Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Раксем (тĕпĕ: рак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Апла мар, тӑванӑмсем, кӑть-кать пурӑнкалӑп та сирӗнпе, тухса кайӑп хамӑр пата, хутора; раксем тытса, хохол ачисене вӗрентсе пурӑнӑп вара унта.

Нет, братцы, поживу с вами еще немного и уеду к себе на хутор, и буду там раков ловить и хохлят учить.

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Тинӗс тӗкӗр пек тикӗс чухне, чулсем хушшинче шурӑ хумсем сиккелесе выляман вӑхӑтра, Пепе пӗр-пӗр чул ҫине пырса ларать те, ҫивӗч куҫӗпе тӑрӑ шыв ҫинелле пӑхать: унта, хӗрлӗрех тӗслӗ шыв курӑкӗсем хушшинче, пулӑсем ярӑнса ишеҫҫӗ, пӗчӗк раксем хӑвӑрттӑн вӗлтлетеҫҫӗ, краб хӑяккӑн йӑраланса иртет.

А когда море спокойно, как зеркало, и в камнях нет белого кружева прибоя, Пепе, сидя где-нибудь на камне, смотрит острыми глазами в прозрачную воду: там, среди рыжеватых водорослей, плавно ходят рыбы, быстро мелькают креветки, боком ползет краб.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Эсӗ каҫченех раксем тытрӑн, вӗт.

А сам до сумерек раков ловил.

12-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир шыв хӗрринелле антӑмӑр та Пролома ҫити иртрӗмӗр, ҫавӑн тӗлӗнче ӗнтӗ шалпар йӗмлӗ пӗр ырханкка хура ача какай вырӑнне сенкер раксем тытатчӗ.

Мы спустились к реке и прошли до Пролома, подле которого худенький чёрный мальчик в широких штанах когда-то ловил голубых раков на мясо.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Раксем, чӑшӑлтатса, хӑйсен сарӑлнӑ хаччисене чӗтретсе ҫӳлелле тӑсаҫҫӗ.

Раки, шурша, протягивали вверх свои клешни, судорожно разинутые, как ножницы.

XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Раксем!

Куҫарса пулӑш

Раки!

XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Раксем!

— Раки!

XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Кунта, чӑнах, шӑкӑр-макӑр раксем ҫеҫ, Энскра лайӑххисемех пурччӗ!

Здесь вообще была мелочь, — в Энске вот были раки!

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сӗрекепе рак тытса кӑларсан Катя кулкалама пӑхрӗ, эпӗ ӑна рак мӗнле тытмалли ҫинчен пӗр пӗчӗк лекци вуласа патӑм, пуринчен ытла ҫӗрӗшнӗ какая хыпакан сенкер раксем ҫинчен каласа патӑм.

Катя стала смеяться, когда я вытащил его из воды вместе с сеткой и прочёл небольшую лекцию о ловле раков, в частности голубых, которые идут исключительно на гнилое мясо.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Култармӑш! — сакӑр сехет ирпе мӗнле раксем пулччӑр, ирпе кам рак тыттӑр!

Кто же в восьмом часу ловит раков?!

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Шыв хӗрринчи лутра хӑвалӑх хӳттинче пӗр ҫарамас ача вӗтӗ сӗрекепе раксем тытатчӗ.

Вдоль низкого, осенённого ракитами берега голый, синий от холода мальчик тянул сетку — ловил раков, чудак!

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ кун ирттӗр те ҫӗр ирттӗр тенӗ пек кӑна пурӑнтӑм, пирус сутрӑм, сарӑ, симӗс, сара раксем тытрӑм, — сенкер раксем пурпӗрех пӗрре те лекмерӗҫ.

Я просто жил день за днем, торговал папиросами и ловил раков, желтых, зеленых, серых, – голубой так и не попался ни разу.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Раксем те халӗ (эпир ҫав раксемпе кӑна пурӑнкалатпӑр) шӑтӑксене кӗре-кӗре выртрӗҫ.

и даже раки, которые за последнее время стали серьезным подспорьем в нашем хозяйстве, забились в норы

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Раксем ҫинчен шухӑшлама-и мана ун чухне!

Но тут было не до раков!

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫырма хӗрринчен кӑшкӑрнӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ, эпӗ вара каялла, хам раксем тытнӑ вырӑналла, вӗҫтертӗм.

Но вот с берега донеслись голоса, и я бросился назад, к тому месту, где ловил раков.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пурте вӗсем яланхи пекех пысӑках мар хура раксем, — хупахра ун пеккисене мӑшӑрне пӗр пус параҫҫӗ.

Обыкновенные черные раки, не очень крупные, – в пивной за таких платили копейку пара.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑвайт сӳнсен те, хам тытса купаланӑ раксем хушшинче пӗр сенкер рак та ҫуккине аванах куртӑм эпӗ.

но и без костра я видел очень ясно, что среди раков, которых я натаскал уже немало, не было ни одного голубого.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пирӗн юханшывӑн тӗпӗ тӗрлӗ тӗслӗ, раксем те тӗрлӗ тӗслисем — хурисем, симӗссисем, саррисем — ҫакланаҫҫӗ.

В нашей реке разноцветное дно, и раки попадались разноцветные – черные, зеленые, желтые.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех