Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 18

Пай: Библи –> Йыша шутлани

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.03.29 12:27

Пуплевӗш: 16; Сӑмах: 720

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ҫӳлхуҫа Аарона каланӑ: сӑваплӑ вырӑнта тирпей пулмасассӑн, сана та, санӑн ывӑлусене те, санӑн аҫу килне те ҫылӑх пулӗ; хӑвӑрӑн священник ӗҫне тимлӗ туса тӑмасассӑн, сана та, санӑн ывӑлусене те ҫылӑх тивӗ. 2. Левий йӑхӗнчен, аҫу ӑрӑвӗнчен, тухнӑ тӑванусене те ху патна ил: вӗсем сан таврашӑнта пулччӑр, сана пулӑшса тӑччӑр, эсӗ вара хӑвӑн ывӑлусемпе пӗрле Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрӗнче ӗҫле; 3. вӗсем сана кӗлӗ йӗрки тума пулӑшчӑр, кӗлӗ чатӑрӗнчи пӗтӗм ӗҫе туса тӑччӑр; анчах сӑваплӑ вырӑнӑн япалисене, парне вырӑнне ан тӗкӗнччӗр, вӗсен те, сирӗн те вилмелле ан пултӑр. 4. Левитсем сан таврашӑнта пулччӑр, пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑччӑр, кӗлӗ чатӑрӗнчи пур ӗҫе те ӗҫлеччӗр; урӑх ҫын сирӗн ҫывӑха ан пытӑр. 5. Ӳлӗм Израиль ывӑлӗсене Турӑ ҫилли ан ҫиттӗр тесе, сӑваплӑ вырӑнта тата парне вырӑнӗ умӗнче кӗлӗ йӗркисене ҫапла туса тӑрӑр, 6. мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сирӗн тӑванӑрсене, левитсене, Израиль ывӑлӗсенчен уйӑрса илсе, Ҫӳлхуҫана халалласа, вӗсем пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑччӑр тесе сире патӑм; 7. парне вырӑнӗ умӗнче тата шалта чаршав хыҫӗнче священник тумалли пӗтӗм ӗҫе эсир — эсӗ те, санӑн ывӑлусем те — тимлӗ, тирпейлӗ туса тӑрӑр; Эпӗ сире священник пулма халаллатӑп, урӑх ҫынна вара ҫакӑнта ҫывӑхарсассӑн вӗлерме тытса парӗҫ, тенӗ.

8. Ҫӳлхуҫа Аарона каланӑ: Эпӗ сана Мана парне кӳнине сӑнаса тӑма хушатӑп; Израиль ывӑлӗсем кӳрекен пур парнерен те Эпӗ сана, санӑн ывӑлусене священник ӗҫӗшӗн ӗмӗрлӗхе пай панӑ; 9. ҫунтармасӑр хӑваракан аслӑ сӑваплӑ парнесенчен сана акӑ ҫакӑ пултӑр: Мана кӳрекен кирек хӑш тырӑ-пулӑ парни те, ҫылӑхшӑн кӳрекен кирек хӑш парне те, кирек хӑш ӳкӗнӗҫ парни те; сана, санӑн ывӑлусене аслӑ сӑваплӑ парне ку. 10. Ӑна чи сӑваплӑ ҫӗрте ҫийӗр; ӑна пур арҫын та ҫиме пултарать, [эсӗ хӑв та, санӑн ывӑлусем те]; саншӑн ку сӑваплӑ парне пултӑр. 11. Вӗсен Турӑ умӗнче ҫӗклентерсе кӳнӗ парнисенчен сана ҫакӑ пултӑр: Израиль ывӑлӗсем ҫӗклентерсе кӳнӗ пӗтӗм парнене Эпӗ сана, санӑн ывӑлусемпе хӗрӳсене ӗмӗрлӗхе панӑ; ӑна санӑн килӳнти кашни таса ҫын ҫиме пултарать. 12. Ҫӳлхуҫана кӳрекен чи лайӑх йывӑҫ ҫӑвне, чи лайӑх иҫӗм ҫырлипе чи лайӑх тырра, ҫак ҫимӗҫсенчен чи малтан ӗлкӗрнисене, Эпӗ сана патӑм; 13. вӗсем Ҫӳлхуҫана парнелекен малтанхи мӗнпур ҫӗр ҫимӗҫӗ сана пултӑр; ӑна сан килӳнти кашни таса ҫын ҫиме пултарать. 14. Израиль ҫӗрӗнче мӗн тупалани пурте сана пултӑр. 15. Вар уҫса ҫуралнисем, Ҫӳлхуҫана панисем — этем-и, выльӑх-и вӑл — пурте санӑн пулччӑр; анчах малтан ҫуралнӑ арҫын ачана каялла тӳлесе илмелле, малтан ҫуралнӑ таса мар выльӑха та каялла тӳлесе илмелле; 16. вӗсемшӗн ҫапла тӳлемелле: ху хак панӑ тӑрӑх, пӗр уйӑхринчен пуҫласа кашни ачашӑн пилӗк сикль кӗмӗл ил, таса сикль виҫипе ил, сикльре ҫирӗм гера пулмалла; 17. анчах малтан ҫуралнӑ вӑкӑршӑн та, малтан ҫуралнӑ сурӑхпа малтан ҫуралнӑ качакашӑн та укҫа ан ил: вӗсем — сӑваплӑ; парне кӳрекен вырӑна вӗсен юнӗпе сирпӗт, ӑш ҫӑвне вут ҫинче ҫунтарса яр, ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр; 18. вӗсен ашӗ вара сана пултӑр, силлентерсе кӳнӗ ӑмӑрӗ те, сылтӑм хулӗ те сана пултӑр. 19. Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӗклентерсе кӳрекен пӗтӗм сӑваплӑ парнене, ӗмӗрхи йӗрке тӑрӑх, сана тата санпа пӗрле санӑн ывӑлусемпе хӗрӳсене паратӑп; ку — сана тата санпа пӗрле санӑн тӑхӑмна Ҫӳлхуҫа умӗнче ӗмӗрлӗхе панӑ тӑварӑн халалӗ, тенӗ. 20. Ҫӳлхуҫа Аарона каланӑ: вӗсен ҫӗрӗнче санӑн еткер ҫӗр пулмасть, вӗсен хушшинче сана пай та пулмасть; Израиль ывӑлӗсем хушшинчи санӑн паю, санӑн еткерлӗхӳ — Эпӗ.

21. Левий ывӑлӗсене Эпӗ акӑ пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑнӑшӑн, унта кӗлӗ йӗркисене туса тӑнӑшӑн Израилӗн пӗтӗм пурлӑхӗн вуннӑмӗш пайне патӑм; 22. Израиль ывӑлӗсем вара, ҫылӑха кӗрсе вилес темесессӗн, малашне пуху чатӑрӗ патне ан ҫывӑхарччӑр: 23. вӗсенӗн ҫылӑхӗсене хӑйсем ҫине илсе, пуху чатӑрӗнчи ӗҫсене левитсем туса тӑччӑр. Ку йӗркене сирӗн ӑрӑвӑрсене ӗмӗрлӗхе панӑ; Израиль ывӑлӗсем хушшинче вӗсем еткер ҫӗр илмӗҫ; 24. Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӗклентерсе кӳрекен парнесене, вӗсен пурлӑхӗн вуннӑмӗш пайне, Эпӗ левитсене паратӑп, ҫавӑнпа каларӑм та ӗнтӗ вӗсене: Израиль ывӑлӗсем хушшинче вӗсем еткер ҫӗр илмӗҫ, терӗм, тенӗ.

25. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 26. левитсене пӗлтер, кала вӗсене: Эпӗ сире Израиль ывӑлӗсен ҫӗклентерсе кӳрекен парнийӗнчен вуннӑмӗш пайне еткерлӗхе паратӑп, ӑна илсессӗн, вӗсем Ҫӳлхуҫана ҫавӑнтан парне кӳччӗр, вуннӑмӗш пайӗн вуннӑмӗш пайне паччӑр, 27. ку эсир йӗтем ҫинчен тырӑ кӳнӗ пек, юхтаркӑчран парне кӳнӗ пек шутланӗ; 28. ҫапла вара эсир те Ҫӳлхуҫана парне кӳрсе тӑрӑр: Израиль ывӑлӗсенчен илсе тӑракан парнерен, вӗсен пурлӑхӗн вуннӑмӗш пайӗнчен, кӳрсе тӑрӑр, Ҫӳлхуҫана кӳмелли парнене Аарон священника парӑр; 29. сире паракан пӗтӗм таса парнерен чи лайӑххине Ҫӳлхуҫана Унӑн умӗнче ҫӗклентерсе парнелӗр. 30. Кала вӗсене: парнесенчен чи лайӑххине парсассӑн, ҫакӑ левитсем йӗтем ҫинчен панӑ парне пек, юхтаркӑчран панӑ парне пек шутланӗ; 31. ҫакна эсир — эсир те, [сирӗн ывӑлӑрсем те,] сирӗн килӗр-йышӑр та — кирек ӑҫта та ҫиме пултаратӑр, мӗншӗн тесессӗн ку сире пуху чатӑрӗнчи ӗҫсене туса тӑнӑшӑн тӳлени шутланать; 32. парнесенчен чи лайӑххине Турра парсассӑн, сире ҫылӑх тивмӗ; Израиль ывӑлӗсем халалланӑ парнене ан ирсӗрлетӗр, вара вилместӗр, тенӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех