Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Листницкий (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
 — Пӗр шутласан, мур пӗлет-и темшӗн, ҫамрӑк Листницкий е акӑ пирӗн Кошевой йышши ҫынсене эпӗ ялан ӑмсаннӑ…

— Хотя черт его знает, такому, как молодой Листницкий или как наш Кошевой, я всегда завидовал…

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ман Захар кум кунтан чакса кайнӑ чух ҫамрӑк Листницкий ҫумӗнче денщик вырӑнне пулнӑ, ҫавӑ каласа кӑтартрӗ: ватӑ панӗ Морозовски станицӑра тифпа чирлесе вилнӗ, тет, ҫамрӑкки Катеринодара ҫитессе ҫитнӗ те-ха, мӑшӑрӗ лере Покровский генералпа ҫыхланса кайнӑ та, ну, ку хайхи чӑтайман, ҫав хуйхӑпа перӗннӗ те вилнӗ.

Кум мой Захар был в отступе при молодом Листницком за денщика, рассказывал: старый пан в Морозовской от тифу помер, а молодой до Катеринодара дотянул, там его супруга связалась с генералом Покровским, ну, он и не стерпел, застрелился от неудовольствия.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сирӗн ҫывӑхрах-ха Листницкий улпут пурӑнатчӗ.

Вот у вас под боком был помещик Листницкий.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑйсене ҫыхӑнтаракан юратӑва тӗрлӗ виҫепе, курайманлӑха вара пӗр виҫепе виҫнине те пӗлмерӗ Листницкий, те пӗлесшӗн те пулмарӗ.

Не знал Листницкий или не хотел знать, что разной мерой меряют связывающую их любовь и одной — ненависть.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Листницкий анӑратнине вӑл ун хыҫҫӑн та хирӗҫ пулмарӗ-ха, анчах ҫак пурнӑҫ ӑна ҫав тери тӑвӑнтарса тертлентерчӗ, чунне ыраттарса хурлантарчӗ.

Она и после уступала домоганиям Листницкого, но создавшимся положением мучительно тяготилась и в душе была оскорблена.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тухса каяс умӗн темиҫе кун малтан Листницкий Горчакова патне пурӑнмаллах куҫрӗ.

За несколько дней до отъезда Листницкий окончательно переселился к Горчаковой.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫав тери йывӑр ҫухатӑвӑн хуйхи-суйхине Ольга хӑйӗн ӑшӗнче ҫуралман ача пек йӑтса ҫӳренӗ хурлӑхлӑ кунсенче те Листницкий вилнӗ Горчакова ниҫта кайса кӗрейми кӗвӗҫрӗ, ӑнтан кайсах Ольга патне пырасшӑн хыпӑнчӗ…

Даже в скорбные для Ольги дни, когда она еще носила в себе, как плод, горечь тягчайшей утраты, он, разжигаемый ревностью к мертвому Горчакову, желал ее, желал исступленно.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юратнипе тата хӗрарӑм ҫумӗнче чӑтӑмсӑррӑн ачашланас килнипе Листницкий пӗрмаях Ольга патне туртӑнчӗ.

Любовь и тяжелое плотское желание влекли Листницкого к Ольге.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Листницкий унӑн фарфор пек ҫӑмӑл алли ҫумне тутипе сӗртӗнчӗ те, парӑнса пӑхакан куҫӗсене ҫӗклесен, Ольга тути тӑрӑх кулӑ мӗлки шӑвӑнса иртнине курчӗ.

Листницкий почтительно коснулся губами ее невесомой, как фарфор, руки и, когда поднял покорные глаза, увидел бегущую с губ ее тень улыбки.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем пӳрте кӗчӗҫ, Листницкий лармасӑрах калаҫма пуҫларӗ.

Они вошли в дом, Листницкий заговорил, не садясь:

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Листницкий вӑрахчен ӑна тӗссӗрленнӗ куҫӗнчен тинкерсе пӑхрӗ, шӑпӑрт шарламасӑр выртрӗ, намӑсланнипе, пушӑ кӗпе ҫаннине вӑрӑ пек утиял айнелле пытарчӗ.

Листницкий подолгу глядел в ее выцветшие глаза, молчал, стыдливо, воровски прятал под одеяло порожний рукав рубашки.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан пуля ӑна, выртаканскернех, пӗҫҫинчен сӑхса кайрӗ те, Листницкий вӑраххӑн та тертлӗн тӑнне ҫухатрӗ.

Уже лежачего, пуля куснула его в бедро, и он медленно и трудно расстался с сознанием.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Листницкий ҫавӑнтах кӗреҫе аврине тӳрлетсе тытрӗ, хаваслӑ шухӑшпа ҫиҫсе ҫуталчӗ: «Лекмерӗ!»

И Листницкий, выравнивая в руке держак, почувствовал укол радости: «Мимо!»

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Листницкий хӑйсен полкӗпе пӗрле икӗ хут атакӑпа контратакӑна кӗчӗ.

Листницкий со своим полком два раза ходил в атаку и контратаку.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан вӑл, шинель, аркипе пуҫ ҫийӗн витӗнсе, хыпалансах тепӗр майлӑ ҫаврӑнса выртрӗ; хӑраса сехри хӑпнӑ Листницкий вара ҫак самантра Горчаковӑн тути тӑрӑлтатса чӗтренине, пичӗ тӑрӑх тӗссӗр йӗпе йӗр йӑрласа аннине асӑрхаса юлчӗ.

Торопясь, накрывая полой шинели голову, отвернулся, и потрясенный Листницкий мельком увидел холодную дрожь на его губах, серую влажную полоску на щеке.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл Листницкий аллине чӗтрекен аллипе ҫатӑрласа чӑмӑртарӗ те, темле мелсӗррӗн те тӑвӑнчӑклӑн кармашса, ӑна хӑй патнелле туртрӗ; вӑйран термекленнипе пушшех шурса кайнӑскер, йӗпе куҫне кӑштах ҫӗклесе, типсе кушӑрханӑ вӗри тутипе Листницкий алли ҫумне тӗршӗнчӗ.

Он вцепился в руку Листницкого дрожливым пожатием, а потом неловким, отчаянным движением потянул его к себе и, еще больше бледнея от усилий, приподнимая мокрую голову, прижался к руке Листницкого запекшимися губами.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫавӑн пек кӗрсе юлчӗ те вӑл Листницкий асне.

Такой она и запечатлелась в памяти Листницкого.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

кӗҫех вара Горчаковпа Листницкий те Новочеркасскран кайрӗҫ.

Вскоре Горчаков и Листницкий покинули Новочеркасск.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Листницкий ҫиелтен ҫак шанчӑка тӳрре кӑларам пекех турӗ-ха, анчах ӑшӗнче Ольгӑна курайми пулас вӗҫнех ҫитрӗ.

Наружно Листницкий поддерживал в ней эту уверенность, но в душе почти возненавидел Ольгу.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах Листницкий шӑпланчӗ, киле ҫитичченех хӑйне хӑй ҫилӗллӗн туллашса пычӗ.

Но Листницкий приумолк и до самого дома мысленно жестоко издевался над собой.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех