Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗвелӗ вылять те кулать; кайӑксем ӑмӑртмалла чӗвӗлтетеҫҫӗ; чӑн-чӑн амӑшӗ килменнине, «атя, ывӑлӑм» теменнине пула ача чунӗнче армути йӳҫеклӗхӗ амаланать.
3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Пӳрт умӗнчи ватӑ йӑмрапа пусӑ ҫумӗнчи ҫамрӑкрах йӑмра пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла кашлаҫҫӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫурчӗсем самай юсавлӑ, карта-хури те ҫӳллӗ, пӗринчен тепри ӑмӑртмалла ҫӗнетсе пыраҫҫӗ иккен.
Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.
Тантӑшсемпе ӑмӑртмалла чупса килнӗ асамлӑн туйӑнакан вырӑна ҫуллахи шӑрӑх кунсенче.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.
Куккукпа ӑмӑртмалла ытти кайӑксем юрлаҫҫӗ.
59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Иккӗмӗш кун халӗ хурӑнлӑхра мотор сасси ӑмӑртмалла кӗрлет.
53 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Пӑчкӑсем ӑмӑртмалла ҫатӑртатаҫҫӗ.
45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ҫӑка тӑррине икӗ енчен шӗвӗртсе пыракан Хӗлимун ушкӑнӗ ӑмӑртмалла качлаттарать.
29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ҫын пуррипе шуйханса ҫӑка ҫине куҫнӑ пилеш кайӑкӗсем ӑмӑртмалла чӗвӗлтетеҫҫӗ.
18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ҫамрӑк хурӑнсемпе ҫӑкасем пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла тенӗ пек пӗве кайнӑ.
5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Толикпе Венька, савӑнса ӳксе ӑмӑртмалла ашшӗ ҫырӑвне вулама пуҫларӗҫ.
Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ҫара уран Сӗве хӗрринче чупнисем, шывра чӑмпӑлтатнисем, ӑмӑртмалла ишнисем нихӑҫан та манӑҫмаҫҫӗ пуль вӗсем.
Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.
Хӑй ҫуралса ӳснӗ Отиккӑвӑ ялӗнчи ҫамрӑксемпе пӗрле ӑмӑртмалла тенӗ пек ӳт-пӗве пиҫӗхтернӗ.
Пӗтӗм пурнӑҫӗ - спорт // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13452-p ... rn-c-sport
Дояркӑсем мӑйӑрсене пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла пыра-пыра илеҫҫӗ.
XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Магдальпе Валя пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла шыва чӑмпӑлтаттара пуҫларӗҫ.
XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Киле тесен, пурте ӑмӑртмалла васкаҫҫӗ вӗсем…
XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Унтан Санюк патне ҫитиех ӑмӑртмалла чупрӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Пӗр-пӗрин ӳкерчӗкӗсене курса ӑмӑртмалла ӗҫлеме пуҫларӑмӑр.
«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/
Пӑши Павӑлӗ те пиҫенсемпе анраҫарӑксене унпа ӑмӑртмалла эхлетсех тӑпӑлтарать.
Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.
— Эй, амӑшне ӑмӑртмалла ӗмеҫҫӗ.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.