Шырав
Шырав ĕçĕ:
4. Ҫавӑн чухне кӑшкӑрса пӗлтерекенӗ хыттӑн каланӑ: халӑхсем, йӑхсем, ӑрусем, сире пӗлтереҫҫӗ: 5. трупа, шӑхличӗ, цитра, арфа, кӗсле, сӑрнай тата кӗвӗ-ҫемӗ каламалли ытти сӑпрай янӑраса кайнине илтсенех, ҫӗре ӳксе, Навуходоносор лартнӑ ылтӑн йӗрӗхе пуҫҫапӑр.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вара Навуходоносор патша лартнӑ йӗрӗхе пуҫҫапса чаплӑн уҫмашкӑн сатрапсем, ҫӗршыв пайӗсен пуҫлӑхӗсем, хула пуҫлӑхӗсем, ҫарпуҫсем, аслӑ тӳресем, хысна управҫисем, саккун йӗркине тытса пыракансем, сут ӗҫӗн ҫыннисем, тӗрлӗ ҫӗрсен тӳри-шари пурте пуҫтарӑннӑ, Навуходоносор туса лартнӑ йӗрӗх умне пырса тӑнӑ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вара Навуходоносор патша, хӑй лартнӑ кӗлетке-йӗрӗхе чаплӑн уҫнӑ ҫӗре пуҫтарӑнччӑр тесе, сатрапсене, ҫӗршыв пайӗсен пуҫлӑхӗсене, хула пуҫлӑхӗсене, канашҫӑсене, ҫарпуҫсене, аслӑ тӳресене, хысна управҫисене, саккун йӗркине тытса пыракансене, сут ӗҫӗн ҫыннисене, тӗрлӗ ҫӗрсен тӳри-шарине чӗнме ҫын янӑ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Навуходоносор патша ылтӑн кӗлетке тутарнӑ: унӑн ҫӳллӗшӗ утмӑл чике, сарлакӑшӗ ултӑ чике пулнӑ; ӑна вӑл Вавилон ҫӗрне, Дура? айлӑмне, лартнӑ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Ҫавӑн чухне вара Навуходоносор патша ӳпне ӳксе Даниила пуҫҫапнӑ, ӑна парне парса тата ырӑ шӑршӑ тӗтӗрсе чыслама хушнӑ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Анчах тӳпере вӑрттӑнлӑха уҫан Турӑ пур, юлашки кунсенче мӗн пулассине Навуходоносор патшана Вӑл уҫса пачӗ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Навуходоносор иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне тӗлӗк тӗлленнӗ; вӑл шуйханса ӳкнӗ, унӑн ыйхи вӗҫнӗ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа Иудея патшине Иоакима тата Турӑ Ҫуртӗнчи савӑтсен пӗр пайне Навуходоносор аллине панӑ; вӑл вара ҫав савӑтсене Сеннаар ҫӗрне, хӑй туррийӗн ҫуртне, ӑсатнӑ, хӑй туррийӗн мул управӑшне хывнӑ.
Дан 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иудея патши Иоаким виҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Навуходоносор — Вавилон патши — Иерусалим патне килнӗ те ӑна хупӑрласа илнӗ.
Дан 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вавилон патши Навуходоносор Тир патӗнчи пысӑк ӗҫсемпе хӑйӗн ҫарне ӗшентерсе ҫитернӗ; пурин пуҫӗ те кукшаланса юлнӑ, хулпуҫҫийӗсем шӑйрӑлса пӗтнӗ; анчах ӑна та, унӑн ҫарне те Тир хулине хупӑрласа тӑнӑшӑн, ӑна хирӗҫ ҫапла пысӑк ӗҫсем тунӑ пулин те, тивӗҫлӗ парне ҫук-ха.
Иез 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа пире вӑй парӗ, пирӗн куҫӑмӑра ҫутӑлтарӗ, вара эпир Вавилон патши Навуходоносор хӳттинче тата унӑн Валтасар ывӑлӗ хӳттинче пурӑнӑпӑр, вӗсемшӗн нумайччен ӗҫлесе тӑрӑпӑр, вӗсен кӑмӑлне тупӑпӑр.
Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫынсем ҫавӑн чухне каланӑ: акӑ эпир сире кӗмӗл ярса паратпӑр, ҫак кӗмӗлпе эсир пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесем, ҫылӑхшӑн кӳмелли парне тата латӑн туянӑр та парне хатӗрлӗр, ӑна Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн парне вырӑнӗ ҫинче кӳрӗр, 11. Вавилон патши Навуходоносор пурӑнӑҫӗшӗн, унӑн Валтасар ывӑлӗ пурӑнӑҫӗшӗн кӗлтӑвӑр: ҫӗр ҫинче вӗсен ӗмӗрӗ тӳпе ӗмӗрӗ пекех вӑрӑм пултӑр, тенӗ.
Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсем ӗнтӗ йӗнӗ, типӗ тытнӑ, Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ, 6. кӗмӗл пуҫтарнӑ, кашнийӗ вӑйӗ ҫитнӗ таран панӑ, 7. ҫав кӗмӗле Иерусалима аслӑ священник Иоаким патне — Салом ывӑлӗн Хелкиян ывӑлӗ патне — тата священниксем патне, Иерусалимра унпа пӗрле юлнӑ пӗтӗм халӑха ярса панӑ, 8. кӗмӗлпе пӗрлех сиуал уйӑхӗн вуннӑмӗш кунӗнче тата Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен илсе кайнӑ савӑтсене, Седекия — Иосия ывӑлӗ, Иудея патши — тутарнӑ кӗмӗл савӑтсене, Иудея ҫӗрне каялла тавӑрма Варух аллине панӑскерсене, ярса панӑ; 9. Турӑ Ҫурчӗн савӑчӗсене Навуходоносор, Вавилон патши, Иерусалим хулинчен Иехонияпа аслӑ ҫынсене, алӑстисене, улпутсене, Иудея ҫӗрӗн халӑхне Вавилона куҫарса кайнӑ чухне хӑйпе пӗрле илсе кайнӑ пулнӑ.
Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Турӑ умӗнче тунӑ ҫылӑхсемшӗн сире Навуходоносор — Вавилон патши — Вавилона тыткӑна илсе кайӗ.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Навуходоносор акӑ мӗн чухлӗ халӑха тыткӑна хӑваласа кайнӑ: ҫиччӗмӗш ҫулхине — виҫӗ пин те ҫирӗм виҫӗ иудее; 29. Навуходоносор вунсаккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иерусалимран сакӑрҫӗр вӑтӑр икӗ ҫынна хӑваласа кайнӑ; 30. Навуходоносор ҫирӗм виҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ Навузардан ҫичҫӗр хӗрӗх пилӗк иудее хӑваласа кайнӑ; пӗтӗмпе вара тӑватӑ пин те ултҫӗр ҫын пулать.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Пиллӗкӗмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗнче, — ку вӑл Вавилон патши Навуходоносор вунтӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне пулнӑ, — Иерусалима Навузардан — сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ, Вавилон патшийӗн ҫывӑх ҫынни — пырса ҫитнӗ, 13. вӑл Турӑ Ҫуртне те, патша керменне те, Иерусалимри мӗнпур пысӑк ҫурта та вут тӗртсе ҫунтарса янӑ.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑл тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, вуннӑмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗнче, Вавилон патши Навуходоносор хӑйӗн ҫарӗпе Иерусалим патне ҫитнӗ те ӑна ҫавӑрса илнӗ, ун йӗри-тавра тӑпра хӳме купаласа тухнӑ.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Вавилон патши Навуходоносор мана ҫирӗ, кӑшларӗ; манран пушӑ савӑт турӗ; мана аҫтаха пек ҫӑтрӗ; мана ҫие-ҫие киленчӗ; хырӑмне тултарчӗ те — мана кӑларса пӑрахрӗ.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Израиль — сапаланса кайнӑ кӗтӳ; ӑна арӑслансем тапӑнса салатрӗҫ; малтан ӑна Ассири патши ҫисе пӗтерчӗ, ку вара — Вавилон патши Навуходоносор — унӑн шӑмми-шаккине кӑшларӗ.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Эй Асор ҫыннисем, чупӑр, тарӑр хӑвӑртрах, тӗпсӗр шӑтӑксене пытанӑр! тет Ҫӳлхуҫа, ӗнтӗ Навуходоносор, Вавилон патши, сире хирӗҫ мӗн тумаллине шухӑшласа хунӑ, татса панӑ.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.