восстал караульный батальон во главе с командиром батальона Вакулиным.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӑйне эскадронри казаксенчен кам та пулин кӑмӑшка пурри тата ӗҫкӗ пуласси ҫинчен систерсен, Фомин эскадрон комиссарӗпе политрукран вӑрттӑн вӗсен хваттерӗсене те кайса ҫӳрерӗ.

Тайком от комиссара и политрука эскадрона Фомин захаживал и на квартиры к знакомым казакам-эскадронцам, когда ему сообщали, что есть самогон и предстоит выпивка.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Фомин хӑйсен умӗнче ним намӑс-симӗсне пӗлмесӗр ирӗклӗ тыткаланине хӑнӑхнӑ боецсем урамра-мӗнре аттине ҫап-ҫутӑ тасатнӑ командирне курсан, пӗр-пӗрне чеен куҫ хӗскелесе каларӗҫ:

Бойцы, с которыми Фомин держал себя запанибрата, завидев вечером на улице своего командира в ярко начищенных сапогах, понимающе перемигивались, говорили:

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫар пурнӑҫӗн кулленхи чӑрмавӗсенчен каннӑ май, Фомин унта май килнӗ таран йӑпанса-илӗхсе пурӑнчӗ.

Отдыхая от тягот военной жизни, Фомин развлекался в Казанской как мог.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тип Донец сали ҫывӑхӗнчи ҫапӑҫура Яков Фомин командир пулса ертсе пынӑ Вешенски эскадронӗ, флангран пырса ҫапса, повстанецсен пысӑк ушкӑнне лӑскаса тӑкнӑ, лешсем тарма тытӑнсан, хыҫран хӑваласа кайса, ҫӗр ҫитмӗл ҫынна яхӑн хӗҫпе тураса тӑкнӑ, хӑйсенне пӗтӗмпе те виҫӗ боец кӑна ҫухатнӑ.

В бою на подступах к селу Сухой Донец вешенский эскадрон под командованием Якова Фомина атаковал цепи повстанцев с фланга, смял их, обратил в бегство и вырубил при преследовании около ста семидесяти человек, потеряв всего лишь трех бойцов.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӗсем виҫӗ квартал утса иртрӗҫ, унтан Фомин чарӑнса тӑчӗ.

Они прошли три квартала, и Фомин приостановился.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Фомин округри лару-тӑру ҫинчен, хӑй округ пуҫлӑхӗсемпе, унтан тата Шахаев окрвоенкомпа лайӑх пурӑнни ҫинчен каласа пама тытӑнчӗ.

Фомин заговорил о положении в округе, о своих взаимоотношениях с окружным начальством и с окрвоенкомом Шахаевым.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорие чавсинчен тытса, Фомин кӑштах пӗшкӗнчӗ, пӑшӑлтатса каларӗ:

Взяв Григория под локоть, слегка наклонившись, Фомин шепнул:

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Фомин шелленӗ пек пуҫне пӑркаласа илчӗ, хаш! сывласа каларӗ:

Фомин сожалеюще покачал головой и вздохнул:

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Килтех пурӑнас тетӗн-и? — ыйтрӗ Фомин, Григорий ҫине хӑяккӑн пӑхса илсе.

Фомин, искоса посматривая на Григория, спросил: — Думаешь дома жить?

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ун патнелле Петропа пӗр полкра службӑра ҫӳренӗ Яков Фомин — Дон ҫарӗнче пӑлхав тунӑ 28-мӗш полк командирӗ пулнӑскер — утса килет.

К нему подходил Яков Фомин — однополчанин Петра, бывший командир мятежного 28-го полка Донской армии.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Йӗнер пӗкечи ҫумне лӑпчӑннӑ Фомин, кӗмӗл тусанӗ пек юра мӑкӑрлантарса, тӑвайккинелле анса ҫухалчӗ.

Фомин, припавший к луке, скрылся под горой, оставив за собой серебряный дымок снежной пыли.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чиркӳ хыҫӗнчен бурка тӑхӑннӑ Фомин хура мӗлкеллӗ ҫавраҫил пек вирхӗнсе тухрӗ.

Он видел, как Фомин, в бурке, черным вихрем вырвался из-за церкви.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Григорий Мелехов пиччӗшне арестлеме кирлех-и. Фомин уншӑн хытӑ тӑрать.

— Брата Григория Мелехова арестовывать вряд ли есть смысл. За него горой стоит Фомин.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Вӑл хамӑр ҫын, Фомин тӗкӗнме каламарӗ ӑна.

— Это наш человек, Фомин просил его не трогать.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ну, мӗн чӗнмесӗр ларатӑн? — хуптӗрлеме тытӑнчӗ Фомин, сӗтел урлӑ кармашса.

Ну чего же ты? — наседал Фомин, перегибаясь через стол.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Фомин майӗпен калаҫса ларнӑ хушӑрах ҫав тери хӑвӑрт тапӑнма пуҫларӗ те, Петро пӗр хушӑ ҫухалса кайрӗ, питне палӑрмаллах юн пырса ҫапрӗ.

Фомин так быстро перешел от медлительной речи к натиску, что Петро на минуту растерялся, кровь заметно кинулась ему в лицо.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Фомин хӑйне пурте унран хӑйӗнчен килекен хуҫа пек тытать.

Фомин чувствовал себя хозяином положения.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Тем-ха курӑнмастӑн эс, тӑванӑм, — чарса хунӑ чакӑр куҫ хӳрипе Дарья ҫине ясаррӑн пӑха-пӑха илсе, сӑмахӗсене килӗшӳллӗ хулӑн сасӑпа тӑсарах каларӗ те Фомин, мӑйӑхне мӑнкӑмӑллӑн пӗтӗрме пуҫларӗ.

— Ты что-то, односум, и глаз не кажешь, — говорил Фомин протяжно, приятным баском, искоса поглядывая на Дарью широко поставленными голубыми глазами женолюба, и с достоинством закручивал ус.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Фомин чӑнахах килӗнче-мӗн.

Фомин действительно оказался дома.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех