Шырав
Шырав ĕçĕ:
12. Ӑслӑлӑх хӑйӗн ывӑлӗсене ҫӳлелле ҫӗклентерет, хӑйне шыракансене хунтӑлать: 13. ӑна юратакан пурӑнӑҫа юратать, ӑна иртенпех шыракан туп-тулли савӑнӑҫ тупать; 14. ӑслӑлӑх пурри еткерлӗхе ырӑ ят илӗ, кирек ӑҫта кайсассӑн та Ҫӳлхуҫа ӑна пиллесех тӑрӗ; 15. ӑслӑлӑхшӑн ӗҫлекен Святойшӑн ӗҫлесе тӑрать, ӑслӑлӑха юратакана Ҫӳлхуҫа юратать; 16. ӑна итлекен халӑхсене сут тӑвӗ, ӑна тимлекен шиксӗр пурӑнӗ; 17. кам та кам ӑслӑлӑха шанать, ҫавӑ ӑна еткерлӗхе илет, ӗнтӗ ӑслӑлӑх унӑн тӑхӑмне тивӗҫӗ: 18. малтан вӑл этеме кукӑр-макӑр ҫулпа ертсе ҫӳрет, ӑна шиклентерсе-хӑратса пӗтерет, 19. унӑн чунне шанса ҫитериччен, хӑйӗн йӗркипе сӑнаса тухиччен этеме вӑл ӑстӑн парса тӗрӗслет; 20. кайран вара ун патне тӳрӗ ҫулпа тухать те савӑнтарать ӑна, 21. хӑйӗн вӑрттӑнлӑхне пӗлтерет ӑна.
Сир 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫакӑн ҫинчен ӑшӑмра шухӑшларӑм та, чӗремре тӗплӗ шухӑшласа пӑхрӑм та, ӑслӑлӑхпа хурӑнташлӑ пулни вӑл — вилӗмсӗрлӗх, 18. унпа туслӑ пулни — ырӑ киленӗҫ, унӑн ӗҫлӗхлӗ аллинче — иксӗлми пуянлӑх, унпа калаҫни — ӑс-хакӑл пухни, унпа сӑмахлани — ырӑ ят, ҫакна пӗлӳҫӗн, ӑна хам пата илес тесе ҫӳрерӗм, шырарӑм.
Ӑсл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ӑслӑлӑх урлӑ эпӗ вилӗмсӗрлӗх ҫӗнсе илӗп, хам хыҫҫӑн килекеннисем валли ӗмӗрлӗхе ырӑ ят хӑварӑп.13. Чрез нее я достигну бессмертия и оставлю вечную память будущим после меня.
Ӑсл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ырӑ ят хаклӑ сӗрӗшрен лайӑхрах, вилӗм кунӗ ҫуралнӑ кунран лайӑхрах.1. Доброе имя лучше дорогой масти, и день смерти - дня рождения.
Еккл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӗр ҫинче мӗн пуррине ят панӑ ӗнтӗ, этем мӗнли те паллӑ, вӑл хӑйӗнчен вӑйлӑраххипе тавлашма пултараймасть.
Еккл 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ырӑ ят ҫӗрме пуянлӑхран аванрах, ырӑ мухтав кӗмӗлпе ылтӑнран аванрах.1. Доброе имя лучше большого богатства, и добрая слава лучше серебра и золота.
Ытар 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл хурлӑхлӑ чӗреллисене сыватать, вӗсенӗн суранне эмеллет; 4. ҫӑлтӑрсен шутне палӑртса хурать; вӗсене ят парса тухать.
Пс 146 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑнпа мӑнаҫлӑх вӗсене мӑя пек ҫавӑрса илнӗ, хаярлӑх вӗсене тумтир пек витсе тӑрать; 7. самӑрланнипе куҫӗсем сиксе тухнӑ, чӗринче тӗрлӗ шухӑш пӑтранать; 8. пуринчен те кулаҫҫӗ, кураймасӑр усал ят сараҫҫӗ, мӑнаҫ калаҫаҫҫӗ, хӗсӗрлесси ҫинчен калаҫаҫҫӗ; 9. ҫӑварне тӳпе енне ҫӗклеҫҫӗ, чӗлхи хӑйсен ҫӗр ҫийӗн сӗтӗрӗнет.
Пс 72 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Эсӗ Аврама суйласа илнӗ, ӑна халдейсен ҫӗрӗнчи Ур хулинчен илсе тухнӑ, ӑна Авраам тесе ят панӑ, 8. вӑл пӗтӗм чун-чӗрипе Хӑвна пӑхӑннине курсассӑн, Эсӗ унпа халал хывнӑ: унӑн вӑрлӑхне ханаансен, хетсен, аморрейсен, ферезейсен, иевуссейсен, гергесейсен ҫӗрне пама пулнӑ.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вара юпасене Ҫурт умне пӗрне сылтӑм енне, тепӗрне сулахай енне лартнӑ, сылтӑмрине Иахин тесе, сулахайрине Воаз тесе ят панӑ.
2 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑнпа ҫак вырӑна Ваал-Перацим тесе ят панӑ.
1 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара ҫав вырӑна «Оза вилнӗ вырӑн» тесе ят панӑ; ӑна паянхи кунчченех ҫапла калаҫҫӗ.И назвал то место поражением Озы; так называется оно и до сего дня.
1 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Давид ҫав керемре пурӑннӑ, ҫавӑнпа ӑна Давид хули тесе ят панӑ.7. Давид жил в той крепости, потому и называли ее городом Давидовым.
1 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ун хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн арӑмӗ патне кӗнӗ, арӑмӗ йывӑр ҫын пулнӑ та ывӑл ача ҫуратса панӑ, вӑл ӑна Берия тесе ят хунӑ, мӗншӗн тесессӗн унӑн килне хуйхӑ ҫитнӗ.
1 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Амӑшӗ: «эпӗ ӑна чирлӗ ҫуратрӑм» тесе, ӑна Иавис ят панӑ.
1 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Паянхи кунчченех вӗсем хӑйсен унчченхи йӑли-йӗркине тытаҫҫӗ: Ҫӳлхуҫаран хӑрамаҫҫӗ, Ҫӳлхуҫа Иаковӑн — Израиль тесе ят хунӑскерӗн — ывӑлӗсене панӑ йӗркесене, ӳкӗтсене, Унӑн саккунне пӑхӑнмаҫҫӗ.
4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Амасия Тӑвар айлӑмӗнче идумейсен вунӑ пин ҫыннине аркатса тӑкнӑ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Села хулине туртса илнӗ, ӑна Иокфеил тесе ят панӑ, вӑл паянхи кунчченех ҫапла сыхланса юлнӑ.
4 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара вӑл вӗсене Кавул# тесе ят панӑ; вӗсем паянхи кунчченех ҫав ятлӑ.
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа Соломона юратнӑ, 25. Вӑл унта Нафан пророка янӑ та, лешӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ тӑрӑх ачана Иедидиа# тесе ят панӑ.И Господь возлюбил его 25. и послал пророка Нафана, и он нарек ему имя: Иедидиа по слову Господа.
2 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Давид ӗнтӗ хӑйӗн арӑмне Вирсавияна йӑпатнӑ, ун патне кӗнӗ, унпа ҫывӑрнӑ; Вирсавия [йывӑрланнӑ та] ывӑл ҫуратнӑ, ӑна Соломон тесе ят панӑ.
2 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.