Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Июнь сăмах пирĕн базăра пур.
Июнь (тĕпĕ: июнь) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Помидорпа пӑрӑҫ тата вӑтам ҫитӗнекен купӑста калчисене июнь пуҫламӑшӗнче лартсан лайӑхрах.

Куҫарса пулӑш

Пахча ҫимӗҫ акатпӑр-лартатпӑр // В. ВАСИЛЬЕВА. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... 6&page=279

1935 ҫулхи июнь уйӑхӗнче чӑваш халӑхӗ Чӑваш автономине туса хунӑранпа 15 ҫул ҫитнине анлӑ паллӑ тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ­не кура мухтавӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 2012.06.12

А.Судленков общество организацине 2015 ҫулхи июнь уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен ертсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Влаҫпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ // Юрий ПЕТРОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ултавҫӑ 2016 ҫулхи апрель- июнь уйӑхӗсенче Чӑваш Республикинче пурӑнакан кӗсье телефонӗсем ҫине банк карттин ӗҫне чарса лартнине пӗлтерекен СМС-хыпарсем янӑ.

Куҫарса пулӑш

Айванлӑха пула ултавҫӑсен тыткӑнне лекеҫҫӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26

1916 ҫулхи май тата июнь уйӑхӗсенче металлургсем икӗ хутчен пӑлхав ҫӗклеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пархоменко урамӗ // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Кашни ҫулах, июнь уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарни кунӗнче, пирӗн ҫӗршывра медицина ӗҫченӗсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.

Ежегодно, в третье восктесенье июня, в России отмечается День медицинского работника.

Ҫӗр варринче те чирлисем патне васканӑ // Вероника ЛЕОНТЬЕВА. «Урал сасси», 2016.06.15

1926 ҫулхи июнь уйӑхӗн 22-мӗшӗнче куракансен умне чӑвашсен пӗрремӗш илемлӗ фильмӗ — «Атӑл пӑлхавҫисем» («Волжские бунтари») — тухнӑ.

В 1926 году, 22 июня перед зрителями вышла первый чувашский художественной фильм - "Волжские бунтари".

Малтанхи чӑваш фильмӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Июнь уйӑхӗн 20-мӗшӗнче алла диплом пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мал ӗмӗтлӗ Карина // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

— Диплом ӗҫне эпӗ июнь уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче «пиллӗк» паллӑпа хӳтӗлерӗм.

Куҫарса пулӑш

Мал ӗмӗтлӗ Карина // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Июнь уйӑхӗн 18-мӗшӗнче‚ Ҫимӗк кунӗ умӗн‚ Пелепей тӑрӑхӗнчи Ярмулай ялӗнче пысӑк уяв хаваслӑн кӗрлесе иртрӗ.

18-го июня, перед Троицей, в деревне Ермолкино Белебеевского района шумно прошел веселый большой праздник.

Ярмулай ялне — 250 ҫул // Рудольф ПАВЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Июнь уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ӗпхӳ хулинчи И.Якутов ячӗллӗ паркра иртнӗ пулӑма «Фестиваль» ҫеҫ тееймӗн.

Событие, прошедшее 16-го июня в парке имени И.Якутова города Уфы "Фестивалем" только не назовешь.

«Салам» чӑвашсене пуҫтарчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Июнь уйӑхӗнче хӗвел Шарпаш хыҫне анать, ытти чухне – кӑнтӑр-хӗвеланӑҫӗнче вырнаҫнӑ Етӗрнекасси ҫумӗнчи вӑрман хыҫне.

В июне солнце садится за Шарпаш, в остальное время - за лес, расположенном на юго-востоке Ядринкассы.

Чӳречерен курӑнакан кӳршӗ ял // Тамара ВЕРЕНДЕЕВА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Кашни ҫулах ҫӗртме (июнь) уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра А.С.Пушкин кунне ирттерме йышӑннӑ.

Ежегодно 6 июня в нашей стране принято отмечать Пушкинский день.

Эп харсӑр Пушкина вулатӑп, Ҫунатӑп унӑн хӗмӗпе // Рима ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Ачасен канӑвне йӗркелеме тата сывлӑхне ҫирӗплетме июнь уйӑхӗнче вӑтам шкулта лагерь ӗҫлӗ.

Куҫарса пулӑш

Район ҫыннисемпе тӗл пулса ыйтусене уҫӑмлатнӑ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Илемлетнӗ чи малтанхи чӑваш фильмӗ, «Атӑлҫи пӑлхавҫисем» ятлӑскер, 1926 ҫулхи июнь уйӑхӗн 22-мӗшӗнче куракан умне тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хапха ҫинчи пӗрремӗш кадрсем // Михаил Игнатьев. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

1963 ҫулта июнь уйӑхӗнче тухнӑ «Ленинец» хаҫат ҫапла пӗлтерет: «100 м чупас, ҫӳллӗшне ҫикес, йӗтре (ядро) тӗртес енӗпе Апашри Зоя Александровӑна ҫитекенни пулмарӗ. Леня Григорьев 100 м, Миша Петров 200 м чупса мала тухрӗҫ. Спортӑн пур енӗпе илсен «Урожай» спорт пӗрлешӗвӗн куҫса ҫӳрекен кубокне Апашсем тивӗҫрӗҫ».

Куҫарса пулӑш

Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Июнь уйӑхӗн ҫурринче Лопухов таврӑнчӗ; вӑл пӗр виҫӗ эрне Питерте пурӑнчӗ, унтан, хӑй каланӑ тӑрӑх, завод ӗҫӗсемпе Мускава тухса кайрӗ.

В половине июня Лопухов возвратился; пожил недели три в Петербурге, потом поехал в Москву, по заводским делам, как сказал.

XXVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

1855, июнь е июль, тесе ҫырмалла пулнӑ, числа лартмалла пулнӑ, кунта авӑ: кӑҫалхи ҫу, тесе ҫырнӑ; дневниксем ҫине кам ун пек ҫырать-ха?

— Надобно было написать: 1855, июнь или июль, и выставить число, а тут: лето нынешнего года; кто же так пишет в дневниках?

XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Июнь пуҫламӑшӗнче час-часах ҫуллахи пек мар лӑпкӑ, кӗркуннехи евӗр тӳлек, аслатисӗр, ҫилсӗр ҫумӑрсем ҫурӗҫ.

В начале июня часто шли необычные для лета дожди: тихие, по-осеннему смирные, без гроз, без ветра.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Июнь варринелле ҫанталӑк уяртрӗ, тӳпене пӗр пӗлӗт те тухмасть.

К концу первой половины июня погода прочно установилась, ни единой тучки не появлялось на небе.

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех