Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫынсемпе (тĕпĕ: ҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ульяновск область кӗпӗрнаттӑрӗн ветерансен ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен канашлуҫи Николай Лазарев Владимир Сатай пек ҫынсемпе – ҫыравҫӑ, поэт тата вӑрҫӑ ветеранӗ – пирӗн мухтанма пӗлмеллине, вӗсенчен тӗслӗх илмеллине, ҫамрӑк ӑрӑвӑн асаттесемпе асаннесен паттӑрлӑхне манмалла маррине каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Палӑк кӑна мар... // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Александр Михайлович маншӑн тӑван пиччерен те хаклӑ, ҫынсемпе ӗҫлеме, туслӑ пурӑнма вӗрентекен ҫын.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑннӑ ҫулсем // Анна Никонорова. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Паллах, юлашки ҫулсенче лару-тӑру улшӑнчӗ, тӗрлӗ фирмӑра ӗҫлекенсен ҫынсемпе йӑл кулса калаҫмалла.

Куҫарса пулӑш

Ӑмӑр сӑн-пит наци палли-ши? // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Ӗлӗкех приказчиксем, официантсем, тарҫӑсем ҫынсемпе питӗ ҫӗпӗҫ калаҫнӑ, анчах нихӑҫан та йӑл кулман.

Куҫарса пулӑш

Ӑмӑр сӑн-пит наци палли-ши? // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Анлӑ Атӑл хӗрринчи шурӑ Шупашкарӑн илемлӗ урамӗсемпе, унти чӑннипех те хастар, ӗҫчен те ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсемпе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Унти ҫынсемпе калаҫ, авалхи масарсене шыра, тен, ӗлӗкхи хулаш вырӑнӗсене те тупӑн, – тесе студента ҫула ӑсатнӑ.

Поговори в тех краях с людьми, находи старые кладбища, может быть, найдёшь и старые места городов, - дали задания и отправили в дорогу.

Чикету патӗнчи ҫапӑҫу // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Мускавран, Бельгирен, Швейцарирен, Испанирен ятарласа чӑвашла вӗренме килнӗ ҫынсемпе куҫа-куҫӑн калаҫни «Эткер» этнолагерьти «Хӗлхем» ушкӑн ачисенче чӑваш туйӑмлӑхӗ ҫуратрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Ҫӗршыври паллӑ ҫынсемпе — Виктор Черномырдинпа, Владимир Васильевпа, Михаил Калашниковпа — ӳкерӗннӗ ӗҫсем пур.

Есть работы сфотографированные вместе с известными людьми страны - с Виктором Черномырдином, Владимиром Васильевым, Михаил Калашниковым.

Хӗрарӑм илемӗн фотоӳнерҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Утта ҫынсемпе пӗрле каяттӑмӑр, турттарса килеттӗмӗр.

На сенокос вместе с людьми ездили, привозили.

Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Иккӗмӗшӗнчен, халӑх ҫӳренӗ вырӑнта ларнӑран унӑн шухӑш-кӑмӑлне туйса тӑратӑп, пӗлӗшсем килсе ҫӳреҫҫӗ, пӗр палламан ҫынсемпе хутшӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ҫавӑн пекех тата уйрӑм ҫынсемпе ҫыхӑннӑ кӗлӗсем те пур (ыйткалакан кӗлли, мунча кӗлли, сурӑх каснӑ чухне кӗлтумалли т.ыт.те).

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Сӑмах май, Аслӑ Сӗнчел пултаруллӑ ҫынсемпе пуян – кунтан паллӑ профессорсем, ӳнерҫӗсем, ҫӗр ӗҫне чунтан парӑннисем сахал мар тухнӑ.

К слову, Сунчелеево богато талантливыми людьми - отсюда вышли не мало профессора, искусствоведы, истинные земледельцы.

Сӑмахӗсем паян та чӗрӗ // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Майӑн 13-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Аслӑ Сӗнчел Культура керменӗ ял-йышпа, республикӑн пайтах районӗсенчен, хулисенчен килнӗ ҫынсемпе лӑк тулчӗ.

13-го мая Дворец культуры Сунчелеево Аксубаевского района заполнился сельчанами, людьми, приехавшими с большинства районов республики.

Сӑмахӗсем паян та чӗрӗ // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Ҫуллахи кунсенче ҫеҫ ял ҫынсемпе йышлӑланать‚ ача-пӑча сассисемпе тулать.

Только в летние дни в деревне увеличивается количество людей, наполняется голосами детворы.

Манӑн пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑм // Валентина ЖУКОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Аякри хула ывӑнтарать, ҫывӑх ҫынсемпе юнашар пулас килет.

Дальние города угнетают, хочется быть рядом с близкими людьми.

Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Жорж ҫак сӗнӗве йышӑнмасӑр тӑма пултарнӑ-и вара? Ҫапла вӑл барон пулса тӑнӑ, унсӑр пуҫне чаплӑ ҫынсемпе хутшӑнма пуҫланӑ.

Мог ли Жорж данное предложение не принять? Таким образом он стал бароном, примкнул к обществу важных людей.

Дантес ҫулӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Пурнӑҫ ӗҫчен ҫынсемпе тӗреклӗ тесе ахальтен каламан ӗнтӗ ваттисем.

Не зря говорят, что жизнь крепка тружениками.

Пурнӑҫ ӗҫчен ҫынсемпе тӗреклӗ // В.РОМАНОВ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Ольӑпа ҫывӑхланиччен вӑл ҫынсемпе ытларах Интернет урлӑ хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Бюллетень илес текен нумай пулнӑран республика Пуҫлӑхӗн те черетре тӑма тиврӗ, ҫак хушӑра вӑл ҫынсемпе калаҫрӗ, вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗ пирки ыйтса пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ӗҫ-хӗле йӗркелеме пӗлни, ҫынсемпе пӗр чӗлхе тупма пултарни...

Куҫарса пулӑш

Ака-суха пултаруллисене килӗштерет // И.СЕРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех