Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чылайчченех шывран тухмарӗҫ, Пач ҫӑвӑнман пек халиччен.
X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Уҫса янӑ подвалтан адмиралӑн пит-куҫӗ ҫине пӑнтӑхнӑ нӳрлӗ шӑршӑ тата тахҫантанпах ҫӑвӑнман ӳт шӑршиллӗ ҫӗтӗк-ҫатӑк йӗпе утиял шӑрши ҫапрӗ.
XXXI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Эсӗ, ачам, вӑрҫӑ пуҫланнӑранпа та ҫӑвӑнман пулмалла!
XVI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Эпӗ виҫӗ кунтанпа ҫӑвӑнман.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Асапланса пӗтнӗ, хырӑнман, ҫӑвӑнман пек курӑнакан пичӗ-куҫӗ ҫине, шурала пуҫланӑ ҫӳҫӗсемпе хӗрелнӗ куҫӗсем ҫине пӑхсан, вӑл чирлӗ ҫын пекех туйӑнать.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫынсем ҫӑвӑнман, чей вӗретмен, каҫхи апат та типӗллех ҫинӗ.
6 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Маларах ҫак хӗрарӑмпа ҫывӑххӑн пулнӑ-ҫке-ха, ӳт-тир таранчченех, халӗ ҫавна аса илчӗ те, ӑна темиҫе уйӑх тӑтӑшшӑн ҫӑвӑнман та кӗпе-йӗмне пач улӑштармасӑр пурӑннӑ пекех туйӑнса кайрӗ.
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Эсӗ паян ҫӑвӑнман та пулмалла?
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пӳрчӗ те кӑштах кивелнӗ, хырӑнман, ҫӑвӑнман ҫын пек, тирпейсӗррӗн, таса маррӑн курӑнать.И сам домик обветшал немного, глядел небрежно, нечисто, как небритый и немытый человек.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ ҫӑвӑнман та-ҫке.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ун пек юрату ҫук вӑл, чунӑм, пур пулсан та — вӑл пӗртте юрату мар. Акӑ, эпӗ халь пӗр эрне ҫӑвӑнман, арҫын йӗмӗпе, ботинкӑпа ҫӳретӗп, унӑн пуҫӗ витӗр пӳрнесем курӑнса тӑраҫҫӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мунчи нимӗҫсен пӗчӗк блиндажӗнче ҫеҫ пулнӑ пулин те, унта тимӗр пичкерен тунӑ кӑмака тата ҫавӑн пекех тимер пичкерен тунӑ катка ҫеҫ пулнӑ пулин те (ҫавӑн пирки вӗри шывран кӑштах бензин шӑрши кӗнӗ), виҫӗ ҫул хушши ҫӑвӑнман Ваньӑшӑн ҫав мунча рай пекех туйӑннӑ.
18 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
11. Кам та кам пӗр-пӗр вилнӗ ҫынна сӗртӗнет, ҫавӑ ҫичӗ кун хушши таса мар пулӗ; 12. виҫҫӗмӗш кунне тата ҫиччӗмӗш кунне унӑн ҫав [шывпа] ҫӑвӑнса тасалмалла, вара таса пулать; виҫҫӗмӗш тата ҫиччӗмӗш кунне ҫӑвӑнса тасалмасассӑн, таса мар пулать; 13. кирек кам та, пӗр-пӗр вилнӗ ҫынна сӗртӗннӗ пулсассӑн, кайран тасалман пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа ҫуртне ирсӗрлетет: ун пек ҫынна Израиль хушшинчен пӗтермелле, мӗншӗн тесессӗн вӑл тасатакан шывпа ҫӑвӑнман, вӑл таса мар, унӑн тасамарлӑхӗ хӑйӗн ҫинчех.
Йыш 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1