Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 1 Ҫулс 4

Пай: Библи –> Ҫулсеренхи пӗрремӗш кӗнеке

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.05 16:29

Пуплевӗш: 40; Сӑмах: 585

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Иуда ывӑлӗсем: Фарес, Есром, Харми, Хур тата Шовал. 2. Реаияран, Шовал ывӑлӗнчен, Иахаф ҫуралнӑ; Иахафран Ахум тата Лагад ҫуралнӑ: вӗсенчен Цора ӑрӑвӗсем пулса кайнӑ. 3. Етам ывӑлӗсем ҫаксем: Изреель, Ишма тата Идбаш, вӗсемпе пӗртӑван Гацлелпони ятлӑ хӗр пулнӑ, 4. Гедор ашшӗ Пенуел, Хуш ашшӗ Езер. Ҫаксем ӗнтӗ — Вифлеем ашшӗн Ефрафӑн малтанхи ывӑлӗнчен Хуртан ҫуралнӑ ывӑлсем.

5. Ахшурӑн, Фекоя ашшӗн, икӗ арӑм пулнӑ: Хела тата Наара. 6. Наара ӑна Ахузама, Хефера, Фимние тата Ахашфарие ҫуратса панӑ; кусем ӗнтӗ — Наара ывӑлӗсем. 7. Хела ывӑлӗсем: Цереф, Цохар тата Ефнан.

8. Коцран вара Анув, Цовев тата Гарум ывӑлӗн Ахархелӑн ӑрӑвӗсем ҫуралнӑ.

9. Иавис хӑйпе пӗртӑван пиччӗшӗ-шӑллӗсенчен чи сумлӑраххи пулнӑ. Амӑшӗ: «эпӗ ӑна чирлӗ ҫуратрӑм» тесе, ӑна Иавис ят панӑ. 10. Иавис вара Израиль Туррине тархасласа ҫапла каланӑ: эй Турӑ, Эсӗ мана Хӑвӑн пиллӗхӳпе пиллесемччӗ, манӑн ҫӗрсене аслатсамччӗ, Санӑн аллу, мана усалтан сыхласа, манпа пӗрле пулинччӗ, эпӗ вара хуйхӑрмӑттӑм!.. тенӗ. Турӑ ӗнтӗ ӑна вӑл мӗн ыйтнине панӑ.

11. Шухапа пӗртӑван Хелувран вара Махир ҫуралнӑ: вӑл — Ештон ашшӗ. 12. Ештонран Беф-Рафа, Пасеах тата Техинна — Наас хулин ашшӗ, [Кенезей ҫыннипе Селомпа тата Ахазпа пӗртӑванскер,] — ҫуралнӑ; кусем Реха ҫыннисем пулнӑ.

13. Кеназ ывӑлӗсем: Гофониил тата Сераия. Гофониил ывӑлӗ: Хафаф. 14. Меоно-файран Офра ҫуралнӑ; Сераияран Иов ҫуралнӑ, вӑл — Каскалакансен айлӑмне пуҫарса яраканӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем йывӑҫ каскалакансем пулнӑ.

15. Халевӑн, Иефонния ывӑлӗн, ывӑлӗсем: Ир, Ила тата Наам. Ила ывӑлӗ — Кеназ. 16. Иегаллелел ывӑлӗсем: Зиф, Зифа, Фирия тата Асареел. 17-18. Езра ывӑлӗсем: Иефер, Меред, Ефер тата Иалон; фараон хӗрне Бифьяна качча илнӗ Мередран ӗнтӗ Мером, Шаммай тата Ишбах ҫуралнӑ. Ишбах вӑл Ешфемоа ашшӗ пулнӑ. Мередӑн тата тепӗр арӑм, Иудия, пулнӑ, вӑл ӑна Гедор ашшӗне Иереда, Сохо ашшӗне Хевера тата Занаох ашшӗне Иекуфиила ҫуратса панӑ. 19. Нахампа, Кеила ашшӗпе, пӗртӑван хӗр вара Годия арӑмӗ пулнӑ, вӗсен ывӑлӗсем: Гарми тата Ешфемоа — Мааха ҫыннисем. 20. Симеон ывӑлӗсем: Амнон, Ринна, Бенханан тата Филон. Иший ывӑлӗсем: Зохеф тата Бензохеф.

