Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пс 72

Пай: Библи –> Псалтирь

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.16 21:35

Пуплевӗш: 22; Сӑмах: 310

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

Асаф псаломӗ.

1. Израильшӗн, таса чӗреллисемшӗн
Турӑ мӗн тӗрлӗ ырӑ!

2. Эпӗ вара, — манӑн урасем кӗҫех тайӑлатчӗҫ,
ура тупанӗсем кӗҫех шуса каятчӗҫ, —
3. йӗркесӗр ҫынсем тулӑх пурӑннине кура,
ӑссӑр ҫынсене ӑмсантӑм:
4. вӗсем мӗн виличченех асап курмаҫҫӗ,
вӗсенӗн вӑйӗ тӗреклӗ;
5. вӗсем этем ӗҫлекен ӗҫре ҫӳремеҫҫӗ,
ытти ҫынсемпе пӗрле хӗн курмаҫҫӗ.

6. Ҫавӑнпа мӑнаҫлӑх вӗсене мӑя пек ҫавӑрса илнӗ,
хаярлӑх вӗсене тумтир пек витсе тӑрать;
7. самӑрланнипе куҫӗсем сиксе тухнӑ,
чӗринче тӗрлӗ шухӑш пӑтранать;
8. пуринчен те кулаҫҫӗ, кураймасӑр усал ят сараҫҫӗ,
мӑнаҫ калаҫаҫҫӗ, хӗсӗрлесси ҫинчен калаҫаҫҫӗ;
9. ҫӑварне тӳпе енне ҫӗклеҫҫӗ,
чӗлхи хӑйсен ҫӗр ҫийӗн сӗтӗрӗнет.

10. Ҫапла вӗсем халӑха хӑйсен енне ҫавӑраҫҫӗ,
курка тулли шыв ӗҫтереҫҫӗ,
11. ӗнтӗ: «Турӑ епле пӗлтӗр?

Ҫӳлти Турӑ пӗлсе тӑрать-и вара?» тееҫҫӗ.

12. Акӑ ҫав усал ҫынсем ӗмӗрех тулӑх пурӑнаҫҫӗ,
мулне хушаҫҫӗ.

13. [Вара ҫапла шухӑшларӑм:] апла чӗреме кӑлӑхах тасатмарӑм-ши,
хам айӑпсӑррине кӑтартма аллӑма кӑлӑхах ҫумарӑм-ши,
14. кунсерен хама кӑлӑхах амантмарӑм-ши,
ирсерен хама кӑлӑхах питлемерӗм-ши? терӗм.

15. Анчах та эпӗ «ҫапла калаҫам» тенӗ пулсассӑн
Санӑн ывӑлусен йӑхӗ умӗнче сутӑнчӑк пулаттӑм.

16-17. Эпӗ ҫакна епле ӑнласа илем-ши тесе шухӑшларӑм,
анчах Туррӑн сӑваплӑ Ҫуртне кӗриччен,
вӗсем мӗнле пӗтессе пӗличчен
маншӑн вӑл чӑтма ҫук йывӑр пулчӗ.

18. Ҫапла-мӗн! Эсӗ вӗсене шуса ӳкмелли ҫул ҫине тӑратнӑ,
Эсӗ вӗсене тӗппипе аркататӑн, тӗпсӗр шӑтӑка пӑрахатӑн.

19. Вӗсем пӗр самантра ҫука юлчӗҫ,
ҫухалчӗҫ, сехри хӑпнипе пӗтрӗҫ!

20. Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ вӗсен ӗмӗчӗсене,
ыйхӑран вӑрансанах сирӗлекен пушӑ тӗлӗк пек, сирсе ярӑн.

21. Чӗрем вӗресе тӑнӑ чухне,
ӑшӑм вӑрканӑ чухне
22. эпӗ нимӗн те пӗлмен, ӑнласа илеймен;
Санӑн умӑнта эпӗ выльӑх пек пулнӑ.

23. Ҫавах эпӗ яланах Санпа пӗрле:
Эсӗ мана сылтӑм аллӑмран тытса тӑратӑн;
24. Эсӗ мана Хӑвӑн ӑсупа ҫӳрететӗн,
кайран мана мухтавлӑхна кӗртӗн.

25. Тӳпере маншӑн кам пултӑр?

Сансӑр пуҫне мана ҫӗр ҫинче нимӗн те кирлӗ мар.

26. Ӳтӗмпе чӗрем халран кайсассӑн та
Турӑ — манӑн чӗремӗн тӗрекӗ, манӑн ӗмӗрлӗх пайӑм.

27. Акӑ Санран пӑрӑнса каякансем пӗтеҫҫӗ;
Эсӗ Хӑвӑнтан ютшӑнакансене пурне те пӗтеретӗн.

28. Маншӑн вара Турӑ патне ҫывӑхарасси чӑн телей!

Санӑн пур ӗҫӳ ҫинчен те
[Сион хӗрӗн хапхи умӗнче] пӗлтерсе тӑрас тесе
эпӗ Ҫӳлхуҫа Турра шанса тӑратӑп.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех