Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӑс сăмах пирĕн базăра пур.
Пӑс (тĕпĕ: пӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Укҫа мар, пӑс пулать.

Дулю мне под нос, а не гроши.

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

— Тӑрат ӑна, пире хӑна тутӑр, — терӗ хӑрах куҫли, вут патӗнче вӑл хӑйӗн тӑлисене типӗтме тытнӑччӗ, тӑлисенчен пӑс та шӑршӑ тухать.

— Подними ее, пусть угостит нас, — сказал одноглазый, сушивший у огня свои обмотки, от которых поднимался пар и шел тяжелый запах.

XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Лешӗ сиккипе пырать, сӑмси шӑтӑкӗнчен пӑс мӑкӑрланса тухать.

Тот летел галопом, и из его ноздрей вырывались клубы пара.

ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӑс ҫинче пӗҫер те ҫи ӗнтӗ, чӑмласа ҫемӗҫтерейрес ҫук эп ӑна, шӑлсем пӗтнӗ ман.

Приготовь-ка его на пару да съешь, он мне все равно не по зубам.

Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.

Хӗрарӑмӗсем пӑс ҫинче пӗҫернӗ купӑстапа рис илсе тухаҫҫӗ.

Женщины несли окутанные облаком горячего пара черные сушеные овощи и Желтоватый рис.

Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.

Эсӗ, старик, пухӑва ан пӑс, Давыдова калама пар, пуху хыҫҫӑн ман пата кайӑпӑр та, унта тул ҫутӑличченех калаҫӑпӑр.

Ты только собрание не затягивай, старик, дай высказаться Давыдову, а после собрания пойдем ко мне и будем с тобой гутарить хоть до рассвета.

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эсӗ сӑмахсене хӑв пӗлнӗ пек ан пӑс.

— Ты не искажай слова, как тебе вздумается!

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Икӗ талӑк хушши пынӑ калама ҫук вӑйлӑ ҫумӑр Гремячий таврашӗнчи сӑртлӑхсене, ирсерен шуранка пӑс чатӑрӗ карса илен ҫӗртме пуссисене питӗ хытӑ шӳтерсе ҫурӗ.

В течение двух суток щедро мочившие гремяченские бугры, зябь, задернутую по утрам белесым пологом пара.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сухаласа тӑкнӑ уйсем ҫийӗнче, ҫӳлте — хӗвел вылять, сӗт пек шап-шурӑ пӑс йӑсӑрланать.

Над пашнями — солнце, молочно-белый пар.

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫӗмрӗк кантӑкран уҫӑ ҫил вашлатса кӗрсе тулчӗ, шап-шурӑ пӑс, ҫавраҫил пек ҫаврӑнса, йӑсӑрланма пуҫларӗ.

В пробоину хлынул свежий ветер, смерчем закружился белый пар.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Яриех уҫса пӑрахнӑ алӑк анинчен, табак тӗтӗмӗпе хутшӑнса, тулалла пӑс йӑсӑрланса тухать.

Из жерла настежь распахнутых дверей вылетал пар, мешаясь с табачным дымом.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Шуйттансем ӑна тӗпсӗр шӑтӑка анса каймалли вӑрӑм та яка валака хураҫҫӗ; шӑтӑкран кӑвак пӑс йӑсӑрланса тухать, хӗрлӗ хутран тунӑ ҫулӑм чӗлхисем ҫӗкленеҫҫӗ, хӗрӗ вара, тӗкӗрӗ-шлепки-мӗнӗпех месерле выртса, валак тӑрӑх ҫав шӑтӑка анса каять.

Черти кладут ее в длинный гладкий желоб, который круто опускается в яму среди пещеры, из ямы идет серый пар, поднимаются языки огня, сделанного из красной бумаги, и девушка, вместе с зеркалом и шляпой, съезжает на спине по желобу в эту яму.

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Пылчӑклӑ урам кӗтессисенче темле кӑмакасем лараҫҫӗ, вӗсенче тем пӗҫереҫҫӗ, тӑвӑр трубаран тухакан пӑс, труба вӗҫне ҫитсен, шӑхлич пек шӑхӑрса ярать.

На углах грязных улиц стоят какие-то печи или жаровни, в них что-то варится, пар, вырываясь по тонкой трубке на воздух, свистит в маленький свисток на конце ее.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Унӑн лапчӑнса пӗтнӗ хупӑлчи витӗр выляса тухакан пӑс ача хулпуҫҫине ӑшӑтать.

Озорниковатая струйка пара, выбиваясь из-под измятой крышки, касалась его плеча.

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Пӑс кӑларса тӑракан йывӑр та катмар пӑрахутсем ҫухӑраҫҫӗ, чашкӑраҫҫӗ, ассӑн сывлаҫҫӗ, вӗсем кӑларакан кашни сасӑрах палубӑсем тӑрӑх шуса ҫӳрекен, тарӑн трюмсене хӑйсен чура ӗҫӗ панӑ ҫимӗҫсемпе тултаракан ҫынсен кӗл тӗслӗ, тусанлӑ кӗлеткийӗсенчен кулса мӑшкӑллани сисӗнет.

Стоя под парами, тяжелые гиганты-пароходы свистят, шипят, глубоко вздыхают, и в каждом звуке, рожденном ими, чудится насмешливая нота презрения к серым, пыльным фигурам людей, ползавших по их палубам, наполняя глубокие трюмы продуктами своего рабского труда.

Челкаш // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Юханшывран, ҫине вӗрекен шыв сапнӑ пек, шурӑ пӑс хӑпарса тӑрать.

Река, словно ее налили кипятком, курилась белым паром.

20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Ак сана, ак сана!» — тет мӑлатук, анчах тимӗр ҫиленнӗ пек пулса, тимӗрҫӗ ҫине хӗлхемӗсене сирпӗтрӗ, унтан пӗкӗ пек авӑнчӗ, хура чие пек пулчӗ, каярахпа, шыв пичкине ярсан, чашкӑрса ячӗ, пӑс вӑркӑнса тухрӗ те — лаша таканӗ пулса та тӑчӗ.

«Так тебе, так тебе!» — выговаривал молот, но змейка, точно сердясь, обсыпала кузнеца колючими искрами, потом согнулась в дугу, стала темно-вишневой и наконец, когда ее сунули в бочку с водой, зашипела, выбросила клубочки пара и превратилась в дужку подковы.

2-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӗр ҫийӗн шурӑ пӑс ҫӗкленсе, ҫаранпа ҫырма ҫийӗн сарӑлать.

Из земли поднялись белые пары и разостлались по лугу и по реке.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хун-хура суха пуссисем ҫийӗн, сывлӑша исленсе ирӗлнӗ ҫӗр шӑршипе тултарса, ҫӑмӑл пӑс вӗлтӗртетет, — ҫуркуннен уҫӑ, йӑпшӑнчӑк та ӳсӗртсе яракан хӑватлӑ шӑрши, ӑна хулари темӗн чухлӗ шӑршӑ хушшинче те ҫӑп-ҫӑмӑллӑнах уйӑрса илетӗн.

Над черными нивами вился легкий парок, наполнявший воздух запахом оттаявшей земли, — тем свежим, вкрадчивым и могучим пьяным запахом весны, который даже и в городе узнаешь среди сотен других запахов.

IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Пӑс хуранӗсене Раҫҫее ӑсатнӑ хыҫҫӑн Крылов Лондона каять.

Отправив на Родину котлы, Крылов переехал в Лондон.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех