Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Бахолдин (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Бахолдин старике шутламасан…

— Если не считать старика Бахолдина…

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Халӗ вара, Терентий Родионович, районти ӗҫсемшӗн эпир сирӗнпе ответ тытатпӑр, мӗншӗн тесен Бахолдин ӗҫрен тухма ыйтса заявлени пачӗ.

А сейчас за дела в районе будем отвечать мы с вами, Терентий Родионович, потому что Бахолдин подал официальное заявление об уходе.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Бахолдин юлашки вӑхӑтра «Хӗрлӗ маяк» председателӗнче кӑлтӑксем куратчӗ, куна пӗлетӗп эпӗ, анчах эпӗ унпа килӗшместӗп.

Я знаю, что Бахолдин в последнее время критически относился к председателю «Красного маяка», но я с ним не согласен.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

 — Эпир Бахолдин шухӑшне шута илмесӗр тӑма пултараймастпӑр.

 — Мы не можем не считаться с мнением Бахолдина.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Тӗрӗссипе, юлташсем, васкавлӑ бюро пухмаллаччӗ, анчах, шел те, эпир куна тума пултараймастпӑр — Бахолдин чирлӗ, икӗ ҫын килте ҫук, ҫавӑнпа эпир бюро пухмасӑрах пӗр япала ҫинчен калаҫса илӗпӗр.

— Вообще-то, товарищи, надо бы созвать срочное бюро, но мы не можем этого сделать — Бахолдин болен, двое в отъезде, поэтому мы просто в рабочем порядке обменяемся мнениями о том, что случилось.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Бахолдин, хӑй вӗрентсе ӳстернӗ ҫамрӑк ҫынна куҫне илмесӗр сӑнаса выртаканскер, нимӗн чӗнмесӗр пуҫне сулчӗ.

Бахолдин, не спускавший глаз со своего воспитанника, молча кивнул.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Вӑт ҫапла, — терӗ Бахолдин, кун пирки калаҫса пӗтернине систерсе.

— Вот так, — как бы ставя точку, проговорил Бахолдин.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эпӗ хам мӗн тунине пӗлетӗп, — терӗ Бахолдин сиввӗн.

— Я знаю, что делаю, — сухо ответил Бахолдин.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Отставкӑна кӑларма ыйтатӑп, — терӗ Бахолдин шӳтлӗн, анчах ун сулахай пит ҫӑмарти сасартӑк вашаклӑн туртӑнкалама пуҫланинчен ӑна шӳт тума ҫӑмӑл пулманни курӑнчӗ.

— Мое прошение об отставке, — с шутливой живостью ответил Бахолдин, но по тому, как левая его щека вдруг стала нервно подергиваться, видно было, что эта шутливость дается ему нелегко.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Лузгинпа та ҫапла, — терӗ Бахолдин ҫураҫуллӑн.

— Так и с Лузгиным, — миролюбиво заключил Бахолдин.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Бахолдин, сӗтел ҫинчен йӑлтӑркка пуҫлӑ авторучкӑ илсе, ӑна ҫавӑркаласа пӑхрӗ, унтан ӑна вырӑнне хучӗ те хӑйӗн йӑлипе пит ҫӑмартисене шӑлкаласа илчӗ.

Бахолдин взял со столика автоматическую ручку с блестящим наконечником, повертел ее в руках, положил на место, по привычке погладил щеку.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ҫапла, пирӗн сирӗнпе чи малтан председатель лайӑх е начар хуҫа пулнине пӑхмалла! — ҫирӗплетрӗ Бахолдин, унтан, выртса тавлашма майлах пулман пирки, вӑл кӑшт ҫӗкленчӗ те минтерсем ҫине чавсаланса ларчӗ.

— Да, мы с вами в первую голову должны смотреть, хорош или не хорош председатель как хозяин! — подтвердил Бахолдин, и, так как спорить в полулежачем положении ему было не совсем удобно, он слегка подтянулся и сел, облокачиваясь на подушки.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Вӑраха ятӑмӑр кӑҫал, вӑраха, — ассӑн сывларӗ Бахолдин, анчах хӑйне тыттарнӑ рапорт ҫине сӑнарах пӑхрӗ те, ун пит-куҫӗ ҫуталса кайрӗ.

— Подзатянули мы нынешний год, подзатянули, — вздохнул Бахолдин, но, когда вгляделся в поданный ему рапорт, лицо ого просияло.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хытӑ картон папкӑ выртакан чӗркуҫҫийӗсене хуҫлатса, Бахолдин хӑйне панӑ хутсене иле-иле пычӗ, куҫ харшийӗсене пӗркелентерсе вуларӗ, унтан, куҫӗсене хӗссе, пуҫне тайса, васкамасӑр алӑ пусрӗ.

Подтянув к животу колени, на которых лежала твердая картонная папка, Бахолдин принимал очередную бумагу, читал, озабоченно хмуря брови, потом, прищурясь и склонив набок голову, не спеша подписывал ее.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӗрсе кайса, Бахолдин алӑка шӑнкӑртаттарнине те, коридорти ура сассисене те илтмерӗ, алӑкран темиҫе хут хыттӑн шаккасан ҫеҫ, вӑранса кайнӑ пек пулчӗ.

Увлекшись, Бахолдин не слышал ни звонка, ни шагов по коридору и точно очнулся, когда раздался дробный и настойчивый стук в дверь.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ну, эсӗ ахалех апла калатӑн, — терӗ Бахолдин, Мажаров хӑйне хӑй хурланипе килӗшмесӗр.

— Ну, это уж ты напрасно, — попробовал было смягчить Бахолдин суровое самоуничижение Мажарова.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Иккӗленместӗп, Костя, — терӗ Бахолдин Мажаров аллисене сулкаланине сӑнаса.

— Не сомневаюсь, Костя, — следя за размашистыми движениями Мажарова, проговорил Бахолдин.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ӗнер каҫхине тул ҫутӑличченех Бахолдин патӗнче пултӑм, кухньӑра тӗлӗркелесе лартӑм, пӗрре тухтӑра илсе пытӑм ун патне, тепре сестрана.

Нынче дежурил до самого света у Бахолдина, кемарил на кухне — то доктора к нему возил, то сестру.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ача ҫурчӗ Костьӑшӑн часах тӑван кил, Алексей Макарович Бахолдин вара чи ҫывӑх та хаклӑ ҫын пулса тӑнӑ.

Скоро детдом стал для Кости родным, а самым близким и дорогим человеком — Алексей Макарович Бахолдин.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫынсем те, куҫ хыҫӗнче пурте пекех Бахолдин старике ытларах хисепленӗ пулин те, хӑйсен пуҫлӑхӗ — Коробин пӗр кӑлтӑксӑр пулнине курса, ун умӗнче тулашӗнчен типтерленнӗ ҫеҫ мар, чун-чӗрине те хытарнӑ.

Да и люди, чувствуя такую независимость и неуязвимость своего руководителя, в его присутствии подтягивались не только внешне, но и внутренне, хотя за глаза почти все отдавали предпочтение старику Бахолдину.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех