Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпир… пӗтӗм эскадрон…
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
— Апла эсӗр эскадрон лашисене сутатӑрах пулать пире? — шӑппӑн ыйтрӗ ватӑ граф, лейтенант еннелле пӗшкӗнсе.— Так вы продаете нам эскадронных лошадей? — тихо спросил старый граф, нагибаясь к лейтенанту.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Эскадрон хӑйӗн боецне ҫухатнишӗн чарӑнса тӑмарӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Халӗ унта бронепоезд тата икӗ эскадрон кавалери тӑрать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӑл, Корчагин, массӑпа уйӑрӑлми хутӑшса кайрӗ; кашни красноармеец пекех, «эпӗ» тенӗ сӑмаха манчӗ, «эпир» тенӗ сӑмах ҫеҫ юлчӗ уншӑн: пирӗн полк, пирӗн эскадрон, пирӗн бригада.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— Мейӗр, тытӑр, Антипов юлташ, — тесе пачӗ вӑл запискине тӑлпан эскадрон командирне.— Возьмите, товарищ Антипов, — передал он записку коренастому комэскадрона.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Эскадрон тӑкӑрлӑка, ту ҫинчен юхса анакан хаяр ҫырма пек тухрӗ, темиҫе теҫетке хӗҫ сывлӑша урлӑ та пирлӗ ҫурса вӗлтлетет.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ӗретсене тытӑнса, эскадрон хӑвӑрт утса иртсе пырать.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Эскадрон командӑна ним сӑмахсӑр пӑхӑнчӗ.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Фомин эскадрон умне тухрӗ.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пӗр каҫхине, ҫапла, эскадрон Вешенскине кайма тапранас умӗн, казаксем взвод командирӗ Алферов вырнаҫнӑ хваттере пухӑнчӗҫ.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Эпӗ те халь эскадрон командирӗ.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Эскадрон командирӗ.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Шанман пулсан — эскадрон памастчӗҫ.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пирӗн Григорий Пантелевич сотня, — урӑхла каласан, эппин, эскадрон, — йышӑнчӗ, эпӗ, паллах, ун ҫумӗнче тӑратӑп.Принял наш Григорий Пантелевич сотню, то бишь эскадрон, я, конешно, при нем состою.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫак илемлӗ лавсем умӗнче утлӑ эскадрон сиккипе пытӑр; хӑйсем пурте пӗр пек буркӑпа, кӑвак тӑрӑллӑ кубанкӑпа, ҫурӑмӗсем хыҫӗнче хӗмленсе пыракан пашник, — пур енчен те халӑх уява кайни курӑнать!
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫак самантра эскадрон тӑрӑх сасартӑк кулӑ янӑраса кайрӗ, Хохлаков хӑйӗнчен кулнине ӑнланса илчӗ…
XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Эскадрон малалла ыткӑнчӗ, ӑшӑх ҫӗрте шыв кӑпӑкланса, сирпӗнсе юлчӗ, ҫав вӑхӑтра Хохлаков хӑй лаши ҫумӗнче тӑраймасӑр выртать.
XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хохлаков отряд умӗнче лаши ҫинче илемлӗн ларса сиккипе чуптарса ҫӳренӗ, эскадрон командирӗ хушнине итлемесӗр, вӗҫкӗнленсе, юлташӗсем умӗнче хӑйӗн маттурлӑхне кӑтартас тесе, лашине шпорсемпе хӗстерчӗ те тӳртен, йывӑҫ тӗмӗсем урлӑ чуптарчӗ.
XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Эскадрон хутор патне ҫывхарса пынӑ.
XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.