Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Листницкий (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Листницкий вӑйӑрханнӑ пекрех пулчӗ, анчах, Ольга Николаевнӑна кура, чӑтаймарӗ, ахӑлтатса кулса ячӗ.

Листницкий разыграл благородное негодование, но под конец, не выдержав роли, расхохотался вслед за ней.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Листницкий Ольга Николаевнӑна хулӗнчен ҫавӑтрӗ, чавсине ҫӑтах хӑй ҫумне чӑмӑртанипе ӑна ирӗклӗн утма чӑрмантарчӗ.

Листницкий вел Ольгу Николаевну под руку, тревожил ее, крепко прижимая ее локоть к себе.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Листницкий ӑна ҫурӑмӗнчен шӑлса ачашларӗ, йыттӑн хуйхине ӑнланнӑ пек, хуллен пӑшӑлтатрӗ:

Листницкий, поглаживая его, прочувствованно шептал:

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫак хӑйне кура илемлӗ йытӑ хуҫине арӑмӗ ҫумне шӑппӑн вӗчӗрхенсе кӗвӗҫрӗ, Листницкий патне кайрӗ, хашлатса сывласа, юнашар выртрӗ.

Он молчаливо ревновал хозяина к жене, уходил к Листницкому, ложился, вздыхая, с ним рядом.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Листницкий хӑй тусне чӑрмантарса пурӑннине ӑнланчӗ, анчах темшӗн паллакан ҫынсем патне куҫас шут тумарӗ.

Листницкий сознавал, что стесняет друга, но перейти к знакомым почему-то не хотел.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кайрантарах ҫав вӑхӑта Листницкий ӑшшӑн хумханса аса илчӗ-ха, анчах ун чухне ача пекех ӑссӑр та айванла асаплансаччӗ.

После Листницкий благоговейно перебирал их в памяти, а тогда он мучился по-мальчишески, безрассудно и глупо.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче тин Листницкий хуҫа арӑмне лайӑххӑн тӗсесе пӑхма пултарчӗ.

Только за обедом Листницкий как следует рассмотрел хозяйку.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хушӑран Горчакова та ҫутӑ кӑвак куҫӗпе ун ҫине ачашшӑн та туслӑн йӑлкӑшса пӑхса илчӗ, анчах ҫав куҫсемех Горчаковӑн хура пичӗ ҫинелле ывтӑннӑ чухне йӑлтах урӑхла ҫутӑ сӑрхӑнтарнине курнипе Листницкий чӗри темле ҫӑмӑллӑн та кӳренӳллӗн ыратса килчӗ…

Изредка Горчакова обращала на него светлые голубоватые глаза, взгляд их был ласков, дружествен, но боль, легкая и досадливая, точила Листницкого, когда эти же глаза, устремляясь на черное лицо Горчакова, лучили совсем иной свет…

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Листницкий утнӑ ҫӗртех ҫав алӑ ҫине куҫне чалӑштарса пӑхрӗ, вербена шӑршипе хӗвел хӗртсе ӑшӑтнӑ хӗрарӑм ӳчӗн шӑршине ҫӑтнӑ май, хӑйне пӗчӗк ача пек телейсӗр те такам тӗрӗс мар, йывӑр кӳрентернӗн туйрӗ.

Листницкий, шагая, косился на эту руку, вдыхал запах вербены и нагретого солнцем женского тела и чувствовал себя по-детски глубоко несчастным, кем-то несправедливо и тяжко обиженным.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ах, Листницкий!

— Леля… манӑн тус Листницкий.

— Леля… мой друг Листницкий.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Листницкий, пенснине шӑлкаласа, хӑй йӗри-тавра ҫӑран варкӑшакан вербена шӑршине ҫӑтрӗ, — ҫакна ӑнлансах питӗ айванла та хивре кулӑпа йӑлкӑшса кулчӗ.

Листницкий протирал пенсне, вдыхая заклубившийся вокруг него запах вербены, и улыбался, — сам сознавая это, — глупейшей, туго натянутой улыбкой.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрарӑм питӗ хытӑ чупса килнӗрен Листницкий унӑн юбки айӗнче мӗлтлетекен ҫаврака чӗркуҫҫийӗсен мӑкӑрӑлчӑкӗсене, ансӑр пушмак сӑмсисене, каялла ывӑтнӑ пуҫ тӳпинче варкӑшса вӗҫекен ҫӳҫӗн ылтӑн пайӑркисене ҫеҫ курчӗ.

Женщина бежала так быстро, что Листницкий видел только бившиеся под юбкой округло-выпуклые чаши колен, узкие носки туфель да золотую пыльцу волос, взвихренную над откинутой головой.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ҫакӑ-ха ман ӗлӗк пурӑннӑ резиденци, — терӗ хура мӑйӑхлӑ, тӑрнаккай туналлӑ Горчаков, хыпаланса утнӑ май Листницкий ҫине пӑха-пӑха илсе.

— Вот моя резиденция в прошлом, — торопливо шагая, оглядываясь на Листницкого, говорил черноусый голенастый Горчаков.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах май уйӑхӗнче Добровольчески ҫар, кӑштах канса илме тесе, Новочеркасск патӗнче чарӑнса тӑрсан, Листницкий, халтан кайнине туйса, пӗр эрнелӗх отпуск ыйтса илчӗ.

Но в мае, когда Добровольческая армия стала в районе Новочеркасска на короткий отдых, Листницкий почувствовал недомогание, выхлопотал себе двухнедельный отпуск.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӑрлӑ поход вӑхӑтӗнче Евгений Листницкий икӗ хутчен аманчӗ: малтан Усть-Лабински станицӑшӑн пынӑ ҫапӑҫура, унтан — Екатеринодара штурмлама кайсан.

Во время ледяного похода Евгений Листницкий был ранен два раза: первый раз — в бою за овладение станицей Усть-Лабинской, второй — при штурме Екатеринодара.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Листницкий, ҫав кӑмӑла пӑлхантаракан хӑнӑхнӑ шӑрша ҫийӗнчех сиссе, каялла ҫаврӑнса пӑхать; малти лавҫӑ, ҫамрӑк кӑна прапорщик, ун ҫине куҫне ҫӗклесе пӑхать те паллакан ҫынна курнӑ евӗр ӑшшӑн кулса илет.

Листницкий сразу почувствовал этот знакомый волнующий запах, повернул голову; передний ездовой, молодой прапорщик, посмотрел на него и улыбнулся, как знакомому.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Листницкий, вӗсен калаҫӑвне тимсӗррӗн тӑнлакаласа, хӑй Ягоднӑйран тухса кайнӑ куна, ашшӗне тата Аксинйӑна аса илет.

Листницкий, невнимательно прислушиваясь к разговору, вспоминал свой отъезд из Ягодного, отца, Аксинью.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ловичев ватӑ ҫын пек ӗхлеткелесе илет, хӑйӗн хутне кӗрсе калаҫасса кӗтнӗ пек, Листницкий куҫӗнчен тинкерсе пӑхать.

 — Ловичев по-стариковски покряхтел, сбоку заглянул в глаза Листницкого, как бы ища сочувствия.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Российӑн чапӗпе илемӗ», — йӳҫҫӗн шухӑшлать Листницкий, кукӑр-макӑр ретсемпе умри колонна пуҫӗ ҫине хурланса пӑхса.

«Цвет России», — думал Листницкий, с острой жалостью оглядывая ряды и голову колонны, ломано изогнувшейся по дороге.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех