Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вара вӑл халӑх патне чупса тухнӑ та кӑшкӑрса янӑ: 18. пире чурасем улталарӗҫ; пӗр еврей арӑмӗ Навуходоносор патшанӑн килне мӑшкӑл турӗ, акӑ ӗнтӗ Олоферн урайӗнче выртать, унӑн пуҫне касса илнӗ.
Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вагой вара, Олоферн патӗнчен тухса, Иудифь патне кӗнӗ те каланӑ ӑна: ытарайми ҫамрӑк хӗрарӑм, манӑн хуҫамӑм патне пыма, ун умӗнче чыс курма, пирӗнпе пӗрле савӑнса эрех ӗҫме килӗшсемччӗ, ҫак кун Навуходоносор килӗнче тӑракан хӗрсем пек, Ассур ывӑлӗсен пӗр хӗрӗ пек, пулсамччӗ, тенӗ.
Иудифь 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ ху каланӑ пек тусассӑн, санӑн Турру манӑн Туррӑм пулӗ; эсӗ Навуходоносор патша ҫуртӗнче пурӑнӑн, пур ҫӗрте те ятлӑ-сумлӑ пулӑн, тенӗ.
Иудифь 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Навуходоносор, пӗтӗм ҫӗр патши, сывӑ пултӑр, унӑн патшалӑхӗ те сывӑ пултӑр, вӑл сана пур чуна та сыватма янӑ, мӗншӗн тесессӗн сан урлӑ ӑна ҫынсем ҫеҫ мар пӑхӑнса тӑрӗҫ, сан вӑю урлӑ хирти тискер кайӑксем те, выльӑх-чӗрлӗх те, тӳпери кайӑксем те Навуходоносорпа унӑн килне парӑнса пурӑнӗҫ.
Иудифь 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ кунта ҫӑлӑнӑҫ тупӑн; ан хӑра: эсӗ ку каҫ та, кайран та чӗрӗ пулӑн, 4. мӗншӗн тесессӗн сана никам та кӳрентермӗ — пачах урӑхла, манӑн хуҫамӑн, Навуходоносор патшанӑн, чурисене ырӑлӑх тунӑ пек, сана кирек кам та ырӑлӑх тӑвӗ, тенӗ Олоферн.
Иудифь 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Таптаса тӑкатпӑр вӗсене; сӑрт-тӑвӗсем вӗсен юнне ӗҫсе тӑранӗҫ, айлӑмӗсем вӗсен виллисемпе тулӗҫ, пӗри те пире хирӗҫ тӑраймӗ, пӗтмеллипех пӗтӗҫ вӗсем — пӗтӗм ҫӗр хуҫи Навуходоносор ҫапла калать.
Иудифь 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вара Олоферн патне ҫакӑн пек килӗшӳ сӗнсе хыпарҫӑсем янӑ: 2. акӑ эпир, аслӑ Навуходоносор патша чурисем, сан уру умне ӳкетпӗр — пире мӗн тӑвас тетӗн, ҫавна ту.
Иудифь 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вара вӑл Навуходоносор патша ҫитес тӗле хӗвеланӑҫӗнчи пӗтӗм ҫӗре вӑрҫӑ ураписемпе, утлӑ ҫарпа, суйласа илнӗ ҫуран ҫарпа хупӑрлас тесе пӗтӗм ҫарӗпе ҫапӑҫӑва тапранса тухнӑ.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Канашлӑвӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн Ассири патши Навуходоносор хӑй хыҫҫӑн иккӗмӗш ҫын шутланакана, хӑй ҫарӗн тӗп ҫулпуҫне Олоферна, чӗнсе илнӗ те каланӑ ӑна: 5. аслӑ патша, пӗтӗм ҫӗр хуҫи ҫапла калать: акӑ ман умӑмран каятӑн та хӑй вӑйне шанакан арсене суйласа илетӗн, — ҫуран ҫын ҫӗр ҫирӗм пин пултӑр, нумай ут, вуникӗ пин юланутҫӑ пултӑр, — 6. унтан анӑҫ енчи пӗтӗм ҫӗре вӑрҫӑпа каятӑн, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ман сӑмахӑма пӑхӑнмарӗҫ.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вунҫиччӗмӗш ҫулта вӑл Арфаксад патшана хӑйӗн ҫарӗпе вирлӗн тапӑннӑ та ӑна ҫапӑҫура ҫӗнтерсе парӑнтарнӑ, Арфаксад патшанӑн мӗнпур ҫарӗ, — пӗтӗм ут ҫарӗ, пӗтӗм ҫар урапи, — каялла тарнӑ, 14. Навуходоносор унӑн хулисене ярса илнӗ, Екбатан патнех ҫитнӗ, тӗреклӗлетнӗ вырӑнсене йышӑннӑ, хула урамӗсене аркатса-ҫаратса тухнӑ, хула илемне мӑшкӑла хӑварнӑ.
Иудифь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Навуходоносор ҫав халӑхсене питӗ вӑйлӑ ҫилленнӗ, вара хӑйӗн аслӑ пуканӗ ячӗпе, хӑйӗн патшалӑхӗ ячӗпе Киликие, Дамаска, Сирие тавӑрма, Моав ҫӗрӗнче пурӑнакансене, Аммон ывӑлӗсене, пӗтӗм Иудея ҫӗрне, Египет ҫӗрӗнче пурӑнакансене икӗ тинӗсе ҫитичченех пӗтӗмпе хӗҫпе вӗлерсе тухма тупа тунӑ.
Иудифь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ассири патши Навуходоносор ыттисене те чӗннӗ: Перси ҫӗрӗнче пурӑнакан пур халӑха та, хӗвеланӑҫ енче пурӑнакан пур халӑха та, Килики ҫӗрӗнче тата Дамаск хулинче, Ливан тата Антиливан тӑвӗсем ҫинче пурӑнакансене те, тинӗс хӗрринче мал енче пурӑнакан пур халӑха та, 8. Кармил тата Галаад халӑхӗсем хушшинче пурӑнакансене те, Тури Галилея ҫӗрӗнче тата аслӑ Ездрилон айлӑмӗнче пурӑнакансене те, 9. Самари ҫӗрӗнче, унти хуласенче пурӑнакан пур халӑха та, Иордан леш енче Иерусалим таран пурӑнакансене те, Ветани ҫӗрӗпе Хел хулинче, Кадис хулипе Египет юханшывӗ хӗрринче пурӑнакансене те, Тафна хулипе Рамесса хулинче пурӑнакансене те, пӗтӗм Гесем ҫӗрӗн халӑхне те 10. Тури Танис хулипе Мемфис хули таран чӗннӗ, Египетра пурӑнакансене те Эфиопи чикки таранах чӗннӗ.
Иудифь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Навуходоносор патшана ларни вуниккӗмӗш ҫул ҫине кайсассӑн, вӑл Ассири халӑхне тытса тӑрса аслӑ Ниневи хулинче патшара ларнӑ чухне, — ку вӑл Миди халӑхне тытса тӑрса Екбатан хулинче патшара ларакан Арфаксад вӑхӑтӗнче пулнӑ; 2. ҫак патша Екбатан тавра чутланӑ чултан хӳме тыттарса ҫавӑрттарнӑ, чулӗсен хулӑнӑшӗ виҫӗ чике, тӑршшӗ ултӑ чике пулнӑ; хӳми ҫӳллӗшне ҫитмӗл чике, сарлакӑшне аллӑ чике тутарттарнӑ, 3. хапхисен тӑррине ҫӗр чике ҫӳллӗш пашнесем ларттарнӑ, вӗсен никӗсӗ утмӑл чике сарлакӑш чухлӗ пулнӑ; 4. вӑл хӑйӗн вӑйлӑ ҫарӗ тата йӗркеленсе тӑнӑ ҫуран ҫарӗ тухмалли хапхасем тутарнӑ, вӗсен ҫӳллӗшӗ ҫитмӗл чике, сарлакӑшӗ хӗрӗх чике чухлӗ пулнӑ, — 5. ӗнтӗ ҫав вӑхӑтра Навуходоносор патша Арфаксад патшана хирӗҫ Рагав ҫӗрӗнчи аслӑ айлӑма вӑрҫӑпа тухнӑ.
Иудифь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вара Дарий патша Вавилонра кӗнекесем упранакан ҫӗрте шыраса пӑхма хушнӑ, Миди ҫӗрӗнчи Екбатан хулинче асра тытма ҫырса пынӑ кӗнекере пӗр тӗлте ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: 24. «хӑй пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Кир Иерусалимра, сӳнмен вут-ҫулӑм ҫинче парне кӳрекен ҫӗрте, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне туса лартма хушнӑ. 25. Ҫурт ҫӳллӗшӗ утмӑл чике, сарлакӑшӗ утмӑл чике пулмалла, чутласа якатнӑ чулран тунӑ виҫӗ ҫуртран, вырӑнти йывӑҫран тунӑ пӗр ҫӗнӗ ҫуртран тӑмалла, тӑкакне Кир патша килӗнчен парса тӑмалла, 26. Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн таса савӑчӗсене — Навуходоносор Иерусалим Ҫуртӗнчен Вавилона илсе кайнӑ ылтӑн та кӗмӗл савӑтсене — каялла Иерусалимри Ҫурта тавӑрса памалла, вӗсене хӑйсен вырӑнне лартса хумалла. 27. Эпӗ тата Сирипе Финикия аслӑ пуҫлӑхне Сисинние, Сафравузана, Сирипе Финикия пуҫлӑхӗсене лартнӑ вӗсен юлташӗсене ку вырӑнтан аяккарах пулма, Зоровавеле — Ҫӳлхуҫа чурине, Иудея пуҫлӑхне — тата Иудейӑн аслӑ ҫыннисене Ҫӳлхуҫа Ҫуртне хӑйӗн вырӑнӗнчех лартнӑ чухне чӑрмантармасӑр тӑма хушрӑм. 28. Эпӗ ӑна пӗтӗмпех туса пӗтерме, тыткӑнран таврӑннӑ иудейсене Турӑ Ҫуртне пӗтӗмпех туса ҫитерме пулӑшу панине пӑхсах тӑма хушрӑм, 29. Келе-Сирипе Финикийӑна тӳлекен хырҫӑран ҫак ҫынсем валли, Зоровавель пуҫлӑх валли Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн пӑрусем, сурӑхсем, путексем туянма ҫителӗклӗ таранах парса тӑмалла. 30. Кулленхи тӑкака шута илсе, Иерусалимри священниксем каланӑ тӑрӑх, ҫулсерен яланах пӗр хирӗҫлемесӗр тулӑ, тӑвар, эрех, ҫу парса тӑмалла; 31. вӗсем ҫапла патшашӑн, унӑн ачисемшӗн Ҫӳлти Турра парне кӳме, вӗсен пурӑнӑҫӗшӗн кӗлтума пултарччӑр. 32. Ҫакна та пӗлтермелле: кам та кам эпӗ ҫырнинчен пӑрӑнать е ӑна пӑсать, ун харпӑрлӑхӗнчи пӗр йывӑҫа илмелле те ӑна ҫавӑнтан ҫакмалла, ҫав ҫын пурлӑхӗ патша пурлӑхӗ пулса тӑмалла. 33. Иерусалимри ҫак Турӑ Ҫуртне тума чӑрмантарас е ӑна усал тӑвас тесе аллине тӑснӑ кирек мӗнле патшана та, кирек мӗнле халӑха та Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ятне асӑнакан ҫӗрте пӗтерсе пӑрахтӑр. 34. Эпӗ, Дарий патша, ҫакна тӗп-тӗрӗс пурӑнӑҫлама хушатӑп».
2 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӗсем пире хирӗҫ ҫапла хуравларӗҫ: «эпир — тӳпепе ҫӗре пултарнӑ Ҫӳлхуҫанӑн чурисем. 14. Ку Ҫурта нумай ҫул ӗлӗкрех Израилӗн аслӑ та вӑйлӑ патши тунӑ, туса лартнӑ. 15. Анчах та пирӗн аттемӗрсем хӑйсен ҫылӑхӗсемпе Израилӗн Тӳпери Ҫӳлхуҫине ҫиллентернӗрен Вӑл вӗсене Навуходоносор аллине — Вавилон патшийӗн, халдейсен патшийӗн аллине — панӑ. 16. Халдейсем вара ҫак Ҫурта аркатса тӑкнӑ, ҫунтарса янӑ, халӑха Вавилона тыткӑна илсе кайнӑ. 17. Вавилон ҫӗршывӗнче Кир патшана ларсассӑн пӗрремӗш ҫулхине вара Кир патша ҫак Ҫурта тума ирӗк панӑ. 18. Турӑ Ҫурчӗн савӑчӗсене те — Навуходоносор Иерусалимри Ҫуртран илсе тухса Вавилона, хӑйсен туррисен ҫуртне кайса лартнӑ ылтӑн-кӗмӗл таса савӑтсене — Кир патша Вавилон туррисен ҫуртӗнчен каялла илсе тухнӑ та вӗсене Саманассар пуҫлӑхпа Зоровавеле панӑ. 19. Ҫак савӑтсене пурне те Иерусалимри Турӑ Ҫуртне кайса хума, Турӑ Ҫуртне хӑйӗн вырӑнӗнчех туса лартма хушнӑ. 20. Вара Саманассар килнӗ те Иерусалимра Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн никӗсне хывнӑ, ҫавӑнтанпах ҫав Ҫурта тӑвас ӗҫ пырать, вӑл вӗҫленмен-ха» терӗҫ пире.
2 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Акӑ Вавилон тыткӑнӗнчен тухнӑ иудейсем, вӗсене унта Навуходоносор, Вавилон патши, куҫарса кайнӑ пулнӑ, 8. вӗсене хӑйсен пуҫлӑхӗсем Зоровавель, Иисус, Неемия, Зарей, Риссей, Ениней, Мардохей, Веельсар, Асфарас, Реелий, Роим, Ваана ертсе килнӗ, вӗсем ӗнтӗ Иерусалима тата Иудейӑн ытти ҫӗрне, кашнийӗ хӑйӗн хулине, таврӑннӑ.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Кир патша та ӗнтӗ Ҫӳлхуҫанӑн таса савӑчӗсене — Навуходоносор Иерусалимран куҫарса кайса хӑй туррин ҫуртне хунӑ савӑтсене — илсе тухнӑ.
2 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Вӑл, Навуходоносор патшана Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа тунӑскер, ҫав тупана пӑснӑ, унран хӑпнӑ, куштанланса, чӗрине хаярлатса ярса, Ҫӳлхуҫанӑн, Израиль Туррийӗн, саккунӗсене пӑхӑнма пӑрахнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Тепӗр ҫултан Навуходоносор ун патне ҫынсем янӑ та ӑна Ҫӳлхуҫанӑн таса савӑчӗсемпе пӗрле Вавилона илсе пыртарнӑ, 46. Иудейӑпа Иерусалим патшине ҫирӗм пӗр ҫулхи Седекияна лартнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи хӑш-пӗр таса савӑтсене Навуходоносор Вавилона илсе кайса хӑйсен туррин ҫуртне вырӑнаҫтарса лартнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.