Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Кам та кам пӗр-пӗр вилнӗ ҫынна сӗртӗнет, ҫавӑ ҫичӗ кун хушши таса мар пулӗ; 12. виҫҫӗмӗш кунне тата ҫиччӗмӗш кунне унӑн ҫав [шывпа] ҫӑвӑнса тасалмалла, вара таса пулать; виҫҫӗмӗш тата ҫиччӗмӗш кунне ҫӑвӑнса тасалмасассӑн, таса мар пулать; 13. кирек кам та, пӗр-пӗр вилнӗ ҫынна сӗртӗннӗ пулсассӑн, кайран тасалман пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа ҫуртне ирсӗрлетет: ун пек ҫынна Израиль хушшинчен пӗтермелле, мӗншӗн тесессӗн вӑл тасатакан шывпа ҫӑвӑнман, вӑл таса мар, унӑн тасамарлӑхӗ хӑйӗн ҫинчех.
Йыш 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Кала вӗсене: парнесенчен чи лайӑххине парсассӑн, ҫакӑ левитсем йӗтем ҫинчен панӑ парне пек, юхтаркӑчран панӑ парне пек шутланӗ; 31. ҫакна эсир — эсир те, [сирӗн ывӑлӑрсем те,] сирӗн килӗр-йышӑр та — кирек ӑҫта та ҫиме пултаратӑр, мӗншӗн тесессӗн ку сире пуху чатӑрӗнчи ӗҫсене туса тӑнӑшӑн тӳлени шутланать; 32. парнесенчен чи лайӑххине Турра парсассӑн, сире ҫылӑх тивмӗ; Израиль ывӑлӗсем халалланӑ парнене ан ирсӗрлетӗр, вара вилместӗр, тенӗ.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫанӑн кӗлӗ чатӑрӗ ҫывӑхне пыракан кирек кам та вилет, эпир пурте вилсе пӗтмӗпӗр-ши? тенӗ.13. всякий, приближающийся к скинии Господней, умирает: не придется ли всем нам умереть?
Йыш 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа Моисее татах ҫапла тесе каланӑ: 6. Израиль ывӑлӗсене кала: эхер те арҫын е хӗрарӑм ҫынна хирӗҫле ӗҫпе ҫылӑха кӗрсессӗн, ҫавӑн урлӑ Ҫӳлхуҫана хирӗҫ йӗркесӗр ӗҫ тусассӑн, ҫав чун айӑплӑ пулӗ, 7. ун пек ҫынсем хӑйсем тунӑ ҫылӑхне каласа кӑтартчӑр, илсе айӑпа кӗнӗ япалине пӗтӗмпе каялла тавӑрса паччӑр тата ун ҫумне ҫав япала хакӗн пиллӗкӗмӗш пайне хушчӑр та ӑна хӑйсем усал туса сиен кӳнӗ ҫынна тавӑрса паччӑр; 8. эхер те сиен курнӑ ҫыннӑн еткерҫи пулмасассӑн, айӑп тунӑшӑн тӳлемеллине Ҫӳлхуҫана халаллатӑр; ӑна священника памалла, вӑл айӑплӑ ҫын хӑйне тасатмашкӑн кӳнӗ сурӑх таки ҫумне хушса пани пултӑр; 9. Израиль ывӑлӗсем священник патне илсе пынӑ кирек мӗнле сӑваплӑ парне те ӑна пулать, 10. кам та пулин асӑнса пани те ӑна пулать; священника кам мӗн парать, ҫавӑ пурте ӑна пулать, тенӗ.
Йыш 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Шултӑра выльӑхран-и, вак выльӑхран-и, кирек хӑшӗн вуннӑмӗш пайне те — туя айӗнчен вуннӑмӗш пулса тухаканнине пурне те — Ҫӳлхуҫана халалламалла; 33. аваннине е начаррине пӑхса тӑмалла мар, ӑна улӑштарма та кирлӗ мар; кам та пулин ӑна улӑштарас пулсассӑн, улӑштарса яни те, улӑштарса илни те сӑваплӑ япала пулӗ, вӗсене тӳлесе илме юрамасть, тенӗ.
Лев 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эсӗ хунӑ кирек епле хак та таса сикль виҫипе пултӑр, пӗр сикльре ҫирӗм гера пулмалла.25. Всякая оценка твоя должна быть по сиклю священному, двадцать гер должно быть в сикле.
Лев 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Левитсен хулисене, вӗсем тытса тӑракан хуласенчи ҫуртсене вара левитсем кирек хӑҫан та каялла тӳлесе илме пултараҫҫӗ; 33. левитсенчен хӑшӗ те пулин каялла тӳлесе илеймест пулсассӑн, вӗсем тытса тӑракан хулари сутнӑ ҫурт юбилей ҫулӗнче вӗсен аллине каялла таврӑнӗ, мӗншӗн тесессӗн левитсен хулисенчи ҫуртсем вӗсен Израиль ывӑлӗсем хушшинчи еткерӗ пулаҫҫӗ; 34. вӗсен хулисем таврашӗнчи хирсене те сутма юрамасть, мӗншӗн тесессӗн ӑна вӗсене ӗмӗрлӗхе еткерлӗхе панӑ.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Хӳме ҫавӑрман ял-хуласенчи ҫуртсене хирти ҫӗрпе тан шутламалла: вӗсене [кирек хӑҫан та] каялла тӳлесе илме юрать, вӗсене юбилей ҫулӗнче каялла тавӑрса памалла.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ҫиччӗмӗш уйӑхӑн вунпиллӗкмӗш кунӗнче, эсир ҫӗр ӳстернӗ ҫимӗҫсене пуҫтарнӑ чухне, Ҫӳлхуҫа уявне ҫичӗ кун уявлӑр: пӗрремӗш кунӗнче те канӑҫ, саккӑрмӗш кунӗнче те канӑҫ; 40. пӗрремӗш кунӗнче илемлӗ йывӑҫ турачӗсем, пальма турачӗсем, сарлака ҫулҫӑллӑ йывӑҫ турачӗсем, шыв хӗрринче ӳсекен хӑва турачӗсем илӗр те Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче ҫичӗ кунччен хӗпӗртесе савӑнӑр; 41. Ҫӳлхуҫанӑн ҫак уявне ҫулталӑкра ҫичӗ кун хушши уявлӑр: ҫакӑ сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке; ӑна ҫиччӗмӗш уйӑхра уявлӑр; 42. ҫичӗ кун хӳшӗре пурӑнӑр; ҫак ҫӗрте пурӑнакан кирек хӑш Израиль ҫынни те хӳшӗре пурӑнмалла: 43. Израиль ывӑлӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухсассӑн, Эпӗ вӗсене хӳшӗсене вырӑнаҫтарнине сирӗн йӑхӑрсем пӗлсе тӑччӑр.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 27. ҫак ҫиччӗмӗш уйӑхӑн тӑххӑрмӗш [кунӗнче те] тасалмалли кун, сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр; чунӑра йӑвашлантарӑр, Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗр; 28. ҫак кун нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр, вӑл — тасалмалли кун, сире Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче тасатмашкӑн панӑ кун; 29. ҫакӑ кун хӑйне йӑвашлантарман кирек хӑш чуна та хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ; 30. ҫакӑ кун пӗр-пӗр чун мӗнле те пулин ӗҫ тусассӑн, Эпӗ ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп; 31. нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр: ҫакӑ сирӗн пур килӗр-ҫуртӑрта сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке; 32. ку вӑл сирӗншӗн канӑҫлӑх шӑмачӗ, уйӑхӑн тӑххӑрмӗш [кунӗн] каҫӗнчен пуҫласа хӑвӑр чунӑра йӑвашлантарӑр; уйӑхӑн тӑххӑрмӗш кунӗн каҫӗнчен пуҫласа [уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗн] каҫӗччен хӑвӑр шӑматӑра уявлӑр, тенӗ.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Аарон вӑрлӑхӗнчен тухнӑ ҫын тилҫеллӗ пулсассӑн е юхакан чирлӗ пулсассӑн, хӑй тасалса ҫитиччен унӑн сӑваплӑ парнерен ҫимелле мар; кам та пулин пӗр-пӗр вилӗ таврашне сӗртӗнсессӗн е камӑн та пулин вӑрлӑхӗ юхса тухсассӑн, 5. е кам та пулин пӗр-пӗр ҫӗлен-калтана сӗртӗнсе тасамарлансассӑн, е ҫынна сӗртӗнсе унӑн кирек мӗнле тасамарлӑхне те пула таса мар пулса тӑрсассӑн, 6. ҫавсене сӗртӗннӗ ҫын каҫченех таса мар пулӗ, хӑйӗн ӳтне шывпа ҫуса тасатиччен унӑн сӑваплӑ парнерен ҫимелле мар; 7. хӗвел ансан, хӑйне тасатсан вӑл сӑваплӑ парнерен ҫиме пултарать, мӗншӗн тесессӗн ку — унӑн ҫимӗҫӗ.
Лев 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӗсене кала: сирӗн ӑрӑвӑр ҫынни — кирек хӑш сыпӑкри ҫын та — хӑй таса мар чухнех Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫана халаллакан сӑваплӑ парнесем патне пырас пулсассӑн, ҫав чуна Манӑн куҫӑм умӗнчен пӗтерччӗр; Эпӗ Ҫӳлхуҫа [сирӗн Туррӑр].
Лев 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Виле ашне ҫиекен е тискер кайӑк ҫурса пӑрахнӑ аша ҫиекен кирек кам та — ҫав ҫӗрти ҫын пулсан та, ютран килнӗ ҫын пулсан та — хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ, кайран таса пулӗ; 16. [хӑйӗн тумтирне] ҫуса тасатмасассӑн, ӳтне ҫумасассӑн, вӑл хӑйӗн йӗркесӗрлӗхне хӑй ҫине илӗ, тенӗ.
Лев 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ааронӑн икӗ ывӑлӗ Ҫӳлхуҫа умне [ют вутпа] пырса вилнӗ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа Моисейпе калаҫнӑ, 2. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Аарона, хӑвӑн пиччӳне, кала, вӑл сӑваплӑ вырӑна, чаршав хыҫне, [Турӑ ирӗкне пӗлтерекен] саккун арчийӗн [тасатакан] хупӑлчи умне кирек хӑш вӑхӑтра та ан кӗтӗр, унӑн вилмелле ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ хупӑлча тӗлӗнче пӗлӗт ӑшӗнче курӑнӑп.
Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Эхер те священник чир тумтир тӑрӑх е кумӑ тӑрӑх, е ураҫӑ тӑрӑх, е кирек мӗнле сӑран япала тӑрӑх сарӑлса кайманнине курсассӑн, 54. вӑл чир ернӗ япалана ҫуса тасатма хушӗ те ӑна тепӗр хут ҫичӗ куна хупса хурӗ; 55. чир ернӗ япалана ҫуса тасатнӑ хыҫҫӑн священник чир суранӗ улшӑнманнине тата чирӗ сарӑлса кайманнине курать пулсассӑн, ку япала таса мар, ӑна вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса яр; ку вӑл — пиччӗн енче е тӳнтер енче чир ҫисе тунӑ путӑк.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Тилҫе чирӗ тумтир ҫинче пулсассӑн, ҫӑм тумтир ҫинче е йӗтӗн тумтир ҫинче, 48. е йӗтӗн ҫиппинчен, е ҫӑм ҫиппинчен тунӑ кумӑ ҫинче е ураҫӑ ҫинче пулсассӑн, е тата сӑран ҫинче, е сӑранран тунӑ пӗр-пӗр япала ҫинче пулсассӑн, 49. тумтир ҫинчи е сӑран ҫинчи, е кумӑ ҫинчи, е ураҫӑ ҫинчи, е пӗр-пӗр сӑран япала ҫинчи пӑнчӑ симӗсрех е хӗрлӗрех пулсассӑн, ку — тилҫе чирӗ: ӑна священника кӑтартмалла; 50. священник чире тӗрӗслесе пӑхӗ те чир лекнӗ япалана ҫичӗ куна хупса хурӗ; 51. ҫиччӗмӗш кунне священник чир ернӗ япалана тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те чирӗ тумтир тӑрӑх е кумӑ тӑрӑх, е ураҫӑ тӑрӑх, е сӑран тӑрӑх, е сӑранран тунӑ пӗр-пӗр япала тӑрӑх сарӑлнӑ пулсассӑн, ку — ҫиекен тилҫе, таса мар чир; 52. священникӑн ҫав тумтире е куммине, е ҫӑмран, е йӗтӗнрен тунӑ ураҫҫине, е чир ернӗ кирек мӗнле сӑран япалана та ҫунтарса ямалла, мӗншӗн тесессӗн ку — ҫиекен тилҫе: ӑна вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен кирек хӑш чӗрчун та сирӗншӗн ирсӗр, ӑна ҫиес пулмасть; 42. ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен чӗрчунсене — хырӑмпа шӑваканнисене те, тӑватӑ уран ҫӳрекеннисене те, нумай ураллисене те — пӗрне те ан ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ирсӗр; 43. ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен пӗр-пӗр чӗрчуна пула хӑвӑр чунӑра ан ирсӗрлетӗр, вӗсем урлӑ таса мар пулмашкӑн вӗсем урлӑ хӑвӑра хӑвӑр ан варалӑр; 44. Эпӗ — сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр: тасалӑх тивлетне илӗр, сӑваплӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ [Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр] сӑваплӑ; ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пӗр-пӗр чӗрчуна пула хӑвӑр чунӑра ан ирсӗрлетӗр; 45. Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр пулмашкӑн Эпӗ сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм.
Лев 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен чӗрчунсенчен сирӗншӗн акӑ мӗн-мӗн таса мар: каюра, шӑши, калтапа унӑн ӑрӑвӗ, 30. анака, хамелеон, летаа, хомет тата тиншемет — 31. ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен мӗнпур чӗрчунран ҫаксем сирӗншӗн таса мар: вӗсен виллине сӗртӗнекен кирек кам та каҫченех таса мар пулӗ.
Лев 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Тӑватӑ ураллӑ тискер кайӑксенчен сирӗншӗн пӳрнеллӗ ураллисем пурте таса мар: вӗсен виллине сӗртӗнекен кирек кам та каҫченех таса мар пулӗ; 28. вӗсен виллине тытаканӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ: вӗсем сирӗншӗн таса мар.
Лев 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вилнӗ выльӑхӑн тата тискер кайӑк ҫурса пӑрахнӑ выльӑхӑн ӑш ҫӑвӗпе кирек мӗнле ӗҫре те усӑ курма юрать, анчах ҫиессе ӑна ан ҫийӗр; 25. кам та кам Ҫӳлхуҫана парне кӳрекен выльӑхӑн ӑш ҫӑвне ҫиет, ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ; 26. хӑвӑр килӗр-ҫуртӑрсенче нимӗнле юн та — вӗҫен кайӑк юнне те, выльӑх юнне те — ан ҫийӗр; 27. кам та кам мӗнле те пулин юн ҫисессӗн, ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ, тенӗ.
Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.