Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтусене (тĕпĕ: ыйту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Республика ертӳлӗхӗ, Чӑваш Ен парламенчӗ муниципалитетсене аталантарас ыйтусене, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх ҫинчен калакан саккунсене лайӑхлатса пырассине тӑтӑшах тӗрӗслесе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Вырӑнти влаҫ - ял ҫыннисемшӗн чи ҫывӑххи // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Вӗсем халӑха хумхантаракан ҫивӗч те пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса парас енӗпе витӗмлӗ йышӑнусем тума пултарнинчен ытларах чухне граждансем хӑйсене мӗнлерех туйни тата вӗсем влаҫӑн мӗнпур органӗн ӗҫ-хӗл эффективлӑхне пӗтӗмӗшле хак пани килет.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫченсем спортпа та туслӑ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Тӗлпулусенче ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явнӑ, вӗсене татса памалли майсене палӑртнӑ, вырӑнта пурӑнакансен ыйтӑвӗсене тӗплӗн хуравланӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ӗҫ коллективӗсемпе иртнӗ тӗлпулусенче «2016 ҫулта граждансене социаллӑ пулӑшу парасси», «Вырӑнти тата территориллӗ обществӑлла самоуправлени органӗсен тирпей-илем кӗртес енӗпе тумалли задачисем тата граждансене ҫак ӗҫе хутшӑнтарасси, Йывӑҫ кунӗн ҫурхи тапхӑрне ирттересси», «Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 71 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен мероприятисене хатӗрленесси», «Ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене ирттересси» ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Вӗсем агропромышленноҫ комплексӗн аталанӑвӗн ҫул-йӗрне, ялти халӑха ӗҫпе тивӗҫтерессипе, сывлӑх сыхлавӗпе, вӗрентӳпе тата социаллӑ хӳтлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене, ҫавӑн пекех ялти журналистикӑн ял аталанӑвӗнчи пӗлтерӗшне сӳтсе явнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ялти пурнӑҫа лайӑхлатассипе - форум // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

«Суйлавҫӑсем депутатсенчен курӑмлӑ ӗҫсем кӗтеҫҫӗ. Ҫак тапхӑрта халӑхпа ытларах тӗл пулмалла, вӗсене хумхантаракан ыйтусене тӗпчемелле. Сӑмаха чӑн ӗҫпе ҫирӗплетмелле, депутат чи малтан хӑйӗн сӑмахӗшӗн яваплӑ», - тенӗ Леонид Ильич.

Куҫарса пулӑш

Хӑйӗн сӑмахӗшӗн яваплӑ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

«АККОНД» акционерлӑ обществӑн генеральнӑй директорӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Иванов вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса панӑ чухне ялсенче пурӑнакансем тӑрӑшни те пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Халӑха пӑшӑрхантаракан ҫивӗч ыйтусене васкавлӑн татса парасси, муниципалитетсенчи пурнӑҫ пахалӑхне тата унӑн шайне ӳстересси, эппин обществӑри ҫирӗплӗх те, шӑпах ҫынсене ҫывӑхрах тӑракан ҫак шайри влаҫ представителӗсен ӗҫ тухӑҫлӑхӗнчен килет.

Куҫарса пулӑш

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Районта иртнӗ Пӗрлехи информаци кунӗнче 2016 ҫулта граждансене социаллӑ пулӑшу кӳресси, экологи субботникӗсене тата Йывӑҫ кунне йӗркелесе ирттересси, хула, ял тӑрӑхӗсенчи урамсенче, ҫул хӗррисенче, масарсен территорийӗсенче тирпей-илем кӗртесси, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтернӗренпе 71 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен мероприятисене хатӗрленсе ирттересси, ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене кӗске вӑхӑтра тата пахлӑхлӑ пурнӑҫласси, ҫуркуннехи-ҫуллахи вӑхӑтсенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ мерӑсене тытса пырас ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ ыйтусем малти вырӑнта // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.04.20

Михаил Игнатьев социаллӑ ыйтусене те хускатрӗ, район центрӗнчи тӗп лапампа паллашрӗ, ял ҫыннисемпе курнӑҫса калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Ларура районшӑн пӗлтерӗшлӗ ытти ыйтусене те тишкернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксене - ҫар ретне // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Вӗсенче сулӑм укҫин виҫине палӑртассинчен пуҫласа ҫул-йӗр тӑвасси таранах ыйтусене пӑхса тухатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмпех - ҫынсемшӗн // Г.АДЮКОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Ҫавӑн пекех ялта тӗрлӗ ыйтусене татса парассипе пухусем те иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмпех - ҫынсемшӗн // Г.АДЮКОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Халӑхшӑн ҫивӗч ыйтусене татса пама республика бюджетӗнче тивӗҫлӗ укҫа-тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Продукцие пирӗн ют ҫӗршывсене те сутмалла // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

Социаллӑ ыйтусене те хускатрӗҫ.

И социальные вопросы затронули.

Елчӗксем тырпул тухӑҫне ӳстересшӗн // А.ВАСИЛЬЕВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

«Анчах суйлавҫӑсем депутатсенчен курӑмлӑ ӗҫсем кӗтеҫҫӗ. Ҫак тапхӑрта халӑхпа ытларах тӗл пулмалла, вӗсене хумхантаракан ыйтусене тӗпчемелле. Сӑмаха чӑн ӗҫпе ҫирӗплетмелле, депутат чи малтан хӑйӗн сӑмахӗшӗн яваплӑ», - терӗ Леонид Ильич.

Куҫарса пулӑш

Депутат хӑйӗн сӑмахӗшӗн яваплӑ // В.БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

13. Вӑл тавҫӑрусӑр ҫын пулман, мӗншӗн ӑнӑҫсӑр ҫапӑҫнине хӑй тӗллӗн тишкерсе хакланӑ та ҫакна ӑнланса илнӗ: еврейсене ҫӗнтерме ҫук, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Пурне те Пултаракан Турӑ пулӑшса пырать; ҫавӑнпа вӗсем патне ҫын янӑ, 14. вӑл саккунлӑ ыйтусене йӑлтах тивӗҫтерсе тӑма пулнӑ, патшана та вӗсенӗн тусӗ пулма ӳкӗте кӗртессе шантарнӑ.

13. Будучи же небессмыслен и обсуждая сам с собою случившееся с ним поражение, он понял, что Евреи непобедимы, потому что всемогущий Бог споборствует им; посему, послав к ним, 14. уверял, что он соглашается на все законные требования и убедит царя быть другом им.

2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эсир – питех те чаплӑ професси ҫыннисем, ҫивӗч ыйтусене яланах туйса-курса тата мӗн пур пулӑм ҫинчен пӗлсе тӑратӑр.

Вы – представители замечательной профессии, всегда «на острие» проблем и в курсе всех событий.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1326202

«Правлени ларӑвне хутшӑнакансен тӗллевӗ — строительство комплексӗн ҫӗршыври тата республикӑри лару-тӑрӑвне, ҫивӗч ыйтусене, вӗсене татса памалли ҫул-йӗре тишкересси», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Респондентсен 95,3% ыйтусене хуравланӑ май «нимӗнле условире те наркотик тутанмӑп» тесе хуравланӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Наркотиксенчен «тасисем» — сакӑр район кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех