Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ҫемьере шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса савӑнни ҫук санӑн.
XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл нимӗн сӑлтавсӑр савӑнни чуна вӗчӗрхентерет.
4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Унпа пӗрлех юлашки тӗл пулнишӗн савӑнни ҫумне юлашки ҫапӑҫура ҫӗнтернин савӑнӑҫӗсем пӗрлешрӗҫ, ҫавна пула та Юргин хӗвел ҫутинчи алмаз пекех ялкӑшрӗ…
XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Мана ҫапла пек туйӑнать: эпӗ хама тасатрӑм пек, калас пулать, хамӑн чун-чӗрере йӗрке турӑм пек, ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ мӗншӗн савӑнни… ну, епле ӑнланмалларах калас сана…
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пире пурнӑҫ ҫапла вӗрентет: савӑнма юрать, анчах манма юрамасть — ытлашши савӑнни ҫынсене ӳсӗртсе ярать, час-часах ҫавӑн пек ӳсӗр чухне хӑшпӗр ҫынсен пуҫ ҫаврӑнма пуҫлать — ну пачах кӑмӑла кайман япала… тата хӑрушӑ япала.
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Ҫынсене юратни, вӗсене хисепе хуни вӑл — питех те лайӑх пахалӑх, — терӗ Кондратьев, хут ҫинче кӑранташпа чӗркелеме пӑрахмасӑр, — анчах эпӗ ҫапла шутлатӑп: ытлашши савӑнни сана курми тӑвать.
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Жунь-ту ман умра тӑрать, унӑн сӑнӗнче савӑнни тата пӑлханни сисӗнет.Лицо Жунь-ту выражало и радость и печаль, он стоял передо мной.
Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.
Карап курнипе, уйрӑмах — Англи карапне курнипе савӑнни, часах хамӑр ҫӗршыв ҫыннисене (апла пулсан, туссене) курӑп тесе савӑнни темӗнрен те вӑйлӑ пулчӗ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫапла шухӑшласанах манӑн савӑнни таҫта кайса кӗчӗ.Как только я подумал об этом, мои восторги тотчас же остыли.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ахальтен мар ҫав ваттисен сӑмахӗнче: «Халӑхпа нуша курни вӑл туйра савӑнни», теҫҫӗ.Недаром говорит пословица: «На миру страдать, что на свадьбе гулять».
III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Савнӑ ҫынсем ятлаҫни вӑл савӑнни кӑна пулать, — систерсе хучӗ Цанко килӗштерттерес кӑмӑлпа.— Милые бранятся, только тешатся, — заметил Цанко примирительно.
ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Соловцов унта Катерина Васильевна ӑна юратасса нихҫан та ӗмӗтленменни, хӑй ӑна хӑш чухне кӑна курнишӗн те савӑнни, ҫавӑнпа хӑйне телейлӗ туйни, ахаль ҫеҫ, калаҫмасӑр курнишӗн те телейлӗ туйни ҫинчен ҫырнӑ; халӗ ӗнтӗ эпӗ ҫав телейсӗрех тӑрса юлтӑм, ҫапах та эпӗ, телейсӗр пулсан та, телейлӗ тенӗ вӑл, ним те ыйтман, ним тӑвасси килни ҫинчен те каламан.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Нумай вӗреннӗ арҫын хӑй паллашма ӗмӗтленнӗ май Кирсанова питӗ кӑмӑллӑн кӗтсе илчӗ; пуканне хӑех шутарса, ӑна ларма сӗнчӗ, сигара туртса яма сӗнчӗ, вара хӑй «сирӗнпе, Александр Матвеевич», паллашма тӳрӗ килнӗшӗн питӗ савӑнни ҫинчен каларӗ, мӗншӗн тесен «эсир, Александр Матвеевич» патшалӑха питӗ кирлӗ медицинӑна илемлетсе тӑракан ҫын иккен; тата ыт те.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ачасем пулнӑ пулсан, татахчӗ хуть; ун чухне хамӑр уйрӑлсан, вӗсен шӑпи мӗнле пулса каясси ҫинчен нумай шухӑшлама тиветчӗ: вӗсен шӑпи начар енне улшӑнать пулсан, вӑл апла ан пултӑрччӗ тесе, темле вӑй хума тӑрӑшма та юрать, результат вара — ху юратакан ҫынсен лайӑх шӑпине сыхласа хӑварас тесе тунӑ ӗҫсемшӗн савӑнни, — ҫак результат темле пысӑк вӑй хурса асапланнине те мантарса савӑнтарать.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫавӑнпа та ӗнтӗ вӑл совет влаҫне хирӗҫ, ҫавӑнпа та вӑл кастарнӑ вӑкӑр пек кичем пурӑнать: пурнӑҫне туни те, мӗн тунипе ӳсӗрӗличчен савӑнни те ҫук унӑн, акӑ мӗне пула халӗ уншӑн Половцев хӑй арӑмӗнчен те ҫывӑхрах, тӑван ывӑлӗнчен те тӑванрах.
14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл хӑйне нумайччен мӗн асаплантарни, хӑй мӗнрен вӑтанни, хӑй ӗлӗкрех мӗнпе савӑнни, телейлӗ пулни ҫинчен, хӑй мӗншӗн кайран сасартӑках тарӑн шухӑша ӳкни, иккӗленме пуҫлани ҫинчен — йӑлтах питӗ тӗплӗн пӗлтерчӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ хам ӑшӑмра тӑрана пӗлми непсӗм пуррине туятӑп, ҫул ҫинче мӗн тӗл пулнине йӑлтах хыпса ҫӑтатӑп: ҫынсем асапланнипе савӑнни ҫине эпӗ хам кӑмӑлӑма ҫырлахтарас тесе кӑна пӑхатӑп, хам чун хавалне упраса усрама пулӑшакан ҫимӗҫ ҫине пӑхнӑ пек пӑхатӑп.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кичемленмешкӗн те, хавасланмашкӑн та сӑлтав ҫук пулсан, вӑл та, ку та ывӑнтарать, ҫинчен тата хӑвна кичем тытни ҫын хушшинче ытла кулӑшла тухать, ытлашши савӑнни те лайӑх мар…
Майӑн 23-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Халь кӑна савӑнни ҫавӑнтах иртсе кайрӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Юлашкинчен вӑл ашшӗ патне тавӑрӑннине кӑтартнӑ; ырӑ старик ҫав калпакпах, ҫав шлафрокпах; старик ывӑлне хирӗҫ чупса тухать; аскӑн ывӑлӗ чӗркуҫҫи ҫинче тӑрать; хыҫалта повар ҫитерсе мӑнтӑрлатнӑ пӑрӑва пусать, аслӑ пиччӗшӗ чурисенчен килте мӗн пирки савӑнни ҫинчен ыйтса пӗлет.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936