21. Иуда ывӑлӗн Силомӑн ывӑлӗсем: Леха ашшӗ Ир, Мареша ашшӗ Лаеда тата Бет-Ашбеара виссон тӗртсе пурӑнакан кил-йышсем, 22. Иоким, Хозева ҫыннисем, Моав ҫӗрне тытса тӑнӑ Иоашпа Сараф тата Иашувилехем; ку ӗнтӗ ӗлӗк-авалах пулнӑ. 23. Вӗсем чӳлмекҫӗсем пулнӑ, Нетаим хулипе Гедер хулинче пурӑннӑ, патшашӑн ӗҫлесе тӑнӑ.

24. Симеон ывӑлӗсем: Немуил, Иамин, Иарив, Зерах тата Саул. 25. Саул ывӑлӗ Шаллум; унӑн ывӑлӗ Мивсам; унӑн ывӑлӗ Мишма. 26. Мишма ывӑлӗ: Хаммуил; унӑн ывӑлӗ Закур; унӑн ывӑлӗ Шимей. 27. Шимейӑн вунултӑ ывӑл та ултӑ хӗр пулнӑ; унпа пӗртӑванӗсен ывӑлӗсем нумаях пулман, вӗсен ӑрӑвӗ те, Иуда ӑрӑвӗпе танлаштарсассӑн, йышлах пулман.

28. Вӗсем Вирсавияра, Моладра, Хацаршуалта, 29. Билгӑра, Ецемра, Фоладра, 30. Вефуилта, Хормӑра, Циклагра, 31. Беф-Маркавофра, Хацарсусимра, Беф-Биреире тата Шааримра пурӑннӑ. Ҫак хуласенче вӗсем Давид патшана ларичченех пурӑннӑ, 32. ҫав хуласем таврашӗнче тата Етам, Аин, Риммон, Фокен тата Ашан, — пилӗк хула, — пулнӑ. 33. Ҫак хуласен таврашӗнчи ялсем те Ваала ҫитичченех вӗсен пулнӑ; вӗсем пурӑннӑ вырӑнсем, вӗсен йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ пулать ӗнтӗ. 34. Мешовав, Иамлех тата Амассия ывӑлӗ Иосия, 35. Иоил, Иошиви ывӑлӗ Иегу, — Иошиви вӑл — Сераия ывӑлӗ, Сераия — Асиил ывӑлӗ, — 36. Елиоенай, Иаков, Ишохаия, Асаия, Адиил, Ишимиил тата Ванея, 37. Шифий ывӑлӗ Зиза, — Зиза вӑл — Шифий ывӑлӗ, Шифий — Аллон ывӑлӗ, Аллон — Иедаия ывӑлӗ, Иедаия — Шимрий ывӑлӗ, Шимрий — Шемаия ывӑлӗ.

38. Асӑнса тухнӑ ҫак ҫынсем хӑйсен ӑрӑвӗсен ҫулпуҫӗсем пулнӑ, вӗсен тӑхӑмӗсем питӗ анлӑн сарӑлнӑ. 39. Вӗсем, кӗтӗвӗсем валли вырӑн шыраса, Герара патнех — айлӑмӑн хӗвелтухӑҫӗ еннех — ҫитнӗ; 40. вара кӗтӳ ҫӳретмелли пулӑхлӑ, лайӑх, анлӑ, лӑпкӑ та шанчӑклӑ ҫӗрсем тупнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем киличчен кунта пӗчӗк йышлӑ Хам ҫыннисем ҫеҫ пурӑннӑ. 41. Вӗсем, ятран ҫырӑннӑскерсем, унта Иуда патши Езекия вӑхӑтӗнче пырса ҫитнӗ, унти куҫса ҫӳрекенсене те, пӗр вырӑнта пурӑнакансене те аркатса тӑкнӑ, вӗсене яланлӑхах тӗп туса вӗсен вырӑнне йышӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн унта вӗсем валли кӗтӳ ҫӳретмелли вырӑнсем пулнӑ. 42. Симеон ывӑлӗсемех пилӗкҫӗр ҫын Сеир тӑвӗ патне кайнӑ, вӗсене Иший ывӑлӗсем — Фелатия, Неария, Рефаия тата Узиил — ертсе пынӑ; 43. вӗсем унта сыхланса юлнӑ амаликсен йӑлкӑмне аркатса тӑкнӑ та, хӑйсем паян кунчченех ҫавӑнта пурӑнаҫҫӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех