Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Килте сăмах пирĕн базăра пур.
Килте (тĕпĕ: килте) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан килте эрне хушши каллех лӑпкӑ тӑнӑ, хӑна кӑшкӑрашман, анчах пӳлӗмрен те тухса ҫӳремен, унтан вара килне кайнӑ.

Потом опять неделю было смирно в доме, и гостья не кричала, а только не выходила из комнаты и потом уехала.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Кӳршӗри килте якӑр тупса, Давыдовпа Ҫӑрттан исленсе кайнӑ Трофима тарасаран туртса кӑларчӗҫ.

Добыв в соседнем дворе «кошку», Давыдов и Щукарь извлекли из колодца уже несколько размокшего Трофима.

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӗвелтухӑҫ енчен ҫапла усал ҫил вӗрсе тӑнӑ, ҫынсем ӗҫсӗр аптраса ларнӑ вӑхӑтра станицӑри виҫ ҫӗр килте пуринче те хуторта тахҫанах ҫӗре кӗнӗ темле Иван Иванович Дегтярев ҫинчен калаҫу пуҫланнӑ.

И начинался в такую пору жестокого восточного ветра наверху и вынужденного безделья людей внизу — во всех трехстах дворах хутора один и тот же рассказ о некоем давно почившем хуторянине Иване Ивановиче Дегтяреве.

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Акӑ мӗншӗн васкатӑп: кӗҫех тыр-пул пухма тухмалла, анчах килте, хӑвӑрах пӗлетӗр, ман карчӑк пачах ӗҫлейми пулса ҫитрӗ.

А поспешаю затем, что уборка к хрипу подпирает и дома, сами знаете, старуха моя в отставку, по чистой, уходит.

XXVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Килте, мӗнле пулсан та, ним те ан пытар.

В доме ни в коем случае ничего не смей прятать.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хамӑр пӗлӗшсенчен кам та пулин килте пулсан, вӗсене ҫавӑнта илсе кайма, унта эрех ӗҫме, калаҫма пултаратӑн, анчах ӳсӗрличчен ӗҫесрен, сӑмах ҫаптарма пуҫласран сире, хуҫапа иксӗре те, турӑ сыхлатӑп!

Можешь повести их куда-нибудь к знакомым из наших, кто окажется сейчас дома, выпить с ними водки, поговорить, но боже тебя и хозяина упаси напиться пьяными и развязать языки!

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах колхоз ампарӗнчен ним те кирлӗ мар пире, эпир килте усракан выльӑхсене, ҫавнашкалах уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнакансен выльӑхӗсене туянатпӑр.

Но из колхозного закрома нам ничего не надо, мы покупаем скот личного пользования, а также у единоличников.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эсӗ мӗн, Ҫемен, юлашки кунсенче килте пурӑнмастӑн: станицӑна кайса килтӗн, унтан — окружкома…

— Ты что-то, Семен, последние дни и дома не живешь: в станицу съездил, а потом в окружком…

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кашни килте — икшер, виҫшер йыт аҫиччӗ, ҫитменнине тата мӗнлескерсемччӗ-ха!

В каждом дворе — по два, по три кобеля, да каких!

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унта ӑна, ухмаха, усси пӗтӗрме вӗрентнӗ те, вӑл килте те ман арӑм умӗнче усси пӗтӗркелеме тытӑнчӗ.

Научили его там, дурака, усы крутить, вот он и дома начинает возле моей бабы усы закручивать.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Килте вӑл асли пулнине куратӑн вӗт эсӗ, вӑл хуҫа вырӑнне, эпӗ хурлӑхпа, ачасемпе, нуша пысӑк пулнипе…

Ты видишь, что она старшая в доме, она за хозяина, а я от горя, от детишек, от великой нужды…

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсӗ ирхине аннӳне кала: каҫхине вӑл килтен ниҫта та ан кайтӑр, эпӗ сирӗн пата хӗвел аннӑ ҫӗре кӗретӗп, калаҫу пулать, эсӗ килте пул.

А ты утром матери скажи: пусть вечером она из дома не отлучается, я зайду к вам на закате солнца, будет разговор, и ты будь дома.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ҫум ҫумларӑм, утӑ ҫултӑм, килте те ӗҫ пур…

— То на прополке, то на покосе, и по домашности тоже дела…

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Халӗ ӗнтӗ килте ларать вӑл, мӗскӗн, унтан тухаймасӑр, ӗлӗкхи вӑхӑтра, революцичченех-ха, шуйттан ал ҫумалли савӑтра ларнӑ пек ларать!

Вот она и сидит тепереча дома, сидит, миленькая, как черт в старое время, ишо до революции, в рукомойнике сидел, а из хаты выйти не может!

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пирӗн килте кантӑксем пӗчӗккӗ, ансӑр, манӑн карчӑк вара, эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, мӑнтӑр та тем пысӑкӑш.

Окошечки у нас в хате маленькие, узенькие, а старуха моя, вы же знаете, тушистая, огромадная.

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Акӑ эсӗ, савнӑ Сёмушка: эсӗ килте пулнӑ, килтен епле тухса шӑвӑнтӑн, тесе ыйтрӑн.

— Вот ты, жаль моя, Семушка, вопрошаешь, как то есть я дома был и из дома сплыл.

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Илсе кайнӑ пулсан, апла ӗҫпе илсе кайнӑ, санӑн килте пулмалла.

Раз увела, значит, по делу увела, и ты должен быть дома.

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Килте ӗҫ пур.

Дома дела есть.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пирӗн Кондратӑн халлӗхе политикӑлла аталану ҫук-ха, аталану ҫук пулсан, ӑна илеймен пулсан, килте лар, майӗпе, васкамасӑр аталан, халлӗхе партине ан кӗр.

Нету пока ишо у нашего Кондрата политической развитости, а раз нету развитости, не достиг ее, то и сиди дома, развивайся помаленьку, не спеша, и в партию пока не лезь.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Килте, сӗтел хушшинче ларнӑ чух, чашӑкра сивӗнекен купӑста шӳрпи ҫинчен манса кайсах кӑвакарчӑнсем ҫине пӑхма тытӑнсан, унӑн ҫурхи ҫилпе хуралнӑ пичӗ ҫутӑлсах кайрӗ, анчах чӗрене йывӑрлӑх пусрӗ…

А вот когда дома сел за стол и, позабыв про стынущие в миске щи, стал наблюдать за голубями, — как-то просветлело его опаленное вешними ветрами лицо, но тяжелее стало на сердце…

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех