Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Сир 4

Пай: Библи –> Сирах ывӑлӗ Иисусӑн ӑслӑлӑх кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 09:44

Пуплевӗш: 14; Сӑмах: 352

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Эй ывӑлӑм! кӗлмӗҫ ҫӑкӑр ыйтнӑ чухне памасӑр ан тӑр, ӗмӗтленсе пӑхакан куҫа тилмӗрттерсе ан ӗшентер; 2. выҫӑпа касӑлакан чуна ан хурлантар, ҫитмен пурӑнӑҫпа пурӑнакана ан кулянтар; 3. хурланнӑ чуна ан кӳрентер, ҫук ҫынна парассине вӑраха ан яр; 4. пусмӑр тӳсекене, тархасласа пулӑшу ыйтаканскере, пулӑшмасӑр ан хӑвар; кӗллекен кӗлмӗҫрен ан йӗрӗн; 5. ыйтаканран куҫна аяккалла ан тарт, хӑвна ылхантарма сӑлтав туса ан пар ҫынна; 6. ҫапла вӑл чунӗ хурланнипе сана ылханӗ те, ӑна Пултаракан унӑн кӗллине илтӗ. 7. Пухура кӑмӑллӑ пулма тӑрӑш, хӑвӑнтан асли умӗнче пуҫна тай; 8. мӗскӗне хӑлхуна тайса итле, ӑна кӑмӑллӑн та йӑвашшӑн хуравла; 9. хурлӑх куракана хурлӑх кӑтартаканӗн аллинчен хӑтар, сут тунӑ чухне чӗрӳ халсӑр ан пултӑр; 10. тӑлӑх ачасемшӗн ашшӗ вырӑнне, вӗсен амӑшӗшӗн сыхлавҫӑ ар вырӑнне пул: 11. вара эсӗ Ҫӳлти Турӑшӑн ывӑл пек пулӑн, Вӑл сана тӑван аннӳрен те ытларах юратӗ.

12. Ӑслӑлӑх хӑйӗн ывӑлӗсене ҫӳлелле ҫӗклентерет, хӑйне шыракансене хунтӑлать: 13. ӑна юратакан пурӑнӑҫа юратать, ӑна иртенпех шыракан туп-тулли савӑнӑҫ тупать; 14. ӑслӑлӑх пурри еткерлӗхе ырӑ ят илӗ, кирек ӑҫта кайсассӑн та Ҫӳлхуҫа ӑна пиллесех тӑрӗ; 15. ӑслӑлӑхшӑн ӗҫлекен Святойшӑн ӗҫлесе тӑрать, ӑслӑлӑха юратакана Ҫӳлхуҫа юратать; 16. ӑна итлекен халӑхсене сут тӑвӗ, ӑна тимлекен шиксӗр пурӑнӗ; 17. кам та кам ӑслӑлӑха шанать, ҫавӑ ӑна еткерлӗхе илет, ӗнтӗ ӑслӑлӑх унӑн тӑхӑмне тивӗҫӗ: 18. малтан вӑл этеме кукӑр-макӑр ҫулпа ертсе ҫӳрет, ӑна шиклентерсе-хӑратса пӗтерет, 19. унӑн чунне шанса ҫитериччен, хӑйӗн йӗркипе сӑнаса тухиччен этеме вӑл ӑстӑн парса тӗрӗслет; 20. кайран вара ун патне тӳрӗ ҫулпа тухать те савӑнтарать ӑна, 21. хӑйӗн вӑрттӑнлӑхне пӗлтерет ӑна. 22. Ҫынни ҫултан аташса кайсассӑн, ӑслӑлӑх пӑрахса хӑварать те, лешӗ вара пӑсӑлсах каять.

23. Хӑрушӑ самантра хӑвна тӗрӗс тыт, усалтан сыхлан — 24. вара чунушӑн намӑс пулмӗ: 25. намӑсланни хӑш чухне ҫылӑх патне илсе пырать, тепӗр чухне мухтавпа тивлет парать. 26. Хӑй майлӑ пулма ыйтаканпа хутӑшса, хӑвӑн чунна ан сиенле. 27. Пулӑшма пултаракан сӑмахна каламасӑр ан тӑр: 28. ӑслӑлӑх сӑмахра палӑрать, чӗлхе-ҫӑвар каланинче пӗлӳ курӑнать.

29. Чӑнлӑха хирӗҫ ан калаҫ, ху мӗн пӗлменнинчен вӑтанса тӑр. 30. Хӑвӑн ҫылӑхусемшӗн ӳкӗнме ан вӑтан, юханшыва ан пӳл. 31. Айван ҫынна ан пӑхӑн, вӑйлӑ ҫын умӗнче хавшаса ан ӳк. 32. Чӑнлӑхшӑн мӗн виличчен тӑр — Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӗнтермешкӗн пулӑшӗ сана. 33. Чӗлхӳпе ытлах хастар ан пул, ӗҫ-хӗлӳ тӗлӗшӗнчен наян та тимсӗр ан пул. 34. Килӳнте арӑслан пек ан пул, кил-йышна шанманни ан пултӑр. 35. Илнӗ чухне хӑлаҫланса ан ил, ху панӑ чухне хӗссе ан пар.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех