Шырав
Шырав ĕçĕ:
58. Иуда каланӑ: пилӗкӗре туртса ҫыхӑр, ҫирӗп пулӑр, ир енне ҫак суя тӗнлӗ ҫынсемпе ҫапӑҫӑва кӗме хатӗр тӑрӑр: вӗсем пире хирӗҫ пире пӗтерме, пирӗн сӑваплӑ Ҫуртӑмӑра пӗтерме пуҫтарӑнса килнӗ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Сирон, Сири ҫарпуҫӗ, Иуда хӑйпе пӗрле вӑрҫа тухма хӑй тавра шанчӑклӑ ҫынсене йышлӑн пуҫтарни ҫинчен илтнӗ те 14. каланӑ: Иудӑпа тата ун тавра пухӑннӑ ҫынсемпе, патша сӑмахне вырӑна хуманскерсемпе, кайса ҫапӑҫам та — ятӑма ҫӗклем, патшалӑхра чапа тухам, тенӗ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ефрем Мана суяпа, Израиль килӗ ултавпа хупӑрларӗ; Иуда Турӑран уйрӑлманччӗ-ха — сӑваплӑ ҫынсемпе пӗрле шанчӑклӑ тӑратчӗ.
Ос 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Унӑн тӑррисене вӗлернӗ ҫынсемпе тултарӑп; санӑн сӑртусем ҫине, санӑн айлӑмусене, санӑн пур лупашкуна хӗҫпе касӑлнисем ӳксе тулӗҫ.
Иез 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Унта — ҫурҫӗр хуҫисем, вӗсем тата пӗтӗм Сидон халӑхӗ, сехӗрлентерсе тӑнӑ вӑй-хӑватне ҫӗмӗрсе тӑкнипе намӑса юлнӑскерсем, аркатса тӑкнӑ ҫынсемпе пӗрле ҫӗр тӗпне аннӑ, халь ӳт кастарманнисемпе пӗрле, хӗҫпе вӗлернисемпе пӗрле выртаҫҫӗ, виле шӑтӑкне ӑсаннисемпе пӗрле хурлӑх кураҫҫӗ.
Иез 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Египет ывӑлӗсемпе — хӑвӑн кӳршӳсемпе, капан пек ҫынсемпе — асрӑн, Мана ҫиллентерсе, хӑвӑн аскӑн ӗҫне нумайлатса пытӑн.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӗр аскӑн ҫынсемпе тулса ларнӑ, ылханлӑ ҫӗр ӗсӗклет; ҫеҫенхирти кӗтӳлӗхсем типсе ларчӗҫ, вӗсен тӗллевӗ вара — усаллӑх, вӗсен вӑйӗ — тӳрӗ мар ӗҫ, 11. пророк та, священник та ирсӗрленнӗ; Хамӑн Ҫуртӑмра та Эпӗ вӗсен ирсӗр ӗҫӗсене тупрӑм, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эсӗ вара вӗсене кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: акӑ Эпӗ ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакан ҫынсемпе Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан патшасене, священниксемпе пророксене, Иерусалимра пурӑнакан мӗнпур ҫынна ӳсӗртмеллех ӳсӗртӗп те 14. вӗсене, ашшӗсене те, ывӑлӗсене те — пурне те пӗрле — пӗр-пӗрин ҫумне ҫапӑнтарса вӗлерсе пӗтерӗп, тет Ҫӳлхуҫа, вӗсене каҫармӑп, ҫырлахмӑп, пӗтернӗ чухне хӗрхенсе тӑмӑп.
Иер 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫуран ҫынсемпе чупсах ӗшенетӗн пулсассӑн, урхамахсемпе мӗнле тупӑшас-ха санӑн? тӑнӑҫлӑ ҫӗршыврах такӑнса ӳкетӗн пулсассӑн, Иордан хӑмӑшлӑхӗнче мӗн тӑвӑн-ха эсӗ?
Иер 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Манӑн ҫиллӗм, Манӑн хаярлӑхӑм ҫак вырӑна, ҫынсемпе выльӑх ҫине, хирти йывӑҫсемпе ҫӗр ҫимӗҫӗсем ҫине ӳксе хыпса илӗ те пӗр сӳнмесӗр ҫунса тӑрӗ.
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫылӑхлӑ ҫынсен ачисем — киревсӗр ачасем, вӗсем усал ҫынсемпе хутшӑнса пурӑнаҫҫӗ.8. Дети грешников бывают дети отвратительные и общаются с нечестивыми.
Сир 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Пурте вӗсем хӑйсен аллине шанаҫҫӗ, харпӑр хӑй ӗҫӗнче ӑста вӗсем; 37. вӗсемсӗр хула та лартас ҫук, вӗсем урӑх вырӑна, унта-кунта куҫса ҫӳрес ҫук; 38. ҫапах та ҫав ҫынсемпе канашланмаҫҫӗ, вӗсем пухура та чыслӑ вырӑн йышӑнмаҫҫӗ, тӳре вырӑнӗнче лармаҫҫӗ вӗсем, сут ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшламаҫҫӗ, вӗрентсе те каламаҫҫӗ, хурламаҫҫӗ те; 39. вӗсем пурӑнан пурӑнӑҫра мӗн кирлине туса тӑраҫҫӗ, кӗлтӑвасса та вӗсем хӑйсен ӗҫӗ валли ӑнӑҫлӑх ыйтса кӗлтӑваҫҫӗ.
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ӑссӑр-тӑнсӑрсем хушшинче вӑхӑтна сая ан яр, ӑна ӑслӑ ҫынсемпе ирттер.12. Среди неразумных не трать времени, а проводи его постоянно среди благоразумных.
Сир 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Каҫхи вӑхӑта тӳрӗ ҫынсемпе пӗрле ирттер, санӑн мухтаву Ҫӳлхуҫаран хӑрани пултӑр.21. Да вечеряют с тобой мужи праведные, и слава твоя да будет в страхе Господнем.
Сир 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Шухӑшлассине ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсемпе шухӑшла, калаҫасси Ҫӳлти Турӑ саккунӗ ҫинчен пултӑр.20. Рассуждение твое да будет с разумными, и всякая беседа твоя - в законе Вышнего.
Сир 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Мӑнкӑмӑллӑ ҫынсемпе тупӑш уйӑриччен йӑваш ҫынсемпе сапӑрлӑн пурӑнни лайӑхрах.19. Лучше смиряться духом с кроткими, нежели разделять добычу с гордыми.
Ытар 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Пусмӑрлакан ҫынна ан ӑмсан, унӑн пӗр ҫулне те ан кӑмӑлла: 32. Ҫӳлхуҫа аскӑнчӑк ҫынран йӗрӗнет, Вӑл тӳрӗ ҫынсемпе хутшӑнать.
Ытар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эпӗ вара, — манӑн урасем кӗҫех тайӑлатчӗҫ, ура тупанӗсем кӗҫех шуса каятчӗҫ, — 3. йӗркесӗр ҫынсем тулӑх пурӑннине кура, ӑссӑр ҫынсене ӑмсантӑм: 4. вӗсем мӗн виличченех асап курмаҫҫӗ, вӗсенӗн вӑйӗ тӗреклӗ; 5. вӗсем этем ӗҫлекен ӗҫре ҫӳремеҫҫӗ, ытти ҫынсемпе пӗрле хӗн курмаҫҫӗ.
Пс 72 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вӗсенӗн йӗркесӗр ӗҫӗ ҫумне йӗркесӗр ӗҫ хуш, вӗсем Сан умӑнта тӳрре ан тухайччӑр; 29. вӗсем чӗррисенӗн кӗнекинчен ҫухалччӑр, вӗсем тӳрӗ ҫынсемпе пӗрле ан ҫырӑнайччӑр.
Пс 68 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. ху вара Эпӗ вӗрентнине кураймастӑн, Ман сӑмахӑмсене хыҫна пӑрахатӑн; 18. вӑрра курсассӑн, унпа килӗштеретӗн, аскӑн ҫынсемпе хутшӑнатӑн; 19. ҫӑварна усал сӑмах калаҫма каратӑн, чӗлхӳ ултавлӑ хавха тӗвӗлет; 20. тӑванна ҫисе калаҫса ларатӑн, аннӳ ывӑлӗ ҫинчен элек саратӑн; 21. ҫавӑн пек турӑн эсӗ, Эпӗ чӗнмен пулсассӑн эсӗ Мана ху пек тесе шухӑшлаттӑн. Тӑрӑ шыв ҫине кӑларӑп сана, [ҫылӑхусене] куҫу умне тӑратӑп. 22. Эй Турра манакансем, ӑнласа илӗр ҫакна, Манӑн сире пӗтерсе тӑкмалла ан пултӑр — хӑтаракан пулмӗ. 23. Мана кам мухтав парнийӗ кӳрет, Мана ҫавӑ хисеплет, кам хӑй ҫул-йӗрне астуса пырать, ҫавна Эпӗ Турӑ ҫӑлнине кӑтартӑп» тет.
Пс 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